Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ХАМĂР ТА ПУЛТАРАТПĂР

Вячеслав Тутеров Элкел районӗнче ыхра ӳстерекен пӗртен-пӗр фермер

Ыхра организмшăн питӗ усăллă çимӗç, микробсемпе кӗрешет. Кăна Пӗтӗм тӗнчери сывлăх сыхлав организацийӗ те çирӗплетет. Грипп, COVID-19, ытти вирус вăхăтӗнче пӗлтерӗшӗ тата пысăк. Ют çӗршывран кӳнӗ ыхра нумай упранать, анчах иммунитета хамăр патра ӳсекенни чухлех çирӗплетеймест, микробсемпе кӗрешеймест иккен. Элкел фермерӗн Вячеслав Тутеровăн Китай производителӗсене хăйӗн хуравӗ пур.

Вячеслав Тутеров Элкел райо­нӗнче ыхра ӳстерекен пӗртен-пӗр фермер. Тӗрӗсрех каласан, ку культурăна вăл пӗччен мар, Пасарлă Матакри хăйпе пӗр шухăшлă Азат Валеевпа пӗрле ӳстерет. Пуриселӗн 45-ри фермерӗ мӗн пӗчӗкрен çӗр ӗçӗпе ӗçлеме хăнăхнă чăваш çемйинче çуралса ӳснӗ. Ашшӗ Коля тете колхозра малта пыракан комбайнер пулнă, шел те пурнăçран ир уйрăлнă. Мăшăрне, районта «Мир» совхозăн чи нумай сӗт сăваканӗ пек паллă Галинăна, пилӗк ачапа тăлăха хăварнă. Вячеслав ачаллах ашшӗпе пӗрле комбайнер пулăшуçинче ӗçленӗ.
 – Пирӗн экипаж районта пӗрремӗш вырăн йышăнсан, мана атте 65 тенкӗлӗх «Аист» велосипед илсе пачӗ. Вăл вăхăтра 65 тенкӗ пысăк укçаччӗ, атте пурпӗр мана парнепе хавхалантарчӗ. Çакна нихăçан та манмастăп, – иртнине аса илчӗ Вячеслав.
Таджикистанра хӗсмет иртнӗ хыççăн кӳршӗллӗ районти Левашовăра, унтан тăван ялта нумай çул тиев машинипе ӗçленӗ. Çак вăхăтра Атăлçи тăрăхне урлă та пирлӗ тухнă шофер. Совхоз салансан хăй бригадине йӗркелеме хăюлăх çитернӗ. Пуриселӗн ылтăн алăллă строителӗсем Тяжбердино ял клубне, Чăваш Пăрнайӗнчи ача садне, Сиктӗрмери хваттер-çуртсене туса лартнă. Юсанă çуртсен вара шучӗ те çук.
– Чи кирлӗ çак ӗçе мана хуньăм, ялти чи ăста кăмакаçă Алексей,  вӗрентрӗ. Тав ăна. Перестройка хыççăнхи чи йывăр вăхăтра çурт-йӗр юсаса, кăмака туса çăкăр çимелӗх укçа ӗçлесе илеттӗм. Çитменнине сахал та мар. Кунсăр пуçне икӗ çул кирпӗч хураканăн пулăшуçинче ӗçлерӗм. Вӗренмесӗр ăсталăх килмест вӗт, – тăсăлать малалла калаçу.
20 çула яхăн строительствăра ӗçленӗ пулсан та çӗр ӗçӗнчен пӗр кун та уйрăлман вăл. Паянхи кун та Тутеровсен килӗнче 8 пуç ӗне, 8 вăкăр, 1 лаша, 4 теçетке сурăх тата темиçе сысна. Куллен 75-шер литр сӗт ăсатаççӗ, тепӗр 3 вит­рине çамрăк пăрусем, сысна çурисем валли тата хăйсем валли сепаратор урлă кăларса хăйма-çу тума хăвараççӗ.
 Вячеславăн мăшăрӗ Августина та питӗ ӗçчен хӗрарăм. Килти выльăхсене пăхнисӗр пуçне харпăр лавккинче сутуçăра ӗçлеме  ӗлкӗрет.
– Аслă ывăл Алеша хӗрлӗ дипломлă экономист, Лайăш техникумне пӗтернӗ хыççăн ял хуçалăх академийӗнче вӗренет. Çак кунсенче салтака каймалла. Çемье бизнесӗн шут-хисеп ӗçне вăл илсе пырать пирӗн.  Ачасем мӗн пӗчӗкрен укçапа ӗçлеме вӗренччӗр тетпӗр, – кăмăллăн пӗлтерчӗ фермер. Сăмах май, вӗсен тата саккăрмӗш клас­ра вӗренекен Владикпа 10-ри Вика ӳсет.
Кунсăр пуçне Вячеслав хăйӗн пӗртен-пӗр йăмăкӗпе пӗртăванӗсем, çав шутра Çӗпӗрте пурăнаканни çинчен те питӗ ăшшăн каласа пачӗ. Вӗсем яланах пулăшăва килеççӗ-мӗн ун патне. Çаплах ял çыннисене, ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Галина Самаринăна та лайăхпа кăна асăнать. Кам çинчен калаçсан та çынна хисеплени палăрать унра.
Вячеслав мӗн пуррипе кăна çырлахма хăнăхман. Мӗншӗн тесен нумай пӗлме, вулама юратакан чăн-чăн çӗр çынни вăл. Раççей халăхне çуллен 5 миллион тонна ыхра кирлине, хамăр патра вара çакăн пурӗ те  3-5 процентне кăна ӳстернине те акă интернета шӗкӗлчесе пӗлнӗ. Хамăрăннисен хушшинче конкуренци çукпа пӗрех пулнипе те çак культурăна ӳстерсе пăхасшăн вăл.
– Ку шухăш манăн тахçанах çуралнă-ха, хальччен пӗлмен çӗнӗ ӗç пулни тата ятарлă техника çукки чарса тăчӗ. Çак ыйтăва виçӗ çул тишкертӗм.  Спас районӗнчи ыхра ӳстерекен пӗлӗшӗм ӗçлесе пăхма ӳкӗте кӗртрех, – тăсăлать малалла калаçу.
Хӗвеллӗ кунсем ыхра акса хăварма май панă. Техникăпа вара хайхи пӗлӗш-наставникӗ пулăшнă. Пысăк сортлă вăрлăха килограмне 300 тенкӗпе (12 гектар лаптăк валли 500 килограмм вăрлăх) туяннă. Çапла майпа вăрлăх валли кăна фермер 150 пин тенкӗ укçа тăкак­ланă, ятарлă удобренипе техника туянмалла-ха тата.
– Сеялкăна, культиваторпа шыв сапмалли установкăна хӗлле хам ăсталас тетӗп-ха. Мӗн каласан та перекетлӗрех пулать, – пӗлтерчӗ чăн-чăн хуçалла Вячеслав.
Специалистсем пӗлтернӗ тăрăх, унăн çӗр лаптăкӗ ыхра валли пулăхлă. Ӗлӗк унта совхоз пахчи пулнă. Тутлă та ашлă помидорпа пылак кишӗре туянма тавра ялтан çынсем килнӗ. Çу пуçламăшӗнче Вячеслав çӗре сухаласа сӳреленӗ. Пукрав умӗн Турăран пил илсе унчченхи люцерна хирне ыхра акса хăварнă.
– Паллă ӗнтӗ, пӗрремӗш çулах тухăç кӗтмелли çук, вăрлăх сутса мӗн чухлӗ те пулсан тупăш пулать пуль-ха тетӗп. Ыхра стрелкисене татма вара тирпейлӗ те ӗçчен 6-7 хӗрарăма ӗçе илме шутлатăп, –  пӗлтерчӗ хăй шухăшне фермер.
Ыхра ӳстересси çăмăл ӗç мар, вӗçӗмсӗр тимлӗх, чăтăмлăх тата вăй-хал кирлӗ. Пурисел çӗр ӗçченӗпе юлташӗн ӗçӗ ăнтăр, çанталăкӗ пулăшса кăна пытăр.

Лия МАРДЕГАЛЛЯМОВА.
Элкел районӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев