ХАМĂРТАН НУМАЙ КИЛЕТ
Çӗнтерӳçӗсен хушшинче пӗртен-пӗр чăваш шкулӗ – Çӗпрел районӗнчи Аслă Аксури пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкул, директорӗ – Юрий Мутин
Ноябрӗн 25-мӗшӗнче тăван чӗлхене вӗрентессине чи лайăх йӗркеленӗ шкулсен директорӗсемпе ача сачӗсен заведующийӗсене Патшалăх Канашне чӗнтерсех чысларӗç. Аса илтеретпӗр, кăçал ТР Президенчӗ çумӗнчи Тутар чӗлхине упраса хăварассин ыйтăвӗсемпе аталанăвӗн комиссийӗ Вӗрентӳпе наука министерствипе пӗрле «Тутарстан Республикин пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан муниципаллă бюджет организацийӗсенче тăван чӗлхене (тутарла, чăвашла, удмуртла, марилле, мордвалла) вӗрентессин чи лайăх практики» республика конкурсне ирттерчӗ. Кун пирки эпир хаçатра çырнăччӗ.
Çӗнтерӳçӗсен хушшинче пӗртен-пӗр чăваш шкулӗ – Çӗпрел районӗнчи Аслă Аксури пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкул, директорӗ – Юрий Мутин. Паллах, çӗнтерӳçӗсен хушшинче чăваш шкулӗсене ытларах курас килет. Сахал мар вӗт вӗсем, паяна 90-на яхăн. Аслăаксусемшӗн вара чăннипех савăнатпăр. Ӗçне кура парни те тивӗçлӗ: 500 пин тенкӗ грант. Паллах, ку вӗрентекенсене малашне тата пысăкрах хавхаланупа ӗçлеме хистет.
Наградăсене комиссин председателӗпе Марат Ахметовпа вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин пачӗç.
Ильсур Хадиуллин хăй сăмахӗнче республикăра наци вӗрентӗвне, ачасене тăван чӗлхепе пӗлӳпе воспитани парассине пысăк тимлӗх уйăрнине палăртрӗ. «Тутарстан Президенчӗ 2021 çула Тăван чӗлхесен тата халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗ тесе палăртрӗ. Марат Готович ертсе пыракан комисси йӗркеленнӗ кунранах активлă ӗçлеме тытăнчӗ. Çавна пула вӗрентӳ учрежденийӗсенчи тăван чӗлхепе вӗрентесси палăрмаллах улшăнма пуçларӗ. Республика конкурсне 93 шкулпа 104 ача сачӗ хутшăнчӗ. Çавсенчен 20-шер çӗнтерӳçе суйласа илтӗмӗр те», – терӗ министр.
Марат Ахметов вӗрентӳ организацийӗсен ертӳçисене тăван чӗлхепе вӗрентессипе çыхăннă ыйтусенче яваплă пулнăшăн, конкурса хутшăннăшăн тав турӗ. «Пирӗн тӗллев – наци вӗрентӗвӗллӗ учрежденисен ӗçне вăйлатасси. Республикăра вӗсем 1,5 пин ытла. Сирӗн ӗç тата çитӗнӳсем ыттисемшӗн ырă тӗслӗх. Тăван чӗлхепе тăван культурăна упраса хăварас енӗпе эсир питӗ пысăк ӗç туса пыратăр, ачасене те хисеплеме вӗрентетӗр. Тавтапуç сире!» – педагогсене тав турӗ комисси председателӗ чыслас церемоние пуçласа.
Миçе сехет вӗрентессине шкул хăй йышăнать
Майпа усă курса вӗрентӳ министрӗнчен çӗнтерӳçӗсен хушшинче мӗншӗн пӗр чăваш шкулӗ кăна пулнине ыйтрăм. Конкурс требованийӗсене тивӗçтереймен е хутшăнас текенсен шучӗ сахал пулнă?
Ильсур Хадиуллин сăмахӗпе, хутшăнакансен шучӗ сахал пулнă. Хăш-пӗр заявкăна пăрса хăварнă, вӗсем конкурс ыйтнине çырлахтарман пулать.
– Заявкăсем те сахалччӗ тата пирӗн требованисене нумайăшӗ тивӗçтереймерӗ. Мӗншӗн тесен вӗрентӳре чăваш чӗлхипе питӗ сахал усă кураççӗ. Нумай çӗрте чăваш чӗлхипе литературине пач та пӗрер сехет кăна панă. Паллах, ку шкулсен заявкисене эпир йышăнаймастпăр. Тивӗçтермеççӗ пире кун пек шкулсем. Пуçламăш классенче те çав тери сахал вӗрентеççӗ. Чăваш шкулӗсенче кашни предмета тăван чӗлхепе вӗрентме тăрăшмалла! – хӗрсе калаçрӗ министр.
– «Пире чăваш чӗлхи урокӗсен сехечӗсене чакарма хушаççӗ, хушса памаççӗ», – тенине илтетпӗр эпир вӗрентекенсенчен шкулсене ӗçпе кайсан, – терӗм хама интереслентерекен ыйтăва парса.
– Вăт ку пӗтӗмпех шкул директорӗн полномочийӗнчен килекен япала.
– Пире вара министерство, вӗрентӳ уйрăмӗ çапла нормативпа ӗçлеме хушать теççӗ...
– Çук, çук, çук. Министерство сехетсен шутне палăртмасть. Шкул хăй йышăнать: пӗрре-иккӗ е виçӗ сехет. Хăйсен ӗçлес килменнипе, ачасен ашшӗ-амăшне тăван чӗлхе кирлӗлӗхне çитерейменнипе министерство çине йăвантараççӗ. Хăйсен ăнăçсăрлăхне пирӗн çине ан йăвантарччăр. Хамăр енчен наци вӗрентӗвне кирлӗ шайра тытса пыракан, чăваш чӗлхипе литературине çителӗклӗ вăхăт уйăракан вӗрентӳ организацийӗсене пур енлӗн пулăшса пыма шантаратпăр. Грант çитес çул та сыхланса юласса шанас килет. Тен, ытларах чăваш шкулӗ çӗнтерӳçӗ пулса тăрӗ. Ун валли ӗç çинчен пӗлтермелле, каласа пама пӗлмелле, – терӗ Ильсур Гараевич.
Тем каламалла ӗнтӗ кун хыççăн? Чăваш чӗлхине шкулсенче вӗрентессипе çыхăннă проблемăсем футбол мечӗкӗ вырăнне ан пултăрччӗç ӗнтӗ. Чăваш шкулӗсенче тăван чӗлхепе литературăна ниепле те пӗр сехетпе кăна хăвармалла мар! Сахалтан та икшер сехет памалла. Грант парса хавхалантарнишӗн кăна та ӗçлес марччӗ малашне. Чăннипех чӗлхе кирлӗлӗхне ăнланни тӗп вырăнта тăтăрччӗ. Парни çак ăнлану пурришӗн пултăрччӗ.
Вӗрентекенсен тепӗр пуç ыратăвӗ – методика пособийӗсем çителӗксӗрри. Вӗрентӳ министрӗ ку ыйтăва та шкулсен пассивлăхӗпе çыхăнтарчӗ.
– Пиртен мӗн ыйтаççӗ, эпир çавна тупса паратпăр. Шкулсен списокӗ тăрăх ӗнтӗ наци республикисенче заказ вырнаçтаратпăр. Чăваш Республикинче чăваш шкулӗсем, Удмуртире удмуртсем, мӗнле калас, кашнин валли кирлӗ кӗнекесемпе методика пособийӗсем туянатпăр. Çавăнпа хытарсах калатăп: шкулсенчен мӗн кирли пирки тулли список кӗтетпӗр, – терӗ министр.
Йӗмен ачана чӗчӗ паман тенӗ пек, апла хамăрăн хастартарах пулмалла. Министр çапла калать пулсан, списока мӗн кирлине ытлашшипех кӗртмелле. Мӗнле калас, вун тенкӗ кирлӗ-тӗк – çирӗм ыйт, шăп та лăп вун тенкӗ парӗç те.
Хам енчен шкулсемпе ача сачӗсене аслăаксусенчен тӗслӗх илме сӗнетӗп. Паллă ӗнтӗ, 2021 çул – Тăван чӗлхесен çулталăкӗ пулнă май республикăра тӗллевлӗ конкурссемпе мероприятисем нумай пулӗç. Майпа усă курса республикăри чăваш шкулӗсене вăйлăрах аталантарса ярасчӗ пирӗн. Ан манăр, хамăртан та нумай килет.
Ирина ТРИФОНОВА.
Сăнӳкерчӗкре: Юрий Мутин (варринче) Марат Ахметовпа тата Ильсур Хадиуллинпа.
mon.tatarstan.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев