Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хăрăлти саслă хӗрача иккӗмӗш хут килӗнчен тарнă

Уйрăмлăхӗсенчен çакна асăннă: çӳллӗшӗ 172 см, çӳçӗсем тӗттӗм-хӗрлӗрех сăнлă, сасси хулăн

Июнӗн 17-мӗшӗнченпе Çӗмӗрле районӗн полицейскийӗсем 15 çулти Софья Бараевăна шыранă. Вăл килтен мӗншӗн тухса кайни пире паллă мар, ăна икӗ эрнерен Хусанта тупаççӗ. Следстви палăртнă тăрăх, вăл малтан Шупашкара кайнă пулнă, унтан Хусана çитнӗ. Унта вăл юлташӗсем патӗнче пурăннă. Полицейскисем ăна тӗрӗс-тӗкелех тупнă, никам та пуçтахламан. Çын çухалнă пирки пуçарнă уголовнăй ӗçе йӗрке хуралçисем хупаççӗ.

Анчах та июлӗн 20-мӗшӗнче хӗрача каллех килтен тарать. «Чăваш халăх сайчӗ» пӗлтернӗэ тăрăх, ăна шыраççӗ. Вăл ҫутӑ хӑмӑр хулӑн кофта, хура кроссовки тӑхӑннӑ, тӗксӗм симӗс тӗслӗ рюкзак çакнă. Килӗнчен вăл паспортне илнӗ тата 800 тенкӗ укçа, тесе пӗлтерет Çӗмӗрле районӗнчи «Вперед» хаçат.

Пикене курнисене йӗрке хуралҫисене пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Уйрăмлăхӗсенчен çакна асăннă: çӳллӗшӗ 172 см, çӳçӗсем тӗттӗм, хӗрлӗрех сăнлă, сасси хулăн, вăл хăрăлтатса калаçать.

Софья ҫутӑ хӑмӑр хулӑн кофта, хура кроссовки тӑхӑннӑ, тӗксӗм симӗс тӗслӗ рюкзакпа. Хӗр паспорт тата 800 тенкӗ укҫа чиксе тухса кайнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев