Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ХАСТАРСЕМ ПУРТАН ЯЛ ПУРĂНАТЬ

Теччӗ районӗнчи Йӳккел библиотекинче виçӗ çул ӗçлетӗп. Ял пӗчӗк пирӗн, шкул та, клуб та çук. Çавах хастар хӗрарăмсем пур-ха. Кунта «Пилеш» («Рябинушка») ушкăн йӗркелерӗм. Унта çӳрекенсем час-часах пӗрле пуçтарăнса пӗр-пӗрне кукӑль, варени рецепчӗсем паратпăр, пӗр-пӗринчен алă ӗçне вӗренетпӗр. Хамăр савӑнӑçпа хуйха-суйха пӗрле сӳтсе яватпăр. Хӑш чухне юрлатпӑр, сӑвӑсем вулатпӑр, ташлатпӑр.

Пӗрлешӗве çӳрекенсем библиотекăра тӗрлӗ мероприяти ирттерме пулӑшаççӗ. «Пилешӗн» хӑйӗн уставӗ, девизӗ, çулталӑклӑх ӗç планӗ, тӗллевӗсемпе задачисем пур. Уйӑхра пӗрре библиотекӑра пухӑнатпӑр эпир, çакăн пек вăхăтсенче ялан тенӗ пекех чей вӗрететпӗр, хӗрарăмсем хӑйсем хатӗрленӗ апат илсе килеççӗ.  

Çулталӑк тăршшӗпех улах, калаçу, асаилӳ каçӗсем, чӑваш юррин каçӗсем, мастер-классем, инсценировка, субботниксем, акцисем ирттеретпӗр. Пӗрле уявсем хатӗрлетпӗр. Çӗнӗ çул, Раштав уявӗсене театрализациленӗ представленисемпе паллă тăватпăр. Чăваш йăли-йӗркипе çыхăннă каçсенче юрлатпӑр, тӑван чӗлхепе сӑвӑсем вулатпӑр. Çамрӑк чухнехи уявсем мӗнле иртнине аса илетпӗр. Пӗлтӗр Мӑнкун тӗлне те спектакль хатӗрленӗччӗ. 

Сад ӗрчетес, пахча çимӗç туса илес ыйтусене сӳтсе явас тӗллевпе ака ӗçӗсем умӗн кашни çул пуçтарăнасси йăлара. Унта пахча çимӗç тата чечек вӑрлӑхне мӗнле суйламалли, лартмалли вăрттăнлăхсене аса илетпӗр, пӗр-пӗрне усăллă канашсем паратпăр. Мастер-классем те ирттеретпӗр. 

Кӗркунне вара пӗтӗмлетӳсем тăватпăр. Çакӑн пек хастарсем пуртан ял пурӑнать. «Пилеше» çӳрекенсене пурне те хаçат урлă тав тăватăп.Пурне те çирӗп сывлӑх  сунатăп, малашне те çапла пӗрле килӗштерсе ӗçлемелле пултăрччӗ. (Лилия АРИСОВА. Йӳккел  библиотекарӗ. Автор сăнӳкерчӗкӗ.)

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество