Хисеп тунăшăн тав
Ачасен аллинче чӗрӗ чечек çыххисем тата аппликаци мелӗпе ăсталанă открыткăсем. Открыткăсем çине пире халалласа илемлӗ сăмахсем çырнă. Мӗн тери кăмăллă!
Эпир, Аксу районӗнчи Савгачево ялӗнче пурăнакан пенсионерсем, кăçал та ытти çулсенчи пекех юпа уйăхӗн 1-мӗшӗнче Ватăсен кунне халалланă уява пыма самай маларах йыхравсем илтӗмӗр. Кӗтнӗ кун çитсе те тăчӗ. Хăнăхнă сукмаксемпе хамăр 30-40 çул ӗçленӗ çӗре – шкула – çитсе те тăтăмăр. Шкул пусми çинчех пире хӗвел шевли евӗрлӗ йăл кулăпа ачасем кӗтсе илчӗç. Аллисенче чӗрӗ чечек çыххисем тата аппликаци мелӗпе ăсталанă открыткăсем. Открыткăсем çине пире халалласа илемлӗ сăмахсем çырнă. Мӗн тери кăмăллă!
Шала кӗрсен пире концерт залне илсе кӗчӗç. Илемлетнӗ сцена çинче В.Захаровăпа В.Иванова ертсе пыракансем уява пуçлама хатӗр тăраççӗ. Кунтах В.Егоров композитор, юрăçă тата баянист, шкул ертӳçисем А.Музилеев, Н.Моисеева, Т.Романова йӗркелӳçӗ тата ытти вӗрентекенсем. Вӗсем пире ырă сăмахсем каласа, тăвăллăн алă çупса кӗтсе илчӗç. Владимир Павлович Егоров ачасене эпир юратакан юрăсене юрлаттарса пире савăнтарчӗ. Кун пек хаваслă лару-тăрура шыв сыпнă пек ларайăн-и – хамăр та ачасемпе пӗрле юрă хыççăн юрă шăрантарма пуçларăмăр.
Л.Ф.Васильевсăр пӗр мероприяти те иртмест. Хальхинче те вăл хăйӗн репертуарӗнчи юрăсемпе савăнтарчӗ пире. Маттур, ӗçчен ача! Концерт вӗçленсен пурте пӗрле асăнмалăх сăн ӳкерӗнтӗмӗр. Унтан пире тулăх сӗтел хушшине лартса хăналарӗç. Тутлă ӗçме-çиме хатӗрленӗ шкул поварӗсем, вӗсене чӗререн тав. Пире хисеп туса çакăн пек кăмăллă уяв йӗркелесе паракансене пурне те пуç таятпăр.
Савгачево ялӗнчи пенсионерсен ятӗнчен Валентина ТИМОФЕЕВА. ( Автор сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев