Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

 Хӗрарӑмсен "Калинушка”  вокал ушкǎнӗ  Халǎх ятне тивĕçрӗ

Ěçне кура-хисепĕ. Чǎннипех те, вǎй хурса илнĕ ят-сума, уншǎн мухтанмалǎх та, савǎнмалǎх та пур çав

Ҫĕпрел районĕнчи Ҫĕнĕ Йĕлмел ялĕн Культура ҫуртӗнче йĕркеленнĕ “Калинушка” вокал ушкǎнĕн чапĕ республикǎра кǎна мар, унǎн тулашĕнче те анлǎ сарǎлнǎ.  Вĕсен юрри-ташши куракансен кǎмǎл-туйǎмне çĕклет, чун-чĕрене савǎнǎç парнелет. 

„Калинушка” ушкǎн 1986 çулта чǎмǎртаннǎ. Ăна клуб заведующийĕ Наталия Владимировна Макарова пуçарса янǎ. 

12 çынран тǎракан ушкǎн яланах пысǎк çитĕнӳсем кǎтартать. Юлашки вǎхǎтра вǎл  тĕнчери онлайн мелпе иртекен конкурс- фестивальсенче хутшǎнса, пĕрремĕш тата иккĕмĕш лауреатсен ячӗсене илет.

Иртнĕ çулхи раштав уйǎхĕн вĕçĕнче “Калинушка” ушкǎн Халǎх ятне те илме те тивĕçет.  

Саламлатпǎр! Малашне те ĕçре пысǎк çитĕнӳсем тума ырлǎх-сывлǎх, хавхалану, çǎлкуç пек тапса тǎракан юрату сунатпǎр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Комментарии

  • аватар Без имени

    0

    0

    Молодцы. Поздравляю, дальнейших успехов в творчестве.