ХУЛАÇЫРМИСЕНЧЕН ÇУРРИ ЫТЛАРАХĂШӖ ТАВРĂНМАН
«Енчен те вăрçăра пуç хунă кашни салтакшăн пӗр минут шăп тăма тивсен тӗнче аллă çула шăпланмалла»
Ҫакăн пек эпиграфпа пуçланать «Городище» кӗнеке. Аслă Çӗнтерӗвӗн 75 çулӗ тӗлне Шупашкарта пичетленсе тухнă кӗнекене Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене, ветерансене тата тыл ӗçченӗсене халалланă. Ултă пайран тăракан кӗнекене Анатолий Шихрановпа Иршад Гафаров хатӗрленӗ, кăларма пулăшаканӗ – Николай Угаслов. Виççӗшӗ те çӗпрелсем.
Кӗнеке хăтлавӗ августăн 31-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми ялӗнче иртрӗ. Унта авторсенчен Анатолий Шихрановпа Николай Угаслов, Çӗпрел муниципаллă район пуçлăхӗ Марат Гафаров, район пуçлăхӗн çумӗ Алексей Ярухин, Хулаçырми ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Сергей Салифанов тата ял-йыш хутшăнчӗ. Ял хутлăхӗн пуçлăхӗ авторсен ӗçне хакласа пурне те Хисеп хучӗпе наградăларӗ. Анатолий Шихранова вара Хулаçырмин хисеплӗ гражданинӗ ята панине пӗлтерчӗ.
– Кӗнекене хам хаклаймастăп, ку ӗçе вулакансем тăвӗç, – терӗ Анатолий Шихранов хăтлава уçса.
Автор чи малтан кӗнекен рецензине çыракансене, Раççей художество академийӗн академикне, искусствоведени докторне А.А.Трофимовпа истори наукисен докторне, ТР НА член-корреспондентне Ф.Ш.Хузин профессора аса илсе тав турӗ.
– Малтанласа кӗнекене «Книга памяти. Городище» ятпа кăларас шухăш пурччӗ. Анчах кайран «Городище» ятпах хăвартăмăр. Мӗншӗн тесен кӗнекере Хулаçырми историне те кăштах çырса кăтартнă, – калаçăва малалла тăсса пӗлтерчӗ Анатолий Шихранов. – Ку енӗпе пирӗн умӗн ӗçлекенсем те пулнă. Григорий Иванович Кузьмин Хулаçырми историне тӗпченӗ. Хăй вăхăтӗнче вăл сакăр класлă шкул директорӗ пулнă. Мӗнпе улшăнса тăрать-ха пирӗн тӗпчев? Маларах тухнă кӗнекесенче фактсене ăçтан илни, вӗсене çирӗплетни çук. Истори пулăмӗсене çиелтенрех тӗпченӗ. Эпир вара кашни пулăма архив докуменчӗсемпе çирӗплетрӗмӗр, ссылкăсем патăмăр. Кӗнекен хакӗ – унăн тӗрӗслӗхӗнче, – терӗ автор.
Кӗнекепе ӗçленӗ хушăра авторсем питӗ нумай архивпа çыхăну тытнă. Çавсен хушшинче РФ Оборона министерствин архивӗ, Тинӗс çар тӗп архивӗ, Тутарстан, Раççей регионӗсен архивӗсем тата ытти те. Кӗнекене сакăр çул çырнă. Çак хушăра ун пирки пӗтӗм Раççейӗпе кăна мар хăш-пӗр ют çӗршывсене те сас-хура саланнă. Хулаçырминчен тухса кайса тӗнчене саланнă çынсенчен хăйсен тăванӗсем çинчен сведенисем килме пуçланă, хăш-пӗри вăрçăра вилнӗ çывăх тăванне шыраса тупса кӗнекене кӗртме ыйтнă. Монографи тухсан вара авторсен ячӗпе тав çырăвӗсем Канадăран, Израильтен, Украинăран, Раççей хулисенчен килме пуçланă.
Малалла Анатолий Николаевич кӗнекен кашни пайӗ çинче уйрăммăн чарăнчӗ. Çапăçура пысăк паттăрлăх кăтартнă ентешсене халалланă пай çинчен тӗплӗнрех каласа пачӗ. Çавсен хушшинче гварди полковникӗ Владимир Архангельский, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ, паттăр разведчик Григорий Семенов, çапăçура паттăрлăх кăтартнăшăн вилнӗ хыççăн Хӗрлӗ Ялав орденне тивӗçнӗ Пантелей Нищетов, Совет Союзӗн Геройӗ ята илме тивӗçлӗ Николай Афакин, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин I, II степеньлӗ орденӗсен кавалерӗ, гварди лейтенанчӗ, автор ашшӗ Николай Шихранов, Хӗрлӗ Çăлтăр, Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçин I, II степеньлӗ орденӗсен кавалерӗ Николай Кузнецов тата ыттисем пулчӗç. Паллă ӗнтӗ, çак паттăрсенчен паян пӗри те чӗрӗ мар. Анатолий Шихранов палăртнă тăрăх, Хулаçырминчен вăрçа 667-ӗн тухса кайнă. Вӗсем пурте Аслă вăрçăн стратегине палăртакан чи пысăк (Мускаври, Ленинградри, Ржеври, Сталинградри, Курскри) çапăçăвӗсене Заполярьене хӳтӗленӗ çӗре, Берлиншăн пыракан кӗрешӗве, Маньчжури операцине, партизансен отрячӗсене хутшăннă. 220-шӗ орденсемпе медальсенчен чи хисеплисемпе наградăланнă. 34-шӗн офицер званийӗ, 136-шӗ ефрейтортан пуçласа старшина таран пулнă. Вăрçăран пурӗ те 296 фронтовик таврăннă. 372-шӗ ӗмӗрлӗхех çапăçу хирӗнче выртса юлнă.
Ик сехете яхăн тăсăлнă хăтлав пӗр самант пек иртсе кайрӗ. Юлашкинчен Анатолий Шихранов хăтлава йӗркелеме пулăшакансене, Хулаçырми вăтам шкулӗн директорне Надежда Мокшинăна, ял хутлăхӗн пуçлăхне Сергей Салифанова, кӗнекене кăларма пулăшнă Петр Кадукова тав турӗ. Мероприятие килнӗ кашни çын хăтлав вӗçленсен «Городище» кӗнекене илме тивӗçрӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев