Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хурлӑхлӑ хыпар

Уйăх каялла çеç ытти конгресс хастарĕсемпе пĕрле Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн аллинчен Чăваш автономийĕн 100 çулне халалланă юбилейлă медальне илме тивĕçлĕ пулнăччĕ вăл

 

Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ, патшалăх тата общество паллă деятелĕ, хастар та пултаруллă, хисеплĕрен те хисеплĕ аслă çыннăмăр Петр Васильевич Ивантаев авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлнă…
Петр Васильевич Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Сурăм ялĕнче 1941 çулхи раштав уйăхĕн 19 -мĕшĕнче çуралнă.
Ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн 1964 çулта Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Октябрь» колхозра агрономра ĕçленĕ. Çав çулах Совет çарне кайнă. Унтан таврăнсан ял хуçалăх управленийĕнче агрономра тăрăшнă, икĕ уйăхран ăна «Октябрь» колхоз председательне суйланă. 1973 çулта ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхне çирĕплетнĕ. Тепĕр 4 çултан КПСС Чăваш обкомĕн ял хуçалăх уйрăмĕн инструкторне, кайран «Чувашхмельпром» прозводство пĕрлешĕвĕн пуçлăхне суйланнă.
1981 çулхи раштав уйăхĕнче КПСС Хĕрлĕ Чутай райкомĕн пĕрремĕш секретарьне çирĕплетнĕ. 1984 çулта АПК ĕçченĕсен профсоюзĕн Чăваш обкомĕн председателĕнче ĕçлеме тытăннă. 1994-1998 çулсенче — ЧР профсоюз канашĕн председателĕ. 1998 çултанпа Республика Правительствин председателĕн пĕрремĕш çумĕ, 2000-2002 çулсенче — Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ — ЧР ял хуçалăхĕн министрĕ. Каярах — ЧР Президенчĕн советникĕ, «Шупашкар аш-какай кимбиначĕ» акционерсен уçă обществин генеральнăй директорĕ пулса тăрăшнă.
Петр Васильевич Ивантаев конгреса йĕркелесе янăранпах унăн ĕçне хасар хутшăнса йĕркелесе пычĕ. Яваплăха çирĕп туйса, халăх пуласлăхĕшĕн чĕререн çунса, вăйне шеллемесĕр тăрăшрĕ.
ЧНК вице-президенчĕ пулнă май  саккун тĕлĕшĕпе тумалли ĕçсене хăй çине илетчĕ. Конгрессра кăна мар, пĕтĕм чăваш халăхĕ юратса, сума сăватчĕ Петр Васильевича. Шел, йывăр чир ăна та шеллемерĕ…
Уйăх каялла çеç ытти конгресс хастарĕсемпе пĕрле Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн аллинчен Чăваш автономийĕн 100 çулне халалланă юбилейлă медальне илме тивĕçлĕ пулнăччĕ вăл. Ун чух савăнăçлă, питĕнче йăл кулăччĕ… Паян акă хурлăхлă, пуçа шăнăçайми хыпар… Петр Васильевич чир амакне çĕнтереймен, яланлăхах куçне хупнă…
Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов, президиум пайташĕсем, мĕн пур конгресс хастарĕ, регионсенчи чăваш наци автономийĕсем Петр Васильевич Ивантаев вилсе кайни пирки чун-чĕререн хурланнине пĕлтереççĕ.
Йывăр тăпру çăмăл пултăр, аслă юлташăмăр. Санăн ырă яту ĕмĕр-ĕмĕр чăваш халăхĕн асĕнче упранĕ.

Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов, президиум тата Ваттисен Канашĕ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев