Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусан Федераллă Университечӗн çӗнӗ ректор

Рустам Миннихановпа РФ наукăпа аслă вӗрентӳ министрӗ Валерий Фальков ХФУ йышне çӗнӗ ертӳçӗпе Ленар Сафинпа паллаштарнă. Вузăн кивӗ ректорӗ Ильшат Гафуров пирки пуçарнă уголовнăй ӗç вӗçленмен-ха, вăл Мускаври СИЗО-ра ларать. 

«Çӗршыв Правительствине республикăн ХФУ ректорӗн вырăнне йышăнма сӗннӗ кандидата ырланăшăн тав тăвас килет. Ленар Сафин пирӗн университет выпускникӗ. Вăл хăйӗн ӗç çулне юридици факультечӗн преподавателӗ пек пуçланă, юлашки çулсенче Тутарстанран Федераци Канашӗнче ӗçлерӗ. Вăл университетшăн стратегилле пӗлтерӗшлӗ проектсемпе пуçарусене хатӗрлессинче хастар хутшăнчӗ», - тесе палăртнă Рустам Минниханов.

«Кашни пысăк вуз ректорне суйланă чухне вăл унтан вӗренсе тухнă çын пултăр тесе тăрăнать. Ку енӗпе Ленар Сафин Хусан университечӗшӗн палланă çын. Вăл 1993 çулта вӗренсе тухнă, унтан кунтах вӗрентнӗ, кунти йăласене пӗлет тата ăнланать. Лару-тăрăва ăнланса ӗçе оперативлă хутшăнма унăн пӗлӗвӗ те ăсталăхӗ те çитет», - тенӗ Фальков.

«Университетăн класикăллă вӗрентӗвӗн никӗсӗнче кирлӗ специалистсене хатӗрлес курса малалла тăсма палăртатăп. Çав вăхăтрах преподавательсен вӗрентӳ, тӗпчев, наука çине хытăрах пусăм тума май памалла тесе шутлатăп. Вуз коллективӗшӗн яваплăха эпӗ туятăп, тӳрӗ кăмăлпа ӗçлеме сăмах паратăп», - тенӗ ХФУ çӗнӗ ректорӗ Ленар Сафин.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев