Хусан Федераллă Университетăн профессорӗ юр циклонӗ çывхарни çинчен пӗлтернӗ
Черетлӗ циклон Тутарстанăн шӗкӗр хули патне çывхарать, вăл ку эрне вӗçӗнче юр çутарӗ. Çакăн çинчен ХФУ профессорӗ Юрий Переведенцев хыпарланă
«Пирӗн пата черетлӗ циклон çывхарать, эрне вӗçне юр çума тытăнать. Пӗтӗм циклон Çурçӗр Атлантикăран килеççӗ. Пӗр циклон каять, тепри килет. Лару-тăру циклонсен активлăхӗпе тата армосфера фрончӗсемпе палăртăнать», - тенӗ вăл. Ӳ
ХФУ метеостанцийӗн заведующийӗн Сергей Дмитриевăн кăтартăвӗсемпе, ХФУн Хусанти метеолаптăкӗсенче юр сийӗн хулăнăшӗ 64 сантиметра çитнӗ. Ку кăтарту нормăран ирттерет. Нарăс уйăхӗнче хулара вăтамран 37 миллиметр юр çăвать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев