Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусан кунӗнче Хусанкая аса илмесӗр пулмасть

Пирӗн Шупашкарти хваттер Граждан урамӗнче вырнаçнă. Канмалли кунсенче эпир яла кайма тăрăшатпăр. Унтан таврăннă чухне чукун çул вокзалӗ патӗнчен 11-мӗш номерлӗ троллейбуса ларатпăр. Пыратпăр вара. Пысăк кантăкран пăхса пыма питӗ интереслӗ. Уйрăмах çуркунне, çăва кӗрес умӗн. Хулара улшăнусем хăвăрт пулса иртеççӗ. Акă, сăмахран, пӗринче Богдан Хмельницкий урамӗнчи кивӗ масар умӗнче çынсен пысăк ушкăнне асăрхарăмăр. 

– Паян Вера Кузьминана пытараççӗ, – пӗлтерчӗ пирӗн умри ларкăч çинче пыракан ватăрах хӗрарăм.

Эпир, хамăр шкулти этнографи музейӗн хастарӗсем, Людмила Аркадьевна Федотова вӗрентекен ертсе пынипе Богдан Хмельницкий урамӗнчи паллă çынсен пантеонне кайса курнăччӗ. Кунта Чăваш халăх писателӗсене, искусство ӗçченӗсене, пысăк çитӗнӳ тунă спортсменсене, патшалăх деятелӗсене,1941 – 1945 çулсенче Шупашкарти госпитальсенче пурнăçран уйрăлнă салтаксемпе офицерсене юлашки çула ăсатнă.  Сумлă, тирпейлӗ палăксем. Вӗсенчен питех те уйрăлса тăраканни – Чăваш халăх поэчӗн Петӗр Хусанкайăн палăкӗ. Скульптор унăн сăнарне илемлӗ, мăнаçлă касса кăларнă. Учитель пире Хусанкай çинчен, унăн çемйи – мăшăрӗ, СССР халăх артистки Вера Кузьмина, ывăлӗ, ученăй Атнер Хусанкай – çинчен асра юлмалла каласа кăтартнăччӗ. Халӗ, акă, Петӗр Хусанкайпа юнашар Вера Кузьминана пытараççӗ иккен.

«Суварта» Чăваш халăх поэтне Петӗр Хусанкая халалласа конкурс пуçланни пирки пире чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Людмила Аркадьевна каларӗ. Эпӗ хаçат ирттернӗ çакăн пек ăмăртăва пӗрре хутшăннăччӗ ӗнтӗ, çавăнпа хальхинче те учитель сӗнӗвӗпе хаваспах килӗшрӗм. Людмила Аркадьевна мана Шупашкарти Хусанкайпа çыхăннă вырăнсен схемине ӳкерсе пачӗ. Акă вăл: 

1. Хусанкайсем пурăннă çурт. 

2. Поэт ячӗллӗ урам тата Культура çурчӗ. 

3. ЧПУн сăвăç чӗри упранакан медицина институчӗн çурчӗ.  

4. Хусанкай вилтăпри çинчи палăк. 

5. Поэт 1938 çулта айăпсăр айăпланса ларнă çурт.  

6. К.В.Иванов ячӗллӗ литература музейӗнчи Петӗр Хусанкайăн ӗç пӳлӗмне кăтартакан кӗтес.  

Эпир – аттепе анне, эпӗ тата йăмăкăм Юля  – çак вырăнсене çитсе курасах терӗмӗр. Кашни тӗле фото ӳкерсе илсе ăнлантарусем çыртăмăр.  Ăнлантарусем çырма пире поэтăн асаилӗвӗсем, хаçатри материалсем, кӗнекесем тата интернет пулăшрӗç.

Петӗр Хусанкай Шупашкара пуçласа 1925 çулта Хусан хулинчен килнӗ.  Яланлăха мар, курмалла тенӗ пек. Кайран каллех Хусанта, Хӗвелтухăç халăхӗсен педагогика институтӗнче вӗреннӗ (1927 – 1930 çулсенче). Унтан Мускава куçнă, журналистикăра тăрăшнă. 1937 çул, пӗтӗм совет халăхне синкер илсе килнӗ пекех, чăваш поэтне те шар кăтартнă. Хусанкай 1938 çулхи январь уйăхӗнчен пуçласа 1939 çулхи август уйăхӗччен следстви изоляторӗнче терт курнă. «1938 çулхи кăрлачра суя айăплавпа – 58-мӗш статьяпа арестленӗ. 1939 çулхи çурла уйăхӗнче преступлени сӗмӗ çуккине шута илсе суд хăтарнă», – çапла çырнă поэт 1956 çулта анкетăра (сăмах май, Хусанкай çулталăк ытла асапланнă çурт Чăваш наци музейӗн харпăрлăхӗ шутланать, халӗ унта «Ехрем хуçа» рестораци вырнаçнă). Хăйӗн айăпсăрлăхне ӗнентерме пултарнах Петр Петрович, анчах Шупашкарта тăма текех хăват çитереймен – Ленинграда тухса кайнă – тӗттӗм, сивӗ, нӳрӗ камера-пӳлӗмре çулталăк ларни ахаль иртмен, поэт суккăрланма пуçланă. Эппин, сипленмелле. «…Поэтăмăр чылай нуша курнă, чирлесе ӳкнӗ. Çавăнпа ун куçӗ вăйсăрланса çитнӗ. Лайăх-ха, ырă чун-чӗреллӗ çынсем тăрăшнипе, унăн сывлăхне кăштах сиплеме май килнӗ. Поэт хавхаланнă. Çавăн хыççăн вăл А.А.Фадеев патне кайнă, çав паллă писатель Хусанкай куçне сиплес тӗлӗшпе Ленинградри специалистсем патне çыру çырнă. Петӗре кунта килме пулăшнă. Ленинград профессорӗсем Петр Петровичăн куçне аванах куракан турӗç…» (Мӗтри Ваçлейӗн асаилӗвӗ «Яланах пирӗнпе вăл». Çак кӗнекере: «Манăçми Хусанкай. Асаилӳсем»).

Тата Ленинградра унăн пӗрремӗш мăшăрӗпе Салампи хӗрӗ пурăннă вӗт.  

«… Ленинграда пырсан, Хусанкай хăш чухне:

– Ленин хули вăл – тахçантанпах манăн тăван хула та, – тетчӗ.

Чăнах та, кунта вăл час-часах пулатчӗ. Кунта килсе тăрас сăлтавӗсем ун чылаях пулнă. Вӗсенчен пӗри – унăн хӗрӗ Салампи. Вăл кунта çуралса ӳснӗ.  Халь те Ленинградрах пурăнать» (чăваш писателӗн Мӗтри Ваçлейӗн асаилӗвӗнчен). 

Салампие халалласа ак еплерех йӗркесем шăрçаланă Хусанкай: 

«Пӗчӗкçеççӗскерӗм!

Ма эс пысăк мар-ши?

Çырăттăн чиперрӗн

Кунсерен пӗр аршăн.

Салтака манмашкăн

Епле эс пултарăн?

Вăл сана ачашшăн

Асăнать мăнтарăн.

Ун лутра çӗрпӳрчӗ

Санпа çеç илемлӗ.

Кӳр чуппине, кӳрччӗ!..

Вилӗм тек килеймӗ...» (1942 ç.)

Хăрушă вăрçă пуçланнă çул Петӗр Хусанкай Хусанта «Хӗрлӗ ялав» хаçат редакцийӗнче корреспондентра ӗçленӗ. Кунтанах вăл 1942 çулхи апрель уйăхӗнче фронта каять, малтан ахаль салтак, сентябрьтен çар корреспонденчӗ пулать.

(Вӗçӗ. Пуçл. «Шăнкăрав» кăларăмăн 29.07.2022 тухнă номерӗнче).

 

«…Пӗтӗм Тăван çӗршыв кар тăрса хăйӗн аслă ирӗкӗпе аслă тивӗçне сыхланă 1941 – 1945 çулсенче эпӗ те салтак пултăм…», – çапла çырнă Петӗр Хусанкай кӗске автобиографийӗнче («Пин-пин чӗре». – 1977 ç.). 

1944 çул вăл Польшăра йывăр аманнă. Аслă лейтенант тумӗллӗ сăнӳкерчӗкре поэта тăван ялӗнче, туя çине таянса тăнине куратпăр. Ăна астăвакансен асаилӗвӗсенче вăл кăшт уксахласа утнине çырса кăтартнисем тӗл пулаççӗ. 

Ураран йывăр суранланнă чăваш офицерне Азербайджанри госпитале  ăсатнă. 1946 çулта вăл Мускаври сыватмăшра сипленет. Кунта поэта ГИТИСра артиста вӗренекен чăваш студенчӗсем шефа илнӗ. Вӗсен йышӗнче пулас СССР халăх артистки Вера Кузьминична Кузьмина та пулнă. «…Пурнăçра Хусанкайпа тӗл пулни, унпа пӗрле утни телейлӗ самант. Вăл маншăн çутă çăлтăр пек пулнă…» («Вера Кузьмина» кӗнекерен, 2003 ç.»). Малашне ӗнтӗ вӗсем уйрăлми çыхăнура, ăçта пулсан та пӗрле, юнашар. Вӗсен ывăл – Атнер – çуралать.  «Сăпка юрри», «Атнере» – поэт юратнă ывăлне халалланă сăвăсем. Хальхи вăхăтра Атнер Петрович Хусанкай паллă ученăй-чӗлхеçӗ, литература тӗпчевçи, профессор, общество ӗçӗсен хастарӗ – ашшӗн эткерлӗхне упрать, халăха кăтартать.

Петр Петрович Хусанкай 1960 – 1970 çулсенче Шупашкарти Ленин проспектӗнчи 38-мӗш çуртра çемйипе пурăннă. Çакна палăртса çурт çине Асăну хăми вырнаçтарнă. Эпир Хусанкайсен хваттерне кӗрсе курас тенӗччӗ, анчах поэтăн ывăлӗ А.П.Хусанкай çемйипе кунта пурăнмасть иккен, вӗсем урăх çурта куçнă. Палăртмалла: кунта поэтăн амăшӗ Варвара Борисовна Казанкова та çулталăка яхăн пурăннă, 1960 çулхи  августăн 9-мӗшӗнче вăл пурнăçран уйрăлнă.

Петӗр Хусанкай 1970 çулхи мартăн 4-мӗшӗнче вилнӗ. Ăна Богдан Хмельницкий урамӗнчи кивӗ масар умне паллă çынсен пантеонне пытарнă. Вилтăпри çине бюст-палăк лартнă. Çак палăка Ю.Ксенофонтов скульпторпа С.Ильин архитектор ăсталанă.

«Çын пекех тирпейлесессӗн,

Тен, мана та, сăвăçа, –

Чапшăн мар пулсан, 

                            хисепшӗн, –

Йыш хăвармӗ манăçа.

Тен, ăçтан пӗлме пултарăр? –

Ман ята та хуртарма

Кăмăл тăвӗ тӗп хуламăр

Пӗр-пӗр урлă урама».

Поэтăн «Аптраман тавраш» сăвăлла романӗнчи йӗркесем чăна килнӗ. Шупашкарта Çӗнӗ Кăнтăр районӗнчи çӗнӗ урамах, хăй каланă пекех,  Трактор тăвакансен проспектне урлăлатса тухакан вăрăм урама Хусанкай ятне панă. Унти илемлӗ çуртсенче тӗрлӗ предприятисемпе учрежденисенче ӗçлекен çамрăк çемьесем пурăннă, халӗ вӗсенче чи пирвай хваттерсем илнӗскерсем, хăйсем те аслă çулсенче ӗнтӗ.

Чăваш халăх поэчӗ Петӗр Хусанкай пурнăçӗн юлашки çулӗнче питӗ йывăр чирленӗ. Вăхăт-вăхăт вырăнпа выртмаллах аптăранă. Поэта пăхса-асăрхаса тăнă Петр Николаевич Осипов врач-терапевт (ăна эпир пирвайхи чăваш артисчӗ, паллă драматург-прозаик пулнипе те пӗлетпӗр) çапла çырни пур:

«…Мӗн ыратать тесе ыйтсан, хытăрах пуснă чух чӗре патне пырать ыратни терӗ Петӗр (эпӗ ăна Петӗр тесе чӗнеттӗм). Унăн рак шыççи пулнă иккен (вар-хырăм шыççи). Ун çинчен Хусанкайпа пӗрле килнӗ юлташсене çеç каларăм, Петӗре, вăхăта вăраха ямасăр, Мускаври клиникăна кайса выртма канаш патăм.  

Чӗре…

Камăн чӗри ыратмасть пулӗ хальхи канăçсăр саманара? Хуйхăрнă чухне те чӗре ыратать (хӗсет), ытлашши чун савăннă чухне те хăйӗн чӗрине туять çын. Çавăнпа та пулӗ хăш-пӗр çынсем чун хавалне чӗре туйăмӗпе çыхăнтараççӗ: чун-чӗререн ырă сунаççӗ е хурланаççӗ, чун-чӗре пусăрăнчӗ теççӗ, чӗре касать те, çунать те теççӗ.  Чӗре юрлама та пӗлет иккен, чулланма та пултарать. Хастар чӗреллӗ арçын е ырă кăмăллă хӗрарăм – кама савăнтармасть? Сивӗ чунлă çын е хытă чӗреллӗ этем камăн чунне кӳрентермест? Чӗрен ăшши те пур иккен. 

Поэт чӗри… Вилӗм сехечӗ çывхарнине туйса пулӗ, чипер ăс-тăнлă поэт – Петӗр Хусанкай – хăй чӗрине чăваш халăхне пиллесе хăварма шут тытнă, пурнăç юхăмӗнчен уйрăлсан та вăл чӗрен хăвачӗ яш-кӗрӗм чӗринче çунса пурăнтăр тенӗ пулӗ.

Тавах, сире, ăçта пулсан та,

Мӗн каласан та ман çирен,

Мана хаяр сунман 

                         тус-тантăш,

Ватти, яшши! Тавах сире».  (Петр Осипов «Поэт чӗри», асăннă кӗнеке, стр. 241).

Чăваш халăх поэчӗ Петӗр Хусанкай чăнах та хăйӗн чӗрине тăван халăхне пиллесе хăварнă:

«Кăкăрăмран ман чӗрене

                                   кăларăр,

Çуратнă халăха тавăрса

                  парăр», – тенӗ вăл.

Хальхи вăхăтра поэт чӗри И.Н.Ульянов ячӗллӗ университетăн медицина институтӗнче анатоми музейӗнче упранать. 

Петӗр Хусанкай – чăваш культуринче паллă йӗр хăварнă сăмах ăсти.  Унăн произведенийӗсем театр сцени çинче час-час янăраççӗ, кинофильмсенче сăвви-поэмисене усă кураççӗ, шкулта вӗренеççӗ. Поэт пултарулăхне сума суса Шупашкарти малтан пир-авăр тӗртекенсен пулнă Культура çуртне ун ятне панă. 

2006 çулхи июнӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарти Культура институчӗн скверӗнче Чăваш халăх поэтне Петӗр Хусанкая халалласа палăк уçнă.  Институт пирӗн çуртран аякрах мар вырнаçнă, çавăнпа çак илемлӗ палăк çывăхӗнчен эпир час-часах иртсе çӳретпӗр.

Шупашкарти литература музейӗ К.В.Иванов ячӗпе хисепленет. Петӗр Хусанкай вара Чăваш АССРӗн К.В.Иванов ячӗллӗ патшалăх премине чи пирвай тивӗçнӗ поэт.  Музейре ун ячӗпе питӗ илемлӗ, пуян содержаниллӗ ӗç пӳлӗмӗн интерьерне йӗркеленӗ. Кунта хамăр класпа килсе курнăччӗ. Шел, ӗç пӳлӗмӗн интерьерне сăн ӳкерме ирӗк памарӗç.

Шупашкарти Петӗр Хусанкайпа çыхăннă вырăнсене курса çӳресси çакăнпа вӗçленчӗ тесен те юрать. Анчах пăнчă лартма васкамалла-ши? Çук пуль… Эпӗ çырса кăтартни куç умне тӗл пулаканни кăна вӗт, курăнманни вара… Калăпăр, шкулсенче, культура çурчӗсенче, библиотекăсенче Чăваш халăх поэчӗн пултарулăхне халалланă кӗтессем сахал-и? Вӗсем çинчен пӗлсен лайăхчӗ. Эппин, калаçу вӗçленмест-ха. 

 

Оля Лаврентьева, 

Шупашкар хули, 

60-мӗш шкул.

(Вӗрентекенӗ – Людмила Аркадьевна Федотова, текст çырма тата фото ӳкерме пулăшаканӗ анне – Татьяна Васильевна Лаврентьева).

Сăнӳкерчӗксем авторăн тата архивран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев