Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ХУСАНКАЙ ТУСНЕ ХАЛАЛЛАСА СОНЕТ ТА ÇЫРНĂ

Ф.П.Павлов ячӗллӗ училищӗре Г.Хирбю композитора халалласа концерт иртрӗ

Нумаях пулмасть Шупашкарти Ф.П.Павлов ячӗллӗ музыка училищин Пысăк концерт залӗнче чăвашсен паллă композиторӗ Григорий Яковлевич Хирбю çуралнăранпа 110 çул çитнине халалласа музыка училищин студенчӗсемпе преподавателӗсем концерт лартрӗç. Мероприятие 4-мӗш курсра музыка теорийӗн уйрăмӗнче вӗренекен Ксения Митта тата Артем Рябчиков ертсе пычӗç. Сăмах май, Григорий Хирбю Петӗр Хусанкайпа туслă пулнă, ăна халалласа поэт сонет çырнă.

Шупашкар уесӗн Чикмеçин ялӗн ачи Гриша Хирбиков çамрăк кӗтӳçӗ музыка енчен питӗ талантлă пулнине чи малтан Степан Максимов композитор асăрханă. Ăна вăл Шупашкарта музыка пӗлӗвне илме сӗннӗ.

Григорий Яковлевич Хирбю – чă­вашсен чи паллă композито­рӗсенчен пӗри. Чăваш халăх ывăлӗ Григорий Хирбю хăйӗн пултарулăхӗнче тăван тавралăха, чăваш уй-хирӗсен илемне, мăн асанне-асаттесен ăс-хакăл эткерне мухтанă.  Итлекенсем ăна тав туса хăй пурăннă чухнех «халăх юратнă композитор» тенӗ.

Сӗнтӗрвăрри районӗнче çуралса ӳснӗ Григорий Хирбиков музыка пӗлӗвне чи малтан Федор Павлов йӗркеленӗ шкулта илнӗ. Кайран С.Максимов çине тăнипе уçăлнă Чăвашсен музыка техникумӗн пӗрремӗш студенчӗсенчен пӗри пулса тăнă. Унта çамрăк музыкант композицисен малтанхи утăмӗсене хăнăхма тытăнать. Унта вăл сӗрме купăс (скрипка) калама вӗренет. Хор ертсе пыракан инструктор (Инструктор хора) специальноçе алла илет. Хор ертсе пырас ӗçе вăл ӗмӗрӗ тăршшӗпе юратса ӗçлет.

Григорий Яковлевич Ленинградри консерваторире вӗреннӗ чухнех хăйне пултаруллă наци композиторӗ пек кăтартнă. Çак вăхăтра унăн чăваш халăх сăмахлăхӗ майлă çырнисем авторитетлă профессорсене те пысăк хăпартланупа тӗлӗнтернӗ. Ленинградра пултаруллă чăваш каччи Петр Рязанов тата Хрис­тофор Кушнарев профессорсен класӗсенче вӗреннӗ.

1943 çулта Чăваш Ене таврăнсан Григорий Хирбю хастар ӗçлеме тытăнать. Çамрăк композитор хайлавӗсем çынсен чун-чӗрине тӳрех пырса тивеççӗ. Композиторăн çывăх тусӗ Петӗр Хусанкай поэт 1939 çулта хăйӗн юлташне сонет халаллать:

Çак пӗчӗк пӳлӗме аслӑлатать  мӑн шухӑш. 

Паха ӗмӗтпелен тухап  сан патӑнтан. 

Эс тупнӑ кӗвӗсем хастарлӑ та    салху кӑшт, 

Тӳссе тӑвӑлнисен кӑмӑлӗпе   пӗр тан. ... 

Сăрнай сассипеле хум-шавлă Атăл хутăш

Йӗрсе те тарăхса пăлханнă авалтан.

Юрра саван çӗре çăвар уçма   паман!

Çавна халь ылханса çунать ман  тепӗр хут ăш.

Ялан илем ăсти!   Мӗскер сунам сана?

Хаяр кӗрешӗве çӗкленчӗ  самана,  – 

Юратнă халăхна ăмăрт çунат хушсамччӗ.

Шанатăп хамăрти сӳнми  чун хавалне.

Пӗлетӗп: çут тӗнчен  йӗркесӗр вăй-халне

Гармони тумалла чăн ирӗк    ӗç хăварчӗ.

П.Хусанкай. 1939 ç.

Концертра Г.Хирбю çырнă кӗвӗпе нумай юрă-романс янăрарӗ. Григорий Хирбю пултарулăхӗнчи чи чаплă произведени вăл – «Нарспи» опера, вăл чанах та чăваш музыкинчи классика шедеврӗ. Чăваш патшалăх оперăпа балет театрӗ хăйӗн сцени çинче çак легендарлă спектакле 55 çул ăнăçлă кăтартать. Композиторсем К.Ивановăн поэминчи Нарспи сăнарӗ патне пӗрре мар таврăннă, анчах та шăп Григорий Хирбю оперинче Константин Иванов поэмине музыка енчен  чи лайăх ӳкерсе кăтартнă. Борис Марков режиссер спектаклӗ хăйӗн анлăлăхӗпе тата шухăш тарăнлăхӗпе тӗлӗнтерет. Композитор опера тытăмне чăваш фольклорне вырăнлă кӗртни чăваш халăхӗн авалхи йăли-йӗркине, культурине мала кăларса тăратать. Концертра архивра упранса юлнă çак «Нарс­пи» оперăн видео сыпăкне (видеофрагмент) те кăтартрӗç. 

Григорий Хирбю çырнă массăлла тата лирикăллă юрăсем тахçанах халăха куçнă. Унăн юррисем хулари тата ялти урамсенче, заводсемпе фабрикăсен цехӗсенче янăранă, эстрада концерчӗсенче вӗсене Чăваш Енӗн ертсе пыракан вокалисчӗсем юрланă. Нумай поэтсен сăввисем композиторăн хавхалануллă юррисем валли никӗс пулса тăнă: Çеçпӗл Мишши, Петӗр Хусанкай, Юрий Сементер, Валентин Урташ, Александр Артемьев, Георгий Ефимов тата ыттисем те. Хирбю юррисем аслă ăру çыннисен чӗринче халӗ те упранаççӗ, халăх юрри пек туйăнаççӗ.  

Елена ФЕДОТОВА, 

филологи ăслăлăхӗсен кандидачӗ,

Шупашкарти Ф.П.Павлов ячӗллӗ музыка училищин преподавателӗ.

Сăнӳкерчӗк nbchr.ru сайтран. 

Г. Хирбю, Л. Агаков тата П. Хусанкай. 1939 çул.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев