ХУСАНКАЙЧЧЕН КУН ПЕК СĂНАР КАЛĂПЛАКАН ПУЛМАН
Петӗр Хусанкай иртнӗ ӗмӗрӗн 20-30-мӗш çулӗсен чиккинче «Юлашки пăлхар» поэма çырнă. Ку поэма ниçта та пичетленмен, алçыру хальлӗн упраннă.
2002 çулта кăна поэмăсен пуххинче («Поэмăсем») пичетленсе тухнă. Лиро-эпикăлла поэмăн тӗп пайӗ – романтикăлла герой чунне уçса пани. Автор чăваш шăпи çинчен ыйту хускатать. Сюжечӗ хăйне майлă. Чӗмпӗр хулинчи (халӗ Ульяновск) Гончаров урамӗнчи хăна çуртӗнче пӗр старик наркăмăш ӗçсе вилме хатӗрленет. Мӗншӗн ку тӗнчерен уйрăлас шухăшлине ăнлантарса хăй çырнă «Кӗмӗл Пăлхари» кӗнеки ăшне çыру çырса хăварать.
Çыру тексчӗ – поэмăн тӗп пайӗ – романтикăлла герой хăй чунне уçса каланă сăмахӗ (исповедь) пулать: лирика геройӗ çак пайра пӗтӗм шухăш-кăмăлне, эмоцине, чун-чӗре ыратăвне уçса парать. Ун хыççăн автор мӗн пулни-иртнине пӗтӗмлетет. Автор пӗтӗмлетӗвӗ, вулакана шухăшламалăх сăмах хушса, хайлава вӗçлет.
Поэма ятне автор хăй палăртман. В.С.Чекушкин ăна тӗп шухăшне кура ят панă. Хăçан çырнине те автор кăтартман, анчах В.С.Чекушкин 1989 çулта пичетленнӗ «Юлашки пăлхар» поэма» тӗпчевӗнче ун пирки ак çапла палăртать: «… Поэмăна 1930 çулхи апрельпе 1933 çулхи май уйăхӗнче çырнă тесе калама пулать. Малтанхи датăна эпир В.Маяковский вилӗмӗпе палăртрăмăр. «Пурне те» темеп сăвăç пек. В.Маяковский перӗнес умӗн çырса хăварни «Всем» сăмахпа пуçланать. П.Хусанкай çак йӗркепе пуçланакан строфа тӗлне хăй аллипе «М. пек» тесе палăртнă. Поэмăна 1933 çулчченхи графикăпа усă курса çырнă. Эппин, ăна çӗнӗ графика кӗртичченех çырнă».
Петӗр Хусанкай «Юлашки пăлхар» поэминче чăвашлăх темине хускатать. Лирика геройӗ чăваш шăпине малашлăхра чăвашлăха кăтартакан паллăсене курмасть. Акă унăн сăмахӗсем:
Çук! Кам чăваш чунне чухлать,
Кам ăнланать ăна, кам унăн
Йăлисене çултан-çула
Сăнаса пынă, кам ăс-халӗ
Ӗмӗр çиттисене сирсе
Тӗпченӗ яланах – çав калӗ:
Чăвашшăн мар ку манирсем.
Епле сана эп кӗрекесӗр,
Сăрасăр курăп, халăхăм?
Епле хăна-вӗрле килсессӗн
Кăлармăн эсӗ сар кăкшăм?
Епле халал çăкăр-тăварӗ
Ан пултăр санăн кăмăллă?
Епле ху кил-йышна хăварăн
......................................................
Епле туй-шыльăксăр, сурпансăр,
Пӗркенчӗксӗр эс юлăн-ши?
Хӗрсем çинче тухья курмасăр
Эс манăн мар, эс ют çӗршыв.
Чăвашсен йăли-йӗрки, тумӗ çинчи тӗрӗсем тӗнче тытăмне чăваш мӗнле ăнланнине, мифологине, тавра курăмне кăтартаççӗ. Çавăнпа та Анат Энтри тухья-сурпансăр, туй-шыльăксăр хăй халăхне, хăй çӗршывне йышăнасшăн мар. Вăл тăван халăхӗшӗн пăшăрханать, чӗри хыпса çунать. Вăл тăван халăхне хăй тӗллӗн ӳссе аталаннине курасшăн, «васкаварлă» тепӗр май çаврăнусем пирӗн геройшăн ют. Чунри çак хирӗçтăру героя синкерлӗ вилӗм патне илсе çитерет. Хайлавăн тӗп теми – лирика геройӗ Кӗмӗл Пăлхарие аса илсе тунсăхлани:
…Чăвашлăх!
Ӗмӗтӗмри Кӗмӗл Пăлхари!
Сан чаплăхна куллен, йăвашшăн
Вилӗмсӗрлен пӗр эпӗ мар-и?
Çапла вара, Петӗр Хусанкай «Юлашки пăлхар» поэмăра Анат Энтри сăнарӗ урлă пире наци трагедине, шăпине кăтартать.
Чăваш лиро-эпикин историйӗнче трагедилле сăнарсем çук мар. Акă, тӗслӗхрен, Варуççи, Нарспи. Анчах вӗсен пурнăçран уйрăлас сăлтавӗ урăх: пуян ашшӗ-амăшӗ хӗрне юратнă каччине – чухăн çын ывăлне – качча памасть, çавăншăн вилеççӗ. Анат Энтри хăй çăлтăрӗшӗн тӳсет. Вăл хăй ятне хӳтӗлет. Улшăну тапхăрне йышăнмасăр хăйӗн малтанхи тӗнче курăмнех упраса хăварса вăл наркăмăш ӗçсе вилет. Иртнишӗн ăнтăлса вăл чунне парать. Энтри сăнарӗ питӗ анлă пӗлтерӗшлӗ: пăлхар кăна мар – юлашки пăлхар, Анат Энтри, приват-доцент, «Кӗмӗл Пăлхари» кӗнеке авторӗ, чăваш интеллигенцийӗн пӗрремӗш сыпăкӗ тата унăн трагедийӗ те ытти çынсенни пек кăна мар – революци хыççăнхи чăвашлăхра ытлашши çын пулса тăрать хăйӗн пурнăçӗ вӗçӗнче. Вăл лайăх пурăнса ирттернӗ ӗмӗрне лайăх вилӗмпе вӗçлеймест. Пессимистла шухăшсем канăçсăрлантараççӗ ăна. Хăй ӗçӗн малашлăхне вăл курмасть. Пӗччен. Чăваш националисчӗ хăй нацийӗн малашлăхне курманнипе çут тӗнчепе сывпуллашать. Лирикăлла герой наци проблемине çӗклет.
«Юлашки пăлхарти» лирика геройӗнче ăс-тăн кӗрешӗвӗ, чун пăлханни хуçаланать. Пурнăç тытăмне, йӗркине пӗтӗмлетсе, ăспа шухăшласа, хăй ытлашшине пӗлсе, тăван халăхшăн канăçсăрланса хăйне хăй пӗтерет.
В.С.Чекушкин шухăшӗпе, П.Хусанкай хăйӗн поэмине истори урапи айне пулнă трагедилле сăнара ӳкерес кăмăлпа çырнă. Петӗр Хусанкайччен кун пек сăнар калăплакан пулман. «Юлашки пăлхар» поэмăпа вăл чăваш лиро-эпикине пысăк çӗнӗлӗх кӗртнӗ, ăна малалла аталантарнă. (Елена ФЕДОТОВА,
филологи ăслăлăхӗсен кандидачӗ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхӗсен институчӗ. Шупашкар хули).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев