Хусансем Шупашкарта Юхма Мишши институтне уҫтарасшӑн
Тутарстанри ЧНКА ҫумӗнчи Чӑваш ҫыравҫисен союзӗн председателӗ Николай Сорокин иртнӗ шӑматкун революцилле шухӑш каларӗ. Вӑл Шупашкарта Юхма Мишши институтне уҫма ҫӗнчӗ. Халӑх ҫыравҫин ячӗпе хисепленекенни мар, унӑн пултарулӑхне тӗпчекен, хаклакан, аталантаракарнн институт
"Юхма Мишши – чӑваш литературин чи ҫӳллӗ тӑвӗ, палӑкӗ, капмар ҫурчӗ. Эсир чӑваш наци мулӗ, пурлӑхӗ, ылтӑн-кӗмӗлӗ. Пирӗн чӑваш халӑхӗн тӗллевӗ ҫала пулмалла. Ҫав пурлӑха асӑрханса ӗмӗрлӗхе сыхласа хӑварас тесен, пӗрчӗн-пӗрчӗн пуҫтармалла та, наукӑлла хак парса, ҫав хаклӑ ҫитӗнӗве, урӑхла каласан, чӑваш наци историне, пӗлӗвне пӗтӗм Раҫҫейӗпе сармалла, ют ҫӗршывсене те салатмалла. Ку енӗпе пӗрремӗш утӑма тунӑ ӗнтӗ, Аксу районӗнчи Саврӑшпуҫ ял библиотекинче Юхма Мишшин литература уйрӑмне уҫнӑ. Александр Семёнов тӑрӑшнипе кунта Михаил Николаевичӑн 800 кӗнекине вырнаҫтарнӑ. Вулакансем пурте тав тӑваҫҫӗ. Ҫав пысӑк шухӑшсене ҫутӑ тӗллевпе малалла пурнӑҫламашкӑн, Юхма Мишши институтне уҫмалла. "Имени Юхма Мишши" мар, паллӑ писателӗн, класикӑн, академикӑн наукӑпа тӗпчев институтне - хӑйӗн ученыйӗсемпе, уйрӑм бюджечӗпе – ҫуратса ӗҫне хута ямалла.
Кӑна Шупашкарта тумалла. Хусанта вара, Тутар наука академийӗнче, аслӑ чӑваш генийӗн пултарулӑхне, чӑваш литературине тӗпчекен секци е уйрӑм уҫмалла. Ӑна ертсе пыма эпӗ Александр Семёнова сӗнетӗп", – терӗ" Сувар" хаҫата никӗслекенсенчен пӗри.
Ҫакна туни чӑн та, чӑваш литературин шайне ҫӗнӗ картлашкана ҫӗкленме май парӗ.
Николай Сорокин Юхма Мишшипе 1993 ҫултанпа туслӑ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев