Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта инвалидсене спорткомплекссем кӗтеççӗ

Хусан мэрийӗн Физкультурăпа спорт комитечӗ «Спорт – единое пространство» проектпа хулари тӗрлӗ ӳсӗм çулӗнчи инвалидсем валли физкультурăпа спорт занятийӗсене йӗркеленӗ, çак тӗллевпе 30 ытла тренер Атăлçи патшалăх физкультура, спорт тата  туризм университетӗнче ятарлă хушма пӗлӳ илнӗ.

Европа çӗршывӗсенчи хула урамӗсенче сывлăх енчен çирӗп мар  çынсене нумай курма пулать-мӗн. Инвалидсем унта нумайрах тенине пӗлтермест ку. Вӗсем валли пурăнмалли тавралăха меллӗрех тунипе çыхăннă. Шел, пирӗн çӗршывра кун пек çынсем халӗ те кирлӗ маррисен йышӗнче, нумай çӗрте килӗнчен те тухаймаççӗ. Телее, юлашки вăхăтра ку ыйтăва тимлӗхе илчӗç. ТР Президенчӗ Р.Минниханов та акă  сывлăх енчен çирӗп мар ачасене аталанма майсем туса парасси çине пусăм тунă май, инвалид-ачасен тата вӗсене пăхакан амăшӗсен ăсӗ, вăй-халӗ обществăшăн кирлӗ пулма пултарни пирки каланă.
Сывлăх енчен çирӗпех мар ачасем валли аталанма майсем туса пани чăнах та сисӗнет. Реабилитаци центрӗсем, ача сачӗсенче ятарлă ушкăнсем, шкулсенче ресурслă классем ӗçлеççӗ пулсан, 18 çултан аслăраххисем валли вара нимӗн те çук. Нумай чухне спортпа физкультура пӗртен-пӗр çăлăнăç унки вӗсемшӗн. Çакна шута илсе «Доступная среда» программăпа 2011 – 2019 çулсенче Хусанти 37 спорт объектӗнчен 10-шне («Акчарлак», «Ватан», «Триумф», «Ракета» бассейнсем, «Спектр», «Ак Буре», Бокспа сӗтелçи теннис центрӗ универсаллă спорт комплексӗсем) ятарлă пандуссем, лифтсем, бассейнсенчен хăпармаллисем, Брайль шрифчӗллӗ табличкăсем вырнаçтарнă, сарлака алăксем лартса мӗнпур категорири инвалида кӗме-тухма меллӗ тунă.
Хусан мэрийӗн Физкультурăпа спорт комитечӗн председателӗ Альберт Салихов «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире каланă тăрăх, сывлăх енчен çирӗп маррисем валли ятарлă майсем тунă 15 спорт объектӗнче август уйăхӗнчен пуçласа паянхи кунччен тӗрлӗ çулти пурӗ 1400 инвалид пулнă. Хулари спорткомплекссен çак шута 2-3 хут ӳстерме те май пур-мӗн, анчах асăннă категорири граждансенчен кăмăл тăвакансем питех çук. Спикерсем кăна Хусанта физкультурăпа, спортпа тӳлевсӗрех аппаланма майсем пурри çинчен инвалид ачаллă çемьесем пӗлменнипе çыхăнтарчӗç. Шăпах çак тӗллевпе вӗсем валли ятарласа мэрин Физкультурăпа спорт комитечӗ «Доступная Казань» чат-бот, 8 (843)292-61-29 телефонпа хӗрӳ лини йӗркеленӗ. Иккӗмӗшӗ ӗç кунӗсенче 09:00 пуçласа 18:00 сехетчен ӗçлет. Асăннă категорири тӗрлӗ ӳсӗмри граждансем (I, II ушкăн инваличӗсем, инвалид ачасем, вӗсене пăхакансем, ашшӗ-амăшӗ те инвалидсен ачисем) шăнкăравласа консультацие çырăнма, занятисен расписанийӗпе комитетăн сайтӗнче, «Доступная Казань» чат-ботра пӗлме пултараççӗ.
«Йăлтах ачасем валли» ыркăмăллăх фончӗн учредителӗ, Хусан Думин депутачӗ Далия Гайнанова пӗлтернӗ тăрăх, çакăн пек ырă пуçару хăй тӗллӗн çуралман, июнь уйăхӗнче хула мэрӗнпе инвалид ачасен ашшӗ-амăшӗсен тӗлпулăвӗнче ыйту çӗкленӗ. Ашшӗ-амăшӗсем хула пуçлăхӗнчен хушма пӗлӳ шайӗнче е шкул хыççăн ачисене иппотерапипе, бассейнсенче ишме майсем туса пама ыйтнă.
Спорт объекчӗсене сывлăх енчен çирӗпех маррисем валли меллӗ тума  тăрăшсан та çитменлӗхсем пур-ха, калăпăр, ятарлă тӗрӗслев вăхăтӗнче çӳлерех асăннă спорт объекчӗсенчех ДЦПпа чирлӗ, выртса кăна тăракан ачасене хывăнтарса тăхăнтарма ятарлă вырăнсем туманни палăрнă. Çапах та Далия Гайнанова каланă тăрăх, ӗç пуçланчӗ, инвалид ача ӳстерекен çемьесен йывăрлăхӗсем пирки уççăн калаçни, çӳлтисем илтме тытăнни шанăç çуратать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество