Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта пурăнакан кашни иккӗмӗш çын эрнере тăватă кун кăна ӗçлеме ӗмӗтленет

Экономика тӗлӗшӗнчен активлă Хусан çыннисем хальхи зарплатăпа эрнере 10-шар ӗç сехечӗллӗ тăватă кун кăна ӗçлес килни çинчен пӗлтернӗ. Çакăн çинчен SuperJob хыпарлать.

«Ыйтăма хутшăннисенчен 57% эрере тăватă кун вуншар сехет ӗçлесшӗн. Вӗсем çакна меллӗ тесе шутлаççӗ, мӗншӗн тесен пушă вăхăта активлă канăва халаллама пулать тата çулçӳревсене. Унсăр пуçне виççӗмӗш канмалли кунра мӗнле те пулин хушма ӗç тупма пулать. 4 кунлă 40 сехетлӗ ӗç эрнине 34 çултан кӗçӗнреххисем тата 80 пин тенкӗрен ытларах ӗç укçи илекен çынсем ырлаççӗ», - ăнлантарнă SuperJob. Кашни тăваттăмӗш респондент çакнашкал графика ырламан. Çынсем палăртнă тăрăх, ун пек тусан «эрнери тăватă куна пурнăçран кăларса пăрахма пулать», «ӗç кунне ӳстермелле мар, кӗскетмелле». Ыйтса пӗлнӗ çынсенчен 17 проценчӗ ку ыйту çине хуравлайман. Ӗçлемеççӗ пулмалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев