Хӗвелтухӑҫ гороскопӗпе шурӑ йӗкехӳре ҫулӗнче
Йытӑ, автан, сысна, ҫӗлен...
хӗвелтухăç гороскопӗ
2020 – ШУРĂ МЕТАЛЛ ЙӖКЕХӲРЕ ÇУЛӖ
2020 çул – Шурă Металл Йӗкехӳре çулӗ. Йӗкехӳре туллин январӗн 25-мӗшӗнчен хуçаланма пуçлать. Вăл хӗвелтухăç гороскопӗнчи чи пӗрремӗш паллă, апла-тăк 12 çултан тăракан çӗнӗ тапхăр пуçланать.
Йӗкехӳре пурнăçа улшăнусем илсе килет. Иртни çинчен шутласа кулянса ларма хушмаççӗ çăлтăрсем. Çӗнӗлӗхсенчен хăраманнисене чăннипех ăнăçу кӗтет. Йӗкехӳре юхăма май ишекенсене мар, тăрăшса ӗçлекенсене юратать.
Мӗнле кӗтсе илмелле-ха Йӗкехӳре çулне вăл ăнăçлă пултăр тесен? Йӗкехӳресем ушкăнпа пурăнаççӗ, çавăнпа та Çӗнӗ çула çемьепе, тăвансемпе пӗрле кӗтсе илмелле. Пӳрт-çурта шурă тӗсе тӗпе хурса илемлетмелле, сӗтел çине шурă сӗтел çитти сармалла. Апат-çимӗç енчен тулăх пултăр кӗреке, Йӗкехӳре апата тиркемест, чи пӗлтерӗшли – тутлă пултăр. Тум йăлтăртатса тăракан шурă, сăрă, çутă хăмăр тӗслӗ пулсан аван.
ЙӖКЕХӲРЕ (1924, 1936, 1948, 1960, 1972, 1984, 1996, 2008)
Тавçăруллă, сисӗмлӗ Йӗкехӳре ку хутӗнче – çулталăк хуçи. Питӗ ăнăçлă, тупăшлă çул кӗтет сире. Мӗнле ӗçе пуçăнсан та ăнать. Кӗтмен хыпарсем, асра юлакан тӗлпулусем нумай пулӗç. Харпăр пурнăç лайăх енне улшăнӗ. Шăпах çак çул пурнăçри чи-чи пысăк ӗмӗт пурнăçланас шанăç пысăк. Анчах та пӗр вырăнта лармалла мар. Укçа-тенке шанăçсăр ӗç çине яма тăхтаса тăмалла. Кирлӗ-кирлӗ маршăн ахалех тарăхмалла мар. Пысăк витӗмлӗ çынсен сӗнӗвӗсене итлемелле, вӗсем сире экстренлă лару-тăруран еплерех тухмаллине калӗç çеç мар, укçан та пулăшӗç. Тӗплӗн шухăшламасăр пысăк япала туянмалла мар, малашне вăл кирлӗ мар пулса тухма пултарать. Çынпа хăвăрт пӗр чӗлхе тупма пӗлекен, лару-тăруран тӗрлӗ меслетсемпе тухма пӗлекен Йӗкехӳресем 2020 çулта командăпа ӗçлесен пысăк çитӗнӳсем тăваççӗ. Çемьеллисен хутшăнăвӗсем çирӗпленӗç, романтика таврăнӗ. Пӗчченнисен вара Турă çырнине тупма пӗтӗм шанăç пур, уйрăмах çулла тата кӗркунне. Кӗскен каласан, çулталăк ăнăçлă, финанс лару-тăрăвӗ аван, ыйтусем хăйсемпе хăйсем татăлаççӗ, савăнăç пысăккине кура сывлăх та çирӗп.
ВĂКĂР (1925, 1937, 1949, 1961, 1973, 1985, 1997, 2009)
Шанчăклă, вăйлă, тӳрӗ кăмăллă Вăкăршăн 2020 çул ăнăçлă, çапах та вӗренме, çанă тавăрса ӗçлеме пăрахмалла мар. Пурнăç тӗрлӗ тӗслӗ сăрăсемпе илемлентӗр тесен ун çине оптимист куçӗпе пăхмалла. Тӗрлӗ енлӗн аталанма тăрăшмалла. Ку сирӗншӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ çул: стабильлӗх, ăнăçлăх, телей, пуянлăх – акă мӗн кӗтет сире. Вăкăр киленӳпе пурлăх кӳрекен çӗнӗ ӗç тупма пултарать. Çӗнӗ паллашусемпе, ăнăçлă çыхăнусемпе усă курмалла, тахçанхи юлташсен пулăшăвне те хирӗçлемелле мар. Хăш-пӗрисене хăвăр унччен ӗçленӗ сферăна каялла таврăнма та тивӗ, анчах малтан тӗплӗн шухăшлăр. Ӗçлеме, çӗннине шухăшласа кăларма юратакан Вăкăршăн Йӗкехӳре çулӗ çав тери ăнăçлă. Пӗчченнисене интереслӗ тӗлпулу кӗтет. Мăшăрлисен пӗр-пӗрне итлеме, каçарма пӗлмелле. Çирӗп сывлăхлă пулас тесен апата пӗлсе çимелле, усал йăласенчен хăтăлма тăрăшмалла, спортпа туслашмалла.
ТИГР (1926, 1938, 1950, 1962, 1974, 1986, 1998, 2010)
Хăюллă, хăйне хытă шанакан, кутăн Тигрăн шухăшсене пӗр çӗре пуçтармалла та хăюллăнах малалла утмалла. Пӗтӗм ӗçе кăмăлтан тумалла: ӗç те, вӗренӳ те, укçа-тенкӗ те, çемье те савăнăç кӳтӗр. Кăмăла пăсакан вак-тӗвек çине тимлӗх уйăрса вăхăта та ирттермелле мар. Карьерăра ăнăçлă улшăнусем пулаççӗ. Хушма ӗç финанс лару-тăрăвне лайăхлатӗ. Наянланмасан çулталăк вӗçӗнче кӗтмен çӗртен пуйса каяс шанăç пысăк. 2020 çулта Тигра мероприятисем ирттерессинче, çынсемпе хутшăнассинче ăнăçу кӗтет. Сиксе тухакан ыйтусене вăрçăнмасăр, мирлӗ майпа çийӗнчех татса памалла. Харпăр пурнăçра та йăлтах лайăх, хӗрӳ юратăва пула хăш чух ӗç çинчен те манса кайни пулӗ. Çемьеллисен хăйсем çине ытларах шанмалла, кивçен илсен часах парса татаймăр. Чупни, велосипедпа ярăнни, фитнес сывлăхшăн усăллă.
КРОЛИК (КУШАК) (1927, 1939, 1951, 1963, 1975, 1987, 1999, 2011)
Лăпкă, ăста, правур, чăтăмлă, яваплă Кроликсене пысăк улшăнусем кӗтеççӗ: çӗнӗ туссем, çӗнӗ ӗç тупатăр. Нумайăшӗн çӗнӗ çурта пурăнма куçас шанăç пысăк. Унчченхи юлташăрсем çинчен те манмалла мар, вӗсен сӗнӗвӗсем шăп вырăнлă пулӗç. Вăй-хала, вăхăта пустуй тăкакламалла мар. Карьерăшăн уйрăмах пӗлтерӗшлӗ çул ку. Ӗçре хастар, пуçаруллă пулни пуçлăхсен кăмăлне кайӗ, сирӗн идейăсене хака хурӗç вӗсем. Ку çул коллективра, командăпа ӗçлемелле. Ӗçе тахçанах улăштарма ӗмӗтленекенсемшӗн халӗ çакна пурнăçлама аван тапхăр: çӗнӗ çӗрте хăвăртах хăнăхса çитӗр. Финанс лару-тăрăвӗ стабильлӗ, анчах та укçапа теветкелленмелле мар. Апата суйласа çимелле, унсăрăн вар-хырăм чирӗсем аптратма пултараççӗ. Юратупа çемьери хутшăнусенче килӗшӳ хуçаланӗ, пӗрле ытларах вăхăт ирттерме тăрăшмалла.
АÇТАХА (1928, 1940, 1952, 1964, 1976, 1988, 2000, 2012)
Хăюллă, çине тăракан, ăслă, нимрен хăраман Аçтаха 2020 çул пуçланнă тӗле ывăнса çитнӗ, кăшт канса илмелле. Сывлăш çавăрса ярсан вара тата пысăкрах тӗллеве пурнăçлама та хатӗр вăл. Çӗнӗ çулта хăвăр тӗрӗс пулнине пӗрре мар ӗнентерме тивӗ, ăнăçупа ăнăçсăрлăх пӗр-пӗрне ылмаштарсах пырӗç. Çапах та çакă сирӗн характера çирӗпрех çеç тăвать. Кулянма кирлӗ мар, çывăх çынсем сире пăрахмӗç. Профессире эсир хăш енӗпе вăйлă, çав тӗлӗшпе ӗçлемелле. Чи перспективлă проектсене пуçăнма хăрамалла мар, вӗçне çитермелле. Ӗç графикне тунă чух çывăх çынсемпе тӗл пулма, канма та вăхăт тупмалла. 2020 çулта Аçтахан укçа-тенкӗ енчен çитменлӗх пулмасть, апла пулин те хаклă япалана шухăшламасăр туянмалла мар. Çемьеллисен хутшăнăвӗсем çирӗпленеççӗ, çепӗçленеççӗ. Пӗчченнисем лайăх çынпа паллашӗç. Сывлăх тӗлӗшпе хăвăра аван туятăр, çапах та ирсерен чупни, шывра ишни пăсмӗ.
ÇӖЛЕН (1929, 1941, 1953, 1965, 1977, 1989, 2001, 2013)
Туйăмлă, çирӗп тӗллевлӗ, ăслă Çӗлене хӗвелтухăç гороскопӗ карьерăн чи çӳллӗ картлашки çине хăпармашкăн тăрăшса вӗренме тата ӗçлеме сӗнет. Çапла çеç вăл хăйне профессире те, харпăр пурнăçра та тупӗ. Хăш-пӗр йывăрлăхсене шута илмесен, çулталăк, тӗпрен илсен, ăнăçлă, перспективлă. Çӗнӗ проектсем, чикӗ леш енчи командировкăсем пулаççӗ. Тăрăшса, чуна парса ӗçлекен Çӗленсене пуçлăхсем премисӗр хăвармӗç. Финанс лару-тăрăвӗ лайăх, çапах та миллионер пуличчен инçе-ха. Çулталăк варринче хушма ӗç пирки сӗнӳсем пулма пултараççӗ. Çапах та пуçăниччен тӗплӗн шухăшламалла. Апата суйласа çимелле, çуран нумай утмалла. Тавлашусемпе хирӗçӳсене хутшăнса нервăна пăсмалла мар. Харпăр пурнăçра Çӗленӗн йăлт аван пулать, партнертан идеал тума çеç пăрахмалла. Чи кирли – вăл шанчăклă та каланипе хăвăрт килӗшекенни пултăр. Пӗтӗм пӗлтерӗшлӗ пулăмсем çулталăкăн иккӗмӗш çурринче пулса иртӗç.
ЛАША (1930, 1942, 1954, 1966, 1978, 1990, 2002, 2014)
Хастар, сăмаха кивçене кайман Лашана çӗнӗ çулта нумай ырри кӗтет. Ӗçре те, харпăр пурнăçра та ăнăçу пулать. Професси тӗлӗшпе сире пысăкрах должность сӗнме пултараççӗ, çакă карьера пусмипе çӳлелле хăпарма пулăшӗ. Тахçантанпа канăç паман проблемăсене тинех татса пама май килет. Яваплăхран хăрамалла мар, хăвăра лидер пек кăтартни ӗçтешӗрсен умӗнче авторитетăра çӗклӗ. Перспективлă командировкăра витӗмлӗ паллашу кӗтет. Лайăххи патне ăнтăлмалла, лайăх çынсемпе хутшăнмалла, кăçал тупăш кӳрекен ӗçсене планламалла. Укçа çинчен калаçмалла мар, ăна ӗçлесе илме тăрăшмалла. Бизнес уçас текенсемшӗн ăнăçлă вăхăт. Сывлăх аптратмасть, çапах та çулленхи медтӗрӗслев витӗр тухмаллах. Иммунитета çирӗплетмелле. Хăвăра хăвăр еплерех тыткаланине ют çын куçӗпе пăхса хаклăр, çынсемпе килӗштерес тесен вӗсене итлеме те пӗлмелле. Тивӗçлӗ наградăсем вăрах кӗттермӗç.
КАЧАКА (СУРĂХ) (1931, 1943, 1955, 1967, 1979, 1991, 2003, 2015)
Сăпайлă, тимлӗ, çӗннине хăвăрт ăса хывакан Качакан 2020 çулта, хăй тăрăшсан, йăлтах йӗркеллӗ пулать. Пысăкрах должность сӗнме пултараççӗ, пуçлăхсем шанаççӗ сире. Çӗнӗ çӗрте ӗç нумай пулать, çавăнпа та çывăх çынсемпе юлташсен пулăшăвӗ те кирлӗ пулӗ – вӗсенчен пӗрре мар сӗнӳ-канаш ыйтма тивӗ. Бюджета çирӗп контроле илмелле, нумай укçа-тенкӗ тăккаламалла мар. Укçана пухса пыма вӗренсен, шухăшламасăр хаклă япаласем туянмасан йăлтах аван пулать. Çуркуннепе кӗркунне тупăшлă контрактсем сӗнӗç, анчах вӗсем çине опытлă юристпа канашламасăр алă пусмалла мар. Вăхăтра кансан, тӗрӗс апат çисен, лайăххи çинчен шутласан сывлăх çирӗп пулӗ. Пӗчченнисен савни шырама инçе каймалла мар, вăл юнашарах. Çемьеллисен туйăмӗсем иртнӗ çултинчен тарăнрах пулӗç. Пуласлăх çине оптимистла пăхмалла.
УПĂТЕ (1932, 1944, 1956, 1968, 1980, 1992, 2004, 2016)
Çивӗч ăслă, тем те шухăшласа кăларма пӗлекен Упăтен çӗнӗ çулта çитӗнӳсем тăвас тесен ӗç çине яваплăрах пăхмалла. Философи çинчен калаçса ӗçсӗр аптраса ларсан телей тӳперен персе анмӗ. Карьера тăвас текенсен асăрхануллăрах пулмалла, конкурентсем çывăрмаççӗ. 2020 çул – вӗренме ăнăçлă çул, уйрăмах ют чӗлхесем çăмăллăн парăнаççӗ. Сывлăх аптратмасть, çапах та çурăм ыратнипе сунас вăхăтран вăхăта тарăхтаркалама пултараççӗ. Чи кирли – вăхăтра сипленмелле. 2020 çулта Упăтен Турă çырнине тӗл пулас шанăç пысăк. Çемьеллисен пӗрле театра, канма тăтăшрах çӳремелле. Тăвансене тимлӗхсӗр хăвармалла мар.
АВТАН (1933, 1945, 1957, 1969, 1981, 1993, 2005, 2017)
Уçă кăмăллă, хаваслă, илӗртӳллӗ Автан çулталăка çӗнӗ плансемпе, идейăсемпе пуçлать. Пысăк çитӗнӳсем, кăмăллă сюрпризсем, нумайлăха асра юлакан тӗлпулусем йышлă пулӗç ку çул. Ӗçӗ те çителӗклӗ пулать. Чи яваплă самантсенче «çемçелсе» кăна каймалла мар. Витӗмлӗхпе палăракан çынсем хыççăн каймалла мар, вӗсем сирӗнпе усă курса хăйсен ӗçӗсене тăвасшăн. Финанс лару-тăрăвӗ стабильлӗ, хăвăр хастартарах пулсан вăл тата та аванланӗ. Сывлăх тӗлӗшпе «сигналсем» пулсанах тухтăрсем патне каймалла, вăхăтра сипленмелле. Çемьеллисен пурнăçӗ хӗрӳ пулать, пӗчченнисен çуркунне е кӗр вӗçӗнче пӗр шухăшлă çынпа тӗл пулас шанăç пур.
ЙЫТĂ (1934, 1946, 1958, 1970, 1982, 1994, 2006, 2018)
Шанчăклă, тӳрӗ те ырă кăмăллă, тимлӗ Йытă нумай ӗçлеме палăртса хунă. Çулталăк хуçи çакна ырлать, çавăнпа та пулăшсах пырать. Ӗçре йӗркеллӗ. Кӗркунне пуçлăхпа пӗр-пӗрне ăнланса çитерейменрен сиксе тухнă хирӗçӳ хăйпе хăйех майлашăнӗ. Çӗнӗ идейăсене пурнăçа кӗртме, пуçланă проектсене вӗçлеме май килет. Вӗренни усăллă. Бизнесменсемшӗн ку çул уйрăмах ăнăçлă. Пӗччен мар, командăпа ӗçлемелле. Укçа-тенкӗ енчен хӗсӗк мар, çулла çемьепе, çуртпа çыхăннă тăкаксем пулаççӗ. Кӗркунне пысăк преми кӗтет. Профилактика тусан нимле чир-чӗр те çыпăçаймӗ. Çӗнӗ паллашу юратăва куçма пултарать. Çемьеллисен кил çинчен манмалла мар.
СЫСНА (1935, 1947, 1959, 1971, 1983, 1995, 2007, 2019)
Тăрăшуллă, япшар, лăпкă кăмăллă Сыснана лайăх вăхăт кӗтет – çӗнӗ çӗнтерӳсем, çитӗнӳсем, профессири ăнăçусем. Çынсемпе нумай калаçма тивӗ. Пуçаруллă пулма хăрамалла мар. Эсир тăвас ӗçе пурпӗр сирӗн пек тӗплӗ никам та тăваймасть. Кирлӗ-кирлӗ мар çине нумай укçа каять. Сывлăх çирӗп пултăр тесен ытларах çутçанталăк ытамӗнче канма тăрăшмалла. Уйрăмах нерв системине упрамалла, витаминсем ӗçмелле. «Сӳннӗ» юратăва чӗртме пӗтӗм май пур. Пӗчченнисем пӗр-пӗр çулçӳревре хăйсен шăпипе тӗл пулма пултараççӗ. Ку çул хобби сире чун киленӗçӗ кӳрет, таланта аталантарать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев