Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хӑйне хӑй ӗҫпе тивӗҫтерекен 76 ҫынна грант укҫи кӗтет

Грант илме ҫырса панӑ заявкӑсенчен ҫуррине яхӑн услугӑсем паракан тата техника сферисене пырса тивеҫҫӗ

 

Хусанти самозанятыйсене 7 млн тенкӗ ытла гранитсем параҫҫӗ. Ҫакӑн ҫинчен ӗҫлӗ тунтикунра хула Ӗҫтӑвкомӗнчи экономка аталанӑвӗн комитечӗн председателӗ Артур Валиахметов пӗлтернӗ.
"Грант тӗревӗн конкурсӗнчи икӗ тапхӑрӗнче парӑнакан укҫа калӑпӑшӗ 7,7 млн тенке ҫитнӗ", – тенӗ Валиахметов.
Конкурсра ҫӗнтернӗ 79 ҫын бюджета 3,2 млн тенкӗлӗх налог тӳленӗ. Коронавируспа кӗрешмелли федераллӑ мерӑсене пурнӑҫа кӗртсе 2019 ҫулта тӳленӗ налогсене самозанятыйсене тӑвӑрса панӑ.
"Хусанти самозанятыйсем экономикӑн тӗрлӗ отраслӗсенче тӑрӑшаҫҫӗ, Грант илме ҫырса панӑ заявкӑсенчен ҫуррине яхӑн услугӑсем паракан тата техника сферисене пырса тивеҫҫӗ",– тесе пӗлтернӗ спикер.
Паянхи куна конкурсӑн 2-мӗш тапхӑрӗнче (вӑл июнӗн 11-мӗшӗнчен пуҫласа июлӗн 10-мӗшӗччен иртнӗ) мала тухнӑ 33 ҫӗнтерекенпе килӗшӳсем тӑваҫҫӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев