Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кипеккассисен Учӳкне ирттерме тутарсем те ыйтаççӗ

Пӗррехинче мана та тутар предколхозӗ: «Атя, вăкăрне хамах паратăп, хăçан тăватăр?» – ыйтрӗ çумăр çук вăхăтра

Июнӗн 28-мӗшӗнче, вырсарникун, канмалли куна пăхмасăрах  Пăва районӗнчи Кипеккассине çул тытрăмăр. Унта Учӳк ирттереççӗ. Вырăнти Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçи Владимир Ильин ун пирки пире маларах пӗлтерсе хунăччӗ.
– Учӳка тумасăр пӗр çул та юлман. Кăçал массăлла мероприятисене йӗркелеме чарусем кӗртнӗ пулин те ирттермех шутларăмăр. Ку йăла ахаль кану праçникӗ мар, унăн пӗлтерӗшӗ  кунти халăхшăн пысăк, – терӗ Владимир Анатольевич Учӳка чӗнсе.
Кипеккассине çитнӗ чух кун каç енне сулăнма пуçланăччӗ. Ир пуçламаççӗ тет уява. Ялӗ пăхма хăтлă та тирпейлӗ, çурчӗсем тăн-тăн, кермен пеккисем те сахал мар. Ытти ялсем пӗтсе пынă чух Кипеккасси чечекленсе кăна пырать. Çуртсем умӗнче ешӗл курăк та чечек, газона тирпейлӗн çулсах тăраççӗ. Эпир пынă чух пӗр арçын урамсен хушшинчи тăкăрлăка çумкурăкран тасататчӗ. Çакăн пек ял пурришӗн савăнса пытăмăр. Унтан аслă урамран тухса ял хӗрринчи уçланка антăмăр.
Учӳк хапхи аякран илемлӗн курăнса ларать. Ăна ку тăрăхри скульптор, Рункăра пурăнакан Сандр Пикл ăсталанă. Учӳк лаптăкӗн  кăнтăр хӗвеланăçне хӳшӗ туса лартнă, çумӗнче çӗре алтса пысăк хуран çакса янă. Хӳшше хирӗç сцена вырнаçтарнă.
Каçхине ултă сехет тӗлнелле çын нумай марччӗ-ха.
– Ялти çыннăн килте ӗç нумай, туса пӗтермесӗр Учӳка анмаççӗ. Кашни çул çапла, – терӗ ялти сумлă çын Валерий Ярхунов. Хăй вăхăтӗнче вăл нумай çул колхоз председателӗнче тăрăшнă. Халăх кăмăлне лайăх туять.
 
Пăтти тутлă

Çак хушăра çакса янă хуранта чӳк пăтти пиçсе тăчӗ. Унăн тутлă шăрши таврана сарăлса сăмсана кăтăкларӗ. Кашни çул çак тивӗçе пӗр çынсемех пурнăçлаççӗ. Калама кăна вӗт пăтă пӗçер тесе. Пысăк хуранта кӗрпи-тăварне, шывне шайлаштармалла. Пăтă шӗвӗ те, ытла çăра та пулмалла мар.
– Вун тăватă витре шывпа пӗçертӗмӗр пăтта. Хуран пысăк. Кăçал хамăр ялсем кăна хутшăннипе сахалрах пӗçертӗмӗр. Капла çирӗм пилӗк витре те кӗрет хурана. Ытти çулсенче туллиех пӗçеретпӗр. Аллă килограмм кӗрпе яратпăр, çичӗ тӗрлине. Таврари ялсенчен пуçтарăнать халăх, – пăтă рецепчӗпе паллаштарать Мария Ярхунова. – Кӗрпине Владимир Анатольевич илсе парать, ун валли укçа пуçтармастпăр. Ялтан пухнă укçапа какай илетпӗр. Хăçан мӗнле пулать. Ытларах сурăх ашӗпе, пăру ашӗпе пӗçерни те пулнă. Кило ытла тăвар каять хурана.  
– Пăтă пӗçернӗ чух хăйӗн кӗлли пур-и?
– Кӗллине вуламалла та-ха, унччен ватăсем вулатчӗç. Хамăр та  пенсионерсем те, кӗллисене вара пӗлместпӗр. Ак, Владимир Анатольевич, Валерий Владимирович килеççӗ. Сурăх пуснă чух вӗсем кӗлӗ калаççӗ: çак праçнике халалласа тата ыттине асăнса.  Хуранне чӗртсе янă чух та хăй йăли пур. Артемий тете Семенов пур пирӗн, ялти шурсухал. Вăл кирлӗ сăмахне каласа хуран айне вут хурать. Эпир пӗçеретпӗр, – интереслӗ итлеме Мария аппана.  
Кипеккассисем сурăхне вучахран инçе мар йывăç айӗнче пусаççӗ. Тăватă çул ӗнтӗ Мария Ярхунова пăтăшăн яваплă. Ăна Артемий пиччен хӗрӗ Татьяна пулăшса пырать.
– Кашни çул пăтă çав тери тутлă пулать. Çынсем хушса пама ыйтсан савăнатпăр. Апла тутлă пӗçернӗ эпир. Кăçал та паха пиçрӗ, – тет Татьяна Попова пăтта чашăксене тултарнă май.
Çапла калаçса тăнă хушăра ял енчен юрласа анни илтӗнчӗ.
– Учӳкӗн тӗп çыннисем – кинемисем анаççӗ, – сассине пусарсарах  хушрӗ Анатолий Ильин. – Вăйă каласа анаççӗ вӗсем. Чăвашсен ертӳçи сумлă ватăсене хисеплени уççăн палăрчӗ çакăнта.
 
Йăла-йӗркен илемӗ мăнаккасенче

Нумай та вăхăт иртмерӗ, капăр тумланнă мăнаккасем Учӳк хапхинчен юрласа кӗчӗç. Унтан карталанса тăрса юрласа çаврăнма пуçларӗç. Вӗсем çумне çамрăксем те хутшăнчӗç. Ашкăнса чупакан ача-пăча та çăвар карса тимлерӗ асанне-кукамайсене. Вăт çапла, мӗн пӗчӗкрен вӗсем те халăх йăлине ăша хывса пыраççӗ. Апла авалхи йăла пирӗнпе вӗçленмӗ-ха, малаллах пурнăçланса пырӗ. Темиçе çаврăм юрланă хыççăн чипер мăнаккасем танлăн кăна саксем çине кайса ларчӗç.
Пӗрремӗш сăмах калаканӗ  Валерий Ярхунов пулчӗ.
– Хальхи чарусем Учӳка кăшт пӗчӗкрех ушкăнпа ирттерме хистерӗç. Ансамбльсемпе культура ӗçченӗсем хутшăнаймаççӗ. Вӗсем организаци çыннисем, ăнланмалла ӗнтӗ, юрамасть халӗ массăлла мероприятисем ирттерме. Çавăнпа паян кунта кăмăл тăвакансем килчӗç. Пирӗн хушăра пӗр чирлӗ çын та çуккине шанатăп. Çавăнпа ан хăрăр, йăлт йӗркеллӗ пулӗ, – терӗ Валерий Владимирович. Унтан вăл Учӳка кипеккассисем мӗн авалтан тытса пыни çинчен кӗскен каласа пачӗ.
– Çумăр пулман чух тутарсем те пиртен Учӳка хăçан тăвассине ыйтса пӗлетчӗç, – терӗ вăл.
– Çапла, пӗррехинче мана та тутар предколхозӗ: «Атя, вăкăрне хамах паратăп, хăçан тăватăр?» – ыйтрӗ çумăр çук вăхăтра, – аслă юлташӗпе килӗшсе каларӗ Владимир Ильин. – Хамăрăн йăла-йӗркесене пирӗн манмалла мар, вӗсене ăруран-ăрăва парса пымалла. Ку вăл пирӗн культура пуянлăхӗ, еткерӗ, – терӗ ЧНКЦ председателӗ.
Владимир Ильин пултаруллă та авторитетлă ертӳçӗ.  «Сувар» хаçатпа та вăл туслă. Çавăнпа эпир те парăмра юлмарăмăр. «Сувар» парнисемпе Кубокӗшӗн çулсерен иртекен футбол турнирне йӗркелеме, хаçата çырăнтарма пулăшнăшăн ăна «Татмедиа» информаци агентствин Тав хучӗпе наградăларăмăр. Пуçтарăннă халăха хаçатпа паллаштартăмăр. Чипер мăнаккасене календарь валеçрӗмӗр. Çакăн хыççăн вӗсем тепӗр хут юрласа кăмăла çӗклерӗç.
Кун тӗттӗмленсех пычӗ. Кипеккассисемпе уйрăлас килмесен те Хусана çула тухма вăхăт çитрӗ. Кăмăллăн ăсатрӗç вӗсем пире, чӳк пăттине те тутантăмăр, чейне те ӗçрӗмӗр. Çула тухрăмăр, кипеккассисем вара Учӳкран кайма шутламарӗç-ха. Пуçланă Учӳка тӗрӗс вӗçлемелле, пӗçернӗ пăтта та çисе ямалла. Машина хирти çулпа малтан мала чупнă май вăйă юррин тунсăхлă кӗвви те инçерен-инçе юлса пычӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев