Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

КИРЛӖ-И АЧАНА ЧĂВАШ ЧӖЛХИ?

Чӗлхене уçать, вăрçăра сывă хăварать, ватлăхра Альцгеймертан сыхлать...

 Эпир, чăвашсем, йышпа пурăнакан халăх. Çын сăмахӗ çав тери пӗлтерӗшлӗ пирӗншӗн. Çын хыççăн каясси те юнра. Акă темиçе çул каялла чăваш чӗлхи пӗтесси пирки сăмах тухнă-тухман ачасене ялсенче те пикенсех вырăсла калаçтарма тытăнтăмăр. «Ман кӗçӗнни вырăсла мӗнле лайăх калаçать, чăвашла пӗлмест...» – мухтанать ашшӗ-амăшӗ. Диван çинчи экспертсем хуть мӗн чухлӗ влаçа, правительствăна вăрçсан та, айăпӗ кунта хамăрта – пире никам та тăван чӗлхепе калаçма чармасть.

 Ачисене чăвашла вӗрентмен çамрăк аннесене, тен, айăпламалла та мар пуль. Чӗлхе кирлӗ марри пирки калакансем нумай, мӗншӗн кирлине ăнлантараканни вара – çук. «Чăвашлăх» сăмаха нумай илтетпӗр, анчах аннесемшӗн вăл абстрактлă ăнлав. Пӗлтерӗшне сайра кам ăнланать, апла-тăк хăлхана чикмеççӗ.  Чăнах та мӗн тума кирлӗ-ха ачана тăван чӗлхе? Çакна журналист пек мар, куллен ачасемпе ӗçлекен логопед-дефектолог пек логопеди енчен ăнлантарма тăрăшăп. 

 

Пăхмаççӗ, çавăнпа калаçаймасть…

 

Чӗлхи хăвăрт уçăлайман ачасен шучӗ çулран çул ӳсет. Сăлтавӗсем экологипе, гаджетсемпе кăна çыхăнман. Тӗп сăлтавсенчен пӗри – этем çутçанталăк процесне хутшăнни. Ӗлӗкхи пек естественный отбор (вăйли кăна пурăнни) çук халӗ. Ача çураласлăх чакнипе демографие сыхласа хăварас шутпа 500 грамм çуралнă ачаран та çын тума тăрăшатпăр. Медицина вăйлă пулсан та, пепкен органӗсене, уйрăмах пуç мимине, анне варӗнчи пекех аталантараймасть вăл. Мӗншӗн тесен ку – çутçанталăк саккунӗ. 

Тепӗр сăлтавӗ – йывăрлă каш­­ни аннех ачи сывă çуралтăр тесе тăрăшманни. Ача кӗтнӗ хушăрах эрех-сăра ӗçет, пирус туртать, чăтăмсăрри кăнтăра, ют çӗршывсене канма çӳрет, ют çӗрте пирте çук инфекцисем пуррине шута илмест. Çапла майпа никотинпа алкоголь, инфекци амăшне хăйне пит пысăках сиен кӳмесен те, варти пепкен аталанăвне чарма е самай хулленлетме пултарать. Çуралнă самантсенче сахал пепке сиенленет-и, пирвайхи уйăхсенче инфекци чирӗсемпе чирлет-и? ЭКО мелӗпе тӗвӗленнӗ ачасем те çак хăрушлăхрах. Акă мӗншӗн сывлăх енчен çирӗп мар е чӗлхи уçăлайман ачасен шучӗ çулсерен ӳсет.

 

Логопед мӗнне пӗлмен

 

«Эпир нимӗнле хатӗрлев ушкăнне çӳремесӗрех шкулта виçӗ уйăхра вулама-çырма вӗреннӗ. Ачасем селӗп те калаçман, халӗ мӗншӗн апла мар?» – тӗлӗнет ашшӗ-амăшӗ. Гаджетсем тухиччен пуç мимин калаçу пайне (речевые зоны) ӗлкӗрсе çитме ача вăйă урлă хăй витӗм панă. Ăнланмалларах каласан, урамра кунӗпе чупса, ăçта çитнӗ унта хăпарса е таканккапа ярăнса вестибулярлă аппарата ӗçлеттерсе янă. Коллективлă вăйăсем пысăк витӗм панă. Калăпăр, лапталла вылянă чух тимлӗхе, координацие, «клуххуй (пăсăлнă) телефон» вăйă­ра мӗн каланине илтсе астуса юлас тимлӗхе аталантарнă, тата ытти те.

 Апат пирки те çавнах каламалла, ирнӗ апат кăна çитерес йăла пулман. Ачана мӗн пӗчӗк­рен çăкăр хытти, кишӗр, панулми пек хытă апат кăшлаттарнă. Çапла чӗлхе, пит çăмарти, çăвар йӗри-таврашӗнчи мышцăсем пӗрмай ӗçленипе чӗлхе кашни сасă (саспалли мар) валли хăнăхса çитнӗ. Асра тытма: пуп­лев аппаратӗнче кашни сасăн хăйӗн вырăнӗ пур. Уçă сасăсем, хупă сасăсем темиçе ушкăн: тутапа калаканнисем (п, п‘, б, б‘, м, м‘), тутапа-шăлпа калаканнисем (в,в‘),чӗлхе тӳрчӗн малти пайӗпе калаканнисем (т, т‘, д, ­д‘, л, л‘, н, н‘ с, з, ш, ж, р, р‘, ч, ҭ); чӗлхе тӳрчӗн варри ӗçе хутшăннипе калаканнисем (й, ç, з‘); чӗлхе тӳрчӗн хыçалти пайӗ ӗçе хутшăннипе пулаканнисем (к, к‘ г, г‘, х, х‘). Онтогенеза кура кашни сасă ача 7 çул тултарнă тӗле хăй вырăнне лармалла.

 

Пысăк çемьен витӗмӗ 

Асатте-асаннесем (ашшӗ-амăшӗн ачипе ларма вăхăчӗ пулман) мӗн пӗчӗкрен ачана юрла-юрла утьăкка сиктернӗ, такмак­ласа чӗрçи çинче ташлаттарнă, калаçнă, выляттарнă. Пепке хăйпе калаçаканăн сассине итлесе хăй те сасă кăларать, каярах сăмахсем калама тытăнать. Пысăк çемьере тимлӗх нумай пулнипе чӗлхи хăвăрт уçăлнă ачан. Паянхи кун мӗнле курăну-ха? Вăтам çемьен йышӗ 4 çынран (ашшӗ-амăшӗ тата 2 ачи) кăна тăрать. Асатте-асаннесем çумра мар. Ачапа калаçакан сахал е вуçех çук. Çутçанталăк вара пушăлăха юратмасть, çавăнпа пепкен аллинче нумай чухне – телефон. Ӳт-пӳ ӳснӗ чух пӗр вырăнта, телефон çине сехечӗ-сехечӗпе пăхса хускалмасăр ларни унăн сыв­лăхӗ, организмӗ, çав вăхăтрах калаçу аталанăвӗ çине мӗнле витӗм панине ăнкарма йывăр мар. Гаджетсен усси çук тенине пӗлтермест ку, вăл та пулмалла, анчах чамаллă кăна.

 

Ачан чӗлхи пӳрни вӗçӗнче

 

Хăйăртан, тăмран «кукăль пӗçерсе», тумланнă чух тӳме тӳмелесе, пушмак кантрине (шнурока) çыхса вӗтӗ моторикăна ӗçлеттернӗ унччен. Кусем йăлтах пуç мимин калаçу пайне ӗçлеттерекен япаласем пулнă  – эпир кун çинчен шутламсăрах, куллен алла, пӳрнесене ӗçлеттернӗ. Халӗ тӳме вырăнне – вă­чăра, шнурок вырăнне – липучка.

Пӗчӗкрен ал-ури унчченхи чухлӗ хускалманнипе, çынсемпе сахал хутшăннипе ачан пуç мимин калаçу тата ытти пайӗсем ӗлӗкхи пек шкул çулӗ тӗлне ӗлкӗрсе çитеймеççӗ халӗ. Шăпах çак сăлтавсемпе çыхăннă та ача шкулта пур чухне те ӗлкӗрсе пырайманни, хăйне тытма пӗлменни тата яка калаçайманни.

 

Ача ывăнать

 

Аннесем пӗчӗк ачисене чă­вашла калаçтарманнин сăлтавӗсем тӗрлӗрен. Пӗрисем çын­ран юласшăн маррипе çап­ла хăтланаççӗ. Теприсен шу­чӗпе ачана темиçе чӗлхепе ка­лаçтарса муритлемелле мар – ывă­нать. 

Тӗрӗссипе, йӗркеллӗ аталанакан сывă ача 6 çула çитиччен темиçе чӗлхе вӗренсе 3-4-шӗпе çăмăллăнах калаçайнине ученăйсем тахçанах çирӗплетнӗ. Хамăр асатте-асаннесене илер-ха, вӗсем виçӗ чӗлхепе (чăвашла, вырăсла, тутарла) хутшăннă.  Мӗн пӗчӗкрен вӗреннӗ чӗлхе тирпейлӗн тата нумая ачан асне кӗрсе пырать. Пуç мими хăйӗн «графикӗпе» ӗлкӗрнипе çыхăннă çакă. Акă мӗншӗн аслисем ют чӗлхене ача чухнехи пекех хăвăрт вӗренеймеççӗ. Кунсăр пуçне мӗн пӗчӗк­рен темиçе чӗлхепе калаçни усăллă та. Пӗрремӗшӗнчен, иккӗ е ытларах чӗлхепе калаçакансен (билингва, полилингва) словарь запасӗ (сăмахсен шучӗ) пӗр чӗлхепе кăна калаçаканнисеннинчен (монолингва) тăван чӗлхепе те нумайрах. Иккӗмӗшӗнчен, асра пӗр чӗлхерен тепӗр чӗлхене вӗçӗмсӗр куçарнипе пуç мимийӗ хăвăртрах та лайăхрах ӗçлет. Аналитика тата логика шухăшлавӗсене аталантарать. Темиçе чӗлхе пӗлекен ача тӗрлӗ енлӗ шухăшлама вӗренсе çитет.

Вӗçӗмсӗр хусканура пулнипе, кашни кун ал ӗç тунипе тата темиçе чӗлхепе хутшăннипе чăваш ялӗсенче çынсем ӗлӗк ватлăхра деменци тата Альцгеймер чирӗсемпе аптраманпа пӗрех. Тухтăрсен шучӗпе, Альцгеймер чирӗнчен упранмалли чи лайăх профилактика шăпах иккӗ е ытларах чӗлхепе хутшăнни. Чăваш чӗлхине вӗрениччен акăлчан, нимӗç, китай чӗлхине вӗренччӗр тени те нумай чухне тӳрре тухмасть. Мӗншӗн тесен кирек мӗнле чӗлхе валли чи малтан практика, вырăссем калашле среда, кирлӗ. Ку е вăл чӗлхене вӗренес тесен унпа кунне пӗр хутчен те пулсан калаçмалла. Акăлчансен хушшинче çӳресе вӗсемпе хутшăнма май пулсан, урăх калаçу. Шкулта вӗреннипе кăна чӗлхене лайăх пӗлме çук. Чăваш калаçăвне вара ача килте куллен илтет, пирӗн унпа тăван чӗлхепе калаçмалла, хăйне калаçтармалла кăна.

 

Чăвашла калаç 

Историе пăхсан, Раççей ха­лă­хӗ вăрçăсăр сахал хăçан пу­рăннă. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи хыççăн пирӗн салтаксем Афган, Чечня вăрçисем витӗр тухрӗç, халӗ акă тата Украинăри ятарлă çар операцийӗ. Вăрçăра тăван чӗлхе кирлӗ мар тетӗр пулсан каллех йăнăшатăр.Çурçӗр Кавказри хирӗçтăрусен ветеранӗ Владимир Егорович Ярухин çапăçу хирӗнче раципе чăвашла калаçни хăйне нумай пулăшнине каласа пачӗ. Вăрттăн информацие чăвашла пӗлтернӗ иккен вăл. Владимир Егорович халӗ те Украи­нăри ятарлă çар операцие хутшăнакан салтаксем валли Ульяновск, Çӗпрел тата Чăваш Ен ветеранӗсемпе пӗрле гуманитари пулăшăвӗ пухса кашнинче хăй леçме каять.Чăваш салтакӗсене унта кашнинче хăйӗн опычӗпе паллаштарса ра­ципе чăвашла калаçма сӗнет. 

Контрактпа, мобилизаципе кай­нă чăваш ачисен тă­ва­нӗ­сем те тăван чӗлхен уссине туй­рӗç. Мӗншӗн тесен чăвашла калаçакан салтаксем, тăван чӗл­­хене пӗлмен чă­ваш­семпе тан­лаш­тарсан, çы­вăх çын­нисемпе çы­хăнăва тă­тăшрах тухаяççӗ. Мӗн­шӗн тесен ка­ла­çăвне тăшман ит­лесен те ăнланмасть.

Çапла вара тăван чӗлхе чă­ваш ачине чӗлхине уçать, шу­­хăшлавне аталантарать, вăр­çă­­ра сывă юлма, ватлăхра Альцгеймер чирӗнчен сыхланма пулăшнине куратпăр.  Çавах та пӗтӗмлетӗве, туссем (уйрăмах çамрăк аннесем) хăвăрăн тумалла: тăван чӗлхе ачăрсене кирлӗ-и е кирлӗ мар-и? Турă панă чӗлхерен уйрăлса тӗрӗсех тăватпăр-и?

Ирина КУЗЬМИНА.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев