Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

КИРЛӖ ВĂХĂТРА, КИРЛӖ ÇӖРТЕ

Кашни пулăмăн хăйӗн вăхăчӗ пулни юлашки вăхăтра ытларах та ытларах курăнать. Аксу районӗнчи çар ветеранӗсемпе (инваличӗсемпе) тӗрлӗ çарта хӗсметре тăнисем 2021 çулхи февраль пуçламăшӗнче «Служу Отечеству» Пӗтӗм Раççей обществăлла пӗрлешӗвӗн районти уйрăмне туса хуни те акă пӗр ахальтен мар-тăр, апла-тăк, чăнах та чăмăртанма вăхăт çитнӗ пирӗн.

 

 

Аксури «Служу Отечеству» çар ветеранӗсен пӗрлешӗвӗ Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан хамăр салтаксене гуманитари пулăшăвӗ леçет

Кашни пулăмăн хăйӗн вăхăчӗ пулни юлашки вăхăтра ытларах та ытларах курăнать. Аксу районӗнчи çар ветеранӗсемпе (инваличӗсемпе) тӗрлӗ çарта хӗсметре тăнисем 2021 çулхи февраль пуçламăшӗнче «Служу Отечеству» Пӗтӗм Раççей обществăлла пӗрлешӗвӗн районти уйрăмне туса хуни те акă пӗр ахальтен мар-тăр, апла-тăк, чăнах та чăмăртанма вăхăт çитнӗ пирӗн. 

Афган, Чечня вăрçисене хутшăннисене, Тинӗс çар флочӗн матросӗсене, пограничниксене, ракетчиксемпе артиллеристсене, десантниксене, Германире, Варшава договорне кӗнӗ ытти çӗршывсенчи совет çарӗн ушкăнӗсенче çарта тăнисене пӗрлештерекен ветерансен юхăмӗ паян районта курăмлă та кирлӗ ӗçсем тăвать: çамрăк ăрăва патриотизм воспитанийӗ парать, хирӗçтăрусенче пуç хунă ентешсене ӗмӗр асра хăварас енӗпе ӗçлет, тӗрлӗ мероприятие хутшăнать. Украинăри ятарлă çар операцийӗ пуçланнăранпах хамăр салтаксене чи кирлӗ хатӗрсем пухса леçет. Тепӗр темиçе кунран Нурлат ветеранӗсен пӗрлешӗвӗсемпе пӗрле пуçтарнă гуманитари пулăшăвне тиенӗ машина тăваттăмӗш хут Донбаса, Тутарстанран кайнă салтаксем патне, çула тухать. Организацин çак тата ытти ӗçӗпе пире унăн ертӳçи, Чăваш Енрусьел чăвашӗ Виталий Федорович Маркин паллаштарчӗ.

 

– Виталий Федорович, районти çар ветеранӗсен пӗрлешӗвне туса хурас шухăш мӗнле çуралчӗ?

– Çарта хӗсметре тăнисен ушкăнӗсем, çар тӗсне кура, малтанах 5-6 таранах пулнă пирӗн, кашнин хăйӗн ертӳçиччӗ, эпӗ, тӗслӗхрен, ракетчиксенччӗ. Ушкăнсем хăйӗн уявӗнче уйрăммăн пуçтарăнса пулла кайса ларни çителӗксӗр, тӗлпулусем сӳнмен çулăм умӗнче культурăллă иртмелле, обществăшăн усăллă пулмалла тесе шутларăмăр. Пӗр организацие пӗрлешсе пӗр планпа ӗçлеме йышăнтăмăр. Пӗрлешӗве ертсе пымашкăн малтан çар офицерне шырарăмăр. Анатолий Петрович Молоствов генерал пур-ха пирӗн, анчах вăл Тӗп çар округӗн инспекторӗ, ӗçӗ ахаль те нумай, пур çӗре те ӗлкӗреймест тата çулӗсем те сахал мар. Чăн та, ӗçе пуçарса яма нумай пулăшрӗ. Атьсем пӗрлешӗвӗн ертӳçи пулма мана ыйтрӗç.

– Паянхи кун миçен эсир Аксури «Служу Отечеству» обществăлла пӗрлешӳре?

– Регистрациленнисем пӗтӗмпе 500 çын ытла, кашни ялтан.

– Пӗрлешӗвӗн задачисем мӗнле?

– Чăн малтан хамăр валли çар тумӗ туянса район центрӗнчи Çӗнтерӳ парадне хутшăнма шутларăмăр. Çарăн 5 тӗсӗн ветеранӗсем эпир иккӗмӗш çул ушкăнăн-ушкăнăн парадра утрăмăр. Хамăрăн хирти кухня та пур пирӗн. Уява тивӗçлӗн ирттерме тăрăшатпăр. Çапах та пӗрлешӗвӗн тӗп задачи – çамрăк ăрăва патриотизм воспитанийӗ парасси тесе йышăнтăмăр. Вӗрентӳ уйрăмӗпе пӗрле график туса шкулсенчи линейкăсене çӳретпӗр. Калаçусем ирттеретпӗр, слайдсем кăтартатпăр.

– Калăр-ха, мӗн интереслентерет паянхи ачасене, тӗлпулусенче мӗнле ыйтусем параççӗ вӗсем?

– Ыйтăвӗсем нумай вӗсен. Калăпăр, патриотизмпа паттăрлăх мӗнпе уйрăлса тăни таранах. Тепӗр чух тӳрех хуравлама та çук. Шкулсенче пуçламăш çар хăнăхăвӗн предмечӗ çук вӗт халӗ. Çавăнпа пысăк çитменлӗхсем нумай. Тӗлпулусенче пӗр-икӗ ачана тăрататăн та Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннă мăн аслашшӗ-кукашшӗ çинчен ыйтатăн. Вӗсем вара пӗр-пӗрин çине пăхнисӗр пуçне нимӗн те калаймаççӗ. Учительсен пичӗ хӗрелет вара. Патриотизм воспитанийӗ памасăр нумай çухатнă çав эпир.

Аслă классен май уйăхӗн вӗçӗнче иртекен хирти çар сборӗсене икӗ çул хутшăнтăмăр. Сăмах май, сбора пирӗн пӗрлешӳре тăракан Емелькино шкулӗн директорӗ, запасри аслă лейтенант Алексей Дмитриевич Никитин ертсе пырать. Питӗ пуçаруллă çын, палаткăсем туянма грант та çӗнсе илчӗ. Сборта çӗнтернӗ шкула чыслама куçса çӳрекен ятарлă кубок хатӗрлерӗмӗр. Пысăк кубока курсан ачасем çав тери хавхаланчӗç. Сборта взвод валли ачасем çитменрен темиçе шкула пӗрлештерме тивет.

Куçса çӳрекен кубок вара пӗрре кăна, вăл кашни шкула çитмелле. Çавăнпа пӗр шкулта 3-шер уйăх упрансан тепӗр шкула куçаратпăр, каллех хаваслă лару-тăрура. Çапла çулталăкӗпех ачасемпе тӗл пулатпăр.

– Эх, пӗрлешӳ пӗр 15–20 çул каялла йӗркеленнӗ пулсан... текен шухăшсем явăнмаççӗ-и? 

–Енчен те ку ӗçе пӗр 10–15 çул каяллах йӗркеленӗ пулсан, обществăри патриотизмпа çыхăннă çитменлӗхсем пулмастчӗç. Халӗ патриотизм воспитанийӗпе нумай ӗçлемелле, йăлтах каялла тавăрма тивет. Район центрӗнчи Çӗнтерӳ парадне хутшăнма ачасене хатӗрлессине акă хамăр çине илтӗмӗр. Малтан шкулсен хушшинче юрласа стройпа утассипе конкурс йӗркелетпӗр. Ветерансем эпир ушкăнсем çине пайланса шкулсем тăрăх саланса стройпа тӗрӗс те илемлӗ мӗнле утмаллине вӗрентетпӗр.1,2,3 вырăн йышăннисене Юлашки шăнкăрав уявӗнче пӗтӗм шкул умӗнче Дипломпа чыслатпăр. Район центрӗнче иртнӗ Парада ӳкерсе интернета лартрăмăр. Ытти регионсенчен те шăнкăравласа мухтарӗç, интересленчӗç. 

– Шкул пӗтерекенсене те тимлӗхрен вӗçертместӗр-и е шкулта вӗренекенсемпе кăна ӗçлетӗр?

– Районтан каякан призывниксене чыслăн салтака ăсатассине йăлана кӗртрӗмӗр. Сӳнмен çулăм умӗнче ирпе ирех митинг ирттеретпӗр. Тулли мар мобилизаципе каякансене тивӗçлӗн ăсатма тăрăшатпăр халӗ. Кăçал çартан таврăнакан каччăсене кӗтсе илессине те йӗркелерӗмӗр. Килне ялавсемпе кайсах саламлатпăр. Маларах район шефа илнӗ чаçе (Самара тăрăхӗне) каяттăмăр. Украинăра ятарлă çар операцийӗ пуçланнăранпа ку енӗпе лару-тăру кăшт улшăнчӗ, халӗ каймастпăр.

– Кăçалхи февраль уйăхӗн 24-мӗшӗнчи хыпара мӗнле йышăнтăр?

– Питӗ хăрушă пулса кайрӗ. Эпир вӗт çарта пулнă çынсем, пӗрлешӗвӗн пӗр пайӗ хирӗçтăрусене тӳрремӗн хутшăннă ветерансем, лару-тăрăва çын сăмахӗ тăрăх мар пӗлетпӗр. Тӗрӗсмарлăха пӗтерес шутпа Украинăри ятарлă çар операцине хăйсен ирӗкӗпе каякансем те пулчӗç.

– Тӗрлӗ хирӗçтăрусенче пуç хунă ентешсен ятне ӗмӗрлӗхе хăварас енӗпе те ӗçлетӗр. Çитес вăхăтра район центрӗнче палăк уçăлмалла. 

– Украинăри ятарлă çар операцийӗнче пуç хунă ентешсене илсе килсе пытарма пуçласан вӗсен ячӗсене ӗмӗр асра хăварасси пирки ыйту тăчӗ. Çар комиссариачӗ пуç хунă кашни салтакăн тăван çурчӗ çине асăну хăми çакать-ха, ку вӗт çителӗксӗр. Аксура промплощадка йӗркеленӗ Чистай предпринимателӗ Владислав Юрьевич Морозов ман пата килчӗ те: «Пирӗн атьсем вилеççӗ, манăн мӗнпе те пулсан пулăшас килет», – терӗ. Хăй вăл салтакра пулман, анчах 3 ывăл ашшӗ. Çапла укçа пухма тытăнтăмăр. Эпир ку ӗçе пуçăннă вăхăтра Украинăран виçӗ ентеше килсе пытарчӗç, халӗ вӗсен шучӗ çичче çитрӗ. Афганистанра Аксу тăрăхӗнчен – 7-ӗн, Чечняра 3-ӗн вилнӗ, вӗсене те манмалла мар. Виçӗ вăрçă вутӗнчен таврăнманнисене асăнса палăк лартас терӗмӗр.

Çак ӗçпе ӗçленӗ май, 35–40 çул каяллах Афган вăрçинче пуç хунă ентешсен (манăн хампа пӗртăванăн ывăлӗ те таврăнаймарӗ) вилтăприсем мӗнлерех шайра-ши текен шухăш пырса çапрӗ. Пăхса çаврăнас терӗмӗр. Икӗ ялта вилтăприн вырăнне те тупаймарăмăр. Ку палăксем вӗт çар комиссариачӗн учетӗнче, вырăнти ял хутлăхӗн те «учетный стол» пур. Кашни кварталта вилтăприсем тирпейлӗ тесе отчет параççӗ вӗсем. Район администрацийӗн пуçлăхӗ патӗнчи ларура çак ыйтăва хускатма тиврӗ. Кун хыççăн ял хутлăхӗсем салтаксен вилтăприсене хăвăрт тирпее кӗртрӗç. Кун пек япалана асăрхаттарасса кӗтмелле мар, ку вăл пирӗн кашнин тивӗçӗ.

Çак виçӗ вăрçа пӗрлештерекен обелиск тума пултаракана шыраса Тутарстана икӗ хут çаврăнтăм. Хусанта пӗр çамрăк маçтăра тупрăм. Уйăх иртсен смета ярса пачӗ – 2,5 миллион (!) тенкӗ. Вуласан телефон чутах алăран тухса ӳкетчӗ. Ун чухлӗ укçана ăçтан тупмалла? Кайран Анат Камăри чăваш ачипе Артем Владимирович Павловпа паллашрăмăр. Вăл мрамор плитасем хатӗрлесе ун çине салтаксен ячӗсене çырма, палăка вырнаçтарма килӗшрӗ. Крыма юлташӗсене шăнкăравласа барельеф тăвакан скульптора Михаил Фоменкăна тупрӗ. Владислав Морозов хăй укçипе обелискăн стенипе подиумне хатӗрлет. Шӗвӗ мрамортан шăратса хатӗрленӗ барельефа кӳмелле чух Крым кӗперне сирпӗтрӗç. Ăна çыран ку енне куçарасса 10 кун кӗтрӗмӗр.

Палăка ноябрӗн 10-мӗшӗнче район центрӗнчи сӳнмен çулăм çумӗнче вырнаçтарса уçма хатӗрленетпӗр. Церемоние çак виçӗ вăрçăра пуç хунисен тăванӗсене те чӗнме шутлатпăр. Паттăр ентешсем çинчен видеоролик та хатӗрпе пӗрех пирӗн. Хусантан Фирдус Тямаев концертпа килме шантарчӗ. 

– Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене эсир акă ӗнтӗ темиçе уйăх пулăшатăр. Мӗнлерех пырать ку ӗç?

– Тинӗс-çар флотӗнче хӗсметре тăнисем, ертӳçи полицин отставкăри подполковникӗ Анатолий Николаевич Скворцов, Нурлатри çар вӗтеранӗсемпе туслă. Кӳршӗсем салтаксем валли гуманитари пулăшăвӗ пуçтарма тытăннине пӗлсен эпир те хутшăнтăмăр. Малтан пӗрремӗш партие ăсатрăмăр, ун чух Донбаса пирӗннисенчен никам та каймарӗ, иккӗмӗшне Анатолий Николаевич хăй леçрӗ. Виççӗмӗш партине Сергей Литтапа ятăмăр. Каяс текенсем нумай, анчах та çынна лартса кайиччен кирлӗ япаласем ытларах тиесен лайăхрах пулать тесе йышăнтăмăр. Малтан укçа пухассинчен пуçларăмăр, атьсем валли кӗпе çумалли пысăках мар машина та туянса ăсатрăмăр. Эпир гуманитари пулăшăвӗн центрӗсене кайса груз пушатнипе кăна çырлахмастпăр, салтаксем патнех çитетпӗр. Хăçан, ăçта каймаллине маларах калаçса хуратпăр, кунне кăна палăртмастпăр. Ку – вăрттăнлăх, мӗншӗн тесен унта пире сыхлакансем нумай. Çулсене ватса пӗтернӗ. Каланă кунра чикӗ урлă казаксем каçараççӗ, вӗсемсӗр вырăна çитме çук. Кашни район парнепе кучченеçсем çине хăйӗн район наклейкине çыпăçтарать. Эпир салтаксем валли зажигалкăран пуçласа квадрокоптер таранах туянатпăр. Медикаментсем нумай илсе каятпăр. Акă халӗ тăваттăмăш рейс хатӗр. Енчен те виççӗшӗ валли ытларах укçа пуçтартăмăр пулсан, халӗ предпринимательсемпе хамăр калаçса мӗн кирлине курттăммăн туянма тăрăшатпăр. Палăртса хăварам, пире предпринимательсем, ырă кăмăллă район çыннисем, пӗрлешӳри ветерансем укçа параççӗ. Халӗ акă нускисем нумай хатӗрлерӗмӗр, бензопăчкăсем туянтăмăр. Хӗле кӗретпӗр вӗт  – окопсем чавмалла, блиндажсем тумалла вӗсен, шăннă çӗре касмалла. Пӗчӗк газ баллонӗсене, 8 кВтлă генераторсем туянтăмăр. Маларах Хусан батальонне пулăшрăмăр пулсан, халӗ Тутарстанран кайнă подразделенисем валли илсе каятпăр. Хальхинче груза леçме Анатолий Николаевич хăй тата Хусантан тутар юрăçи Фирдус Тямаев каять. Фирдус ялан пирӗнпе çыхăнура, вăл пирӗн юлташ, укçапа та, техникăпа та нумай пулăшать. Гуманитари пулăшăвне леçме машинăна вăл парать, иккӗмӗш рейсăн водителӗ унăн кӗçӗн шăллӗ пулчӗ.

– Виталий Федорович, ял халăхӗ мӗнпе пулăшма пултарать пирӗн салтаксене?

– Чăн малтан укçапа. Салтаксене аялти кӗпе-йӗм, ăшă тумсем, чăлха-нуски, перчетке туянса е çыхса парсан та юрать. Хăвăрт пăсăлман апатран: сало, пыл, шăвăç савăтри консерва, тушенка, сгущёнка кирлӗ. Кӗрпе тавраш илсе каймастпăр, салтаксен пӗçерсе тăма вăхăчӗсем çук. Эпир никама та уйăрмастпăр, тутарӗ те, чăвашӗпе вырăсӗ те, ыттисем те унта пӗр çемьери пек. Салтаксем валли ума çакмалли хӗрессем, кӗсьене вырнаçакан пӗчӗк турăшсем, мăсăльмансем валли четки, ытти тӗн хатӗрӗсем ăсататпăр. Шкул ачисем çырусем çыраççӗ. (Салтаксем валли чи кирлӗ япаласем çаксем: арçынна юрăхлă çăм нуски, ăшă тата ӗçлемелли перчеткесем, аялти кӗпе-йӗм, парафин çурта, шăрпăк, зажигалка, медикаментсем (бинт, водород перекиçӗ, хлоргексидин, нашатырь спирчӗ). – Ред.

– Халăх пулăшма хутшăнать-и?

– Халăх валли информаци çителӗксӗр. Хыпара кашни çын патне çитермелле пирӗн. Хамăр районтах салтаксем валли кирлӗ хатӗрсем пуçтарнине пӗлменнисем нумай. Çавăнпа район хаçачӗпе, ял хутлăхӗсен пуçлăхӗсемпе ӗçлеме тăрăшатпăр. Тата пирӗн хамăрăн пӳлӗм çукки те чăрмав. Япаласене районти Культура керменӗнче пуçтаратпăр. Кам та кам салтаксене ăшă тумсем, апат-çимӗç парса пулăшас тет, Аксу районӗнчи Культура керменне пырса пама пултарать. Организацисем валли ятарлă счет та пур пирӗн, вăл районти Вăрçăпа ӗç ветеранӗсен канашӗн. Пулăшас текенсем нумай, ытти районсенче, хуласенче пурăнакан ентешсем те пулăшма тытăнчӗç. Пыл кăна 36 фляга пухăнчӗ, утарçăсем кӳрсе пачӗç. Пыла пӗчӗк савăтсем çине тултарса хатӗрлесе хутăмăр та ӗнтӗ. Кун пек пархатарлă ӗçрен пăрăнакан халăх мар пирӗн аксусем. Ку рейс юлашки мар-ха, эпир гуманитари пулăшăвне малалла та пуçтарăпăр.

– Тавах калаçушăн, пархатарлă ӗçӗршӗн.

 

Виçӗ вăрçăра пуç хунă ентешсен обелискне уçма пулăшас текенсем 89178873784 (Виталий Федорович Маркин), Украинăри ятарлă çар операцийӗнчи салтаксем валли 89196273573 (Анатолий Николаевич Скворцов) телефон номерӗсемпе çыхăнтарнă Сбербанк карточкисем е çак шут çине куçарма пултараççӗ.

Получатель: МОО Ветеранов войны и труда Аксубаевского муниципального района 

р/с 40703810162340100038

ОТДЕЛЕНИЕ «БАНК ТАТАРСТАН» №8610 ПАО СБЕРБАНК

ИНН 1603001768

КПП 160301001

к/с 30101810600000000603

БИК 049205603

 

Ирина КУЗЬМИНА калаçнă.

В.Маркин архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

«Служу Отечеству» хастарӗсем çарпа çыхăннă кашни мероприятие хутшăнаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Своих не бросаем