Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кивӗ Тахтал та чиркӳллӗ халь

Уяв литургине Чистайпа Анат Кама епископӗ Пармен атте уçрӗ. «Пурнăçланчӗ!» – терӗ вăл хавхаланса.

Атăлпа Кама пӗрлешнӗ вырăнтан инçе мар, Аслă Пăлхарăн ытарайми çӗрӗнче темиçе ӗмӗр каялла чăвашсем никӗсленӗ Кивӗ Тахтал илемленсе, çамрăкланса кайнă. Паян унăн çуралнă кун, иккӗлле уяв теме пулать. Кунта тин çеç туса пӗтернӗ чиркӳ уçăлать. Çанталăкӗ те çынсене лайăхпа савăнтарчӗ, ирех тахçанах кӗтнӗ ăшă çумăр çуса иртсе кайрӗ.

Турă Амăшӗн Хусан турăшӗн ячӗллӗ чиркӳре çынсем хӗвел тухнипе пӗрлех пуçтарăнма тытăннă. Капăр тумланнă хӗрарăмсемпе арçынсем, стариксемпе ача-пăчасем хӗвӗшнине сăнама кăмăллă. Эх, курасчӗ сирӗн вӗсен телейпе çиçекен куçӗсене! Пысăк мероприятие хутшăнма кӳршӗллӗ ялсенчен, Пасарлă Матак, Чистай, Элмет районӗсенчен, Хусантан та ӗненекенсем килсе çитнӗ. Уяв литургине Чистайпа Анат Кама епископӗ Пармен атте уçрӗ. «Пурнăçланчӗ!» – терӗ вăл хавхаланса. Православи çыннисен ӗненӗвӗпе юлашки салтака пытармасăр та вăрçă вӗçленмест, юлашки чиркӗве туса пӗтермесӗр вара Раççей чӗрӗлмест. Социализм йӗркеленнӗ тапхăрта Тутарстанра кăна 500 чиркӳпе 1500 мечӗте аркатнă. Кивӗ Тахталта уçăлнă храм республикăри 482-мӗш чиркӳ пулса тăчӗ. Тепӗр 44-шне тума пуçланă. 26-шне реконструкцилеççӗ.

– Турă çуртне пӗтӗм тӗнчипе, халăхпа пуçтарăнса турăмăр, – хӗпӗртесе калаçрӗ чиркӳ строительствин пуçаруçи, Кивӗ Тахталта çуралнă Виктор Белов. – Пысăк тав Тутарстан Президентне Рустам Минниханова, вăл 3 миллион тенкӗ уйăрчӗ. «Тус» строительство компанийӗн генеральнăй директорне Николай Угаслова та çӗре çити пуç таятпăр. Вăл кирпӗч, чӳрече рамисем парнелерӗ. Хамăр патри предпринимательсемпе ахаль çынсем те нумай пулăшрӗç. Ку ӗçе республикăри Чăваш наципе культура автономийӗн Ӗçтăвком председателӗ Владимир Иванов та хастар хутшăнчӗ.

Чиркӗве уçнă хыççăн уяв ял центрӗн тӳремне куçрӗ. Кунта анлă сцена туса хатӗрленӗ. Ял кунне Элкел район пуçлăхӗ Александр Никошин уçрӗ. Вăл пуçтарăннисене чун-чӗре паттăрлăхӗшӗн тав турӗ. Ӗçре палăрнă механизаторсене, выльăх-чӗрлӗх ӗрчетекенсене, тӗслӗхлӗ çемьесене Хисеп хучӗсем парса чысларӗ. Уявпа салам сăмахӗсем калакансем йышлă пулчӗç ку кун. ТР Таврапӗлӳçӗсен союзӗн председателӗ Александр Семенов Виктор Белова наци культурин аталанăвне пысăк тӳпе хывнăшăн Чăваш халăх наукăпа искусствăсен академийӗн орденне пачӗ.

Хам енчен вырăнти шкула «Аттеçӗм Атăл» роман-трилогие парнелерӗм. Сăмах май, унта манăн мăн асатте Улатимӗр Аслă Шемекре чиркӳ туса лартни пирки сыпăк пур, шел те, 1930 çулта ăна аркатса тăкнă. Унăн тӗслӗхӗпе пулӗ хам та Хусанта Параскева Пятница чăваш чиркӗвне çӗнӗрен уçас пуçаруллă ӗçе активлă хутшăнтăм. Унăн шăпи хурлăхлă, коммунистсем ăна тӗрмене çавăрнă пулнă.

Кивӗ Тахтал ял кунӗ питӗ ырă атмосферăра иртрӗ. Уяв концерчӗ юрă-ташăпа кăмăла çӗклерӗ. Виктор Белов ертсе пыракан «Туслăх» фольклор ансамблӗ (Элмет) чаплă номерсемпе савăнтарчӗ. Ял атлечӗсен ăсталăхӗпе çаврăнăçулăхне, вӗсен тапса тăракан вăй-халне курма та интереслӗччӗ. ( Сăнӳкерчӗк Элкел район сайтӗнчен).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество