Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Кивтимушкелсем «Сайяр» конкурсра çӗнтернӗ

Майăн 20-мӗшӗнче Хусанти Ленин ячӗллӗ Культурăпа кану комплексӗнче «Сайяр» ача-пăча тата çамрăксен республика конкурсӗн çӗнтерӳçисене чысларӗç.

Кăçал фестиваль 13-мӗш хут ирт­рӗ. Ачасем театр постановкисене тутар, чăваш, удмурт тата мари чӗлхисемпе лартнă. Шкулсенчи тапхăр январьте, муниципалли – февральте, зонăри апрельте пулчӗ. Куçăн мар тапхăра хальхинче 45 районтан 530 коллектив хутшăннă. Чи лайăх 60 коллектива чыслав церемонине чӗнсе илнӗ. Сума тивӗçнисен хушшинче чăвашсем те йышлăнччӗ кăçал. Акă, тӗслӗхрен, Аксу районӗнчи Кивӗ Тимушкел шкулӗнчи «Асамат кӗперӗ» театр студине (ертӳçи Елена Васильевна Кожеманова) кăна илер. Çамрăк артистсем ывăлӗсене вăрçа ăсатса каялла кӗтсе илеймен амăшӗн историне каласа паракан чăвашла сценка лартса жюри пайташӗсене тыткăнланă, 3-мӗш вырăн йышăннă, 50 пин тенкӗлӗх сертификата тивӗçнӗ. 

Маттурсем, саламлатпăр!

 

Вера АЛЕКСАНДРОВА.

Сăнӳкерчӗк ТР Вӗрентӳпе 

наука министерствин 

пресс-службин. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев