Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кӑмпа нумай та, ӑна паллакан сахал

Кăмпа çав тери тутлă пулсан та, 8 çула çитмен ачасен, кăкăр ӗмӗртекен аннесен тата вар-хырăм чирӗпе аптăракансен ӑна çиме юрамасть

Кăмпа сезонӗ хӗрсех пырать. Çакăн пек вăхăтра вăрман кучченеçӗ тепӗр чух пурнăçшăн хăрушă та пулма пултарни çинчен аса илтерни ытлашши пулмӗ.​ Кăмпаçăн мӗн пӗлмелле-ха?
1. Çиме юрăхлă тата наркăмăшлă кăмпасене уйăрма. Мӗншӗн тесен иккӗмӗшӗсем вӗлерме те пултараççӗ. Тепӗр чух лайăх кăмпапа та наркăмăшланма пулать. Калăпăр, пысăк çулсем, хими завочӗсен хӗррисенче ӳсекенсемпе. Çавăнпа çамрăк, хуртлă мар кăмпасене кăна татмалла. Çывăхра фабрика-заводсем çук вăрмансенче пуçтармалла.
2. Тӗрӗс хатӗрлеме. Татса килнӗ кăмпана лайăх тасатса темиçе хут лайăх çумалла, пӗçермелле. Ан манăр, цинклă савăтра тăварлама та, маринадлама та юрамасть. Кăмпа çав тери тутлă пулсан та, 8 çула çитмен ачасен, кăкăр ӗмӗртекен аннесен тата вар-хырăм чирӗпе аптăракансен çиме юрамасть.
3. Енчен те кăмпапа наркăмăшлантăр пулсан, тӳрех тухтăр чӗнтермелле. Вăл киличчен темиçе хутчен те активированный уголь, нумай шыв ӗçсе хăсмалла. Ура çине грелка хумалла, мӗншӗн тесен кун пек чух ура шăнать. Пылак, çăра чей, сӗт ӗçме тăрăшмалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев