Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

КӖНЕКЕ-АЛЬБОМА ТЕТӖШНЕ ХАЛАЛЛАНĂ

Хăй тата тăванӗсем çинчен сехечӗпех каласа пама пултарать

Юрий Миронович Эзековпа эпӗ 1981 çулта паллашрăм. Ун чухне чăваш ансамблӗпе хула чăвашӗсем валли Культура керменӗнче концерт лартрăмăр. Концерт вӗçленсен ман ӗç пӳлӗмне вăтам пӳллӗ, кӗрнеклӗ арçын кӗрсе тăчӗ. Концерт номерӗсене лайăх хак панă хыççăн вăл хăй те чăваш пулнине, чăваш юрри-кӗввине юратнине, купăс каланине пӗлтерчӗ. Ӗлӗк ашшӗ-амăшӗ, аслашшӗ-асламăшӗ юрланă юрăсене нота çине куçарса пама ыйтрӗ, эпӗ хаваспах килӗшрӗм.

 

Юра пичче ырă кăмăллă, анлă тавракурăмлă, хамăр халăхăн иртнӗ кун-çулне лайăх пӗлекен çын. Эпӗ темиçе хут та пултăм ун патӗнче хăнара. Ун килӗнче темиçе баян, купăс, аккордеон.

Хăй тата тăванӗсем çинчен сехечӗпех каласа пама пултарать. Çемйи малтан Чăваш Енри Вăрнар районӗнчи Ыхраçырми ялӗнче пурăннă. Тӗрлӗ сăлтавпа, те вăхăчӗ çавăн пек пулнăран (ун чухне нуши те çителӗклех пулнă пулас), 1913 çулта çак ялти ултă килӗ Тутарстанри Шереметьево (халӗ Анат Кама) районӗнчи Оша ялне куçса килеççӗ, малтанах çӗрпӳртсем туса, каярах йывăç пӳртсем лартса пурăнаççӗ.

Кӳршӗллӗ Богородское ялӗнче («Прикамский» совхоз) 8 класс пӗтерсен Юра Чистай хулинчи медицина училищине вӗренме кӗрет. Вӗренсе пӗтерсенех салтака илсе каяççӗ.1954 – 1956 çулсенче Сахалинта çарта, пехота чаçӗнче фельдшер пулса хӗсметре тăрать йӗкӗт. 

1963 çултанпа Юрий Миронович Лениногорск хулинчи тӗп больницăра рентгенолог, фельдшер пулса ӗçлет. Йӗкӗреш ывăлӗсем, Сашăпа Гена, нефть техникумӗнчен вӗренсе тухнă. Венгрире хӗсметре тăнă хыççăн çемье çавăрнă.

Пӗр шутласан, пирӗн пурнăç вăл ачасем вылякан картон çуртсем пекех саланма та пултарать. Пурнăç урапи кирлӗ чи лайăх çынсене пиртен уйăрса каять. Юрий Мироновичăн мăшăрӗ, Рая акка, та акă 10 çул ытла ӗнтӗ çут тӗнчере çук. Йӗкӗрешсенчен пӗрин Генăн та пурнăçӗ вăхăтсăр татăлнă. Саша сăвăсем çырать. Александр Володин композиторпа темиçе юрă та хыврӗç ӗнтӗ. Мăнукӗсемпе савăнать Юра пичче. 

Юрий Миронович хăй те сăвăсем, очерксем, калавсем çырать. Хăйӗн «Память сердца» кӗнеке-альбомне парнеленӗ май кӗвӗлемешкӗн тесе «Кӗрхи çулçăсем» сăввине хăварчӗ. Аслă юлташăм тепӗр çул 90 тултарать иккен. 

1945 çулта пуç хунă тетӗшӗн, минометчиксен взвочӗн командирӗ пулнă Павел Миронович Эзеков аслă лейтенантăн вилтăприйӗ çине икӗ хут та кайса килчӗ. Пӗр сувенирне, Берлин хулинче туяннине, мана та парнелерӗ. Кӗнеке-альбома вăл тетӗшне П.М.Эзекова халалланă. 

Юрий Миронович, сире кӗнеке тухнă ятпа ăшшăн саламлатпăр! Çирӗп сыв­лăх, телей, малашне те творчествăра пысăк çитӗнӳсем тума ăнăçу сунатпăр. 

 

Геннадий САДОВНИКОВ.

Лениногорск хули.

Ю.Эзековăн çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев