Кӗнекисем патриот пулма хавхалантараççӗ
Писательсем те, вулакансем те Валентина Таравата пултарулăхшăн, хăйнеевӗрлӗхшӗн юратаççӗ.

Хăйӗн ӗç çулне медицинăра пуçланă та каярах литература ӗçне пуçăннă вăл. Этемӗн чунне сăмахпа сиплессине суйласа илнӗ. Пурнăçри тӗслӗхсене сăвă-юрра, калавсене кӗртсе акă ӗнтӗ миçемӗш çул Валентина Тарават вулаканпа итлекене савăнтарать. Августăн 19-мӗшӗнче эпир юратакан Валентина Николаевна 80 çул тултарать.
Наци героини
«Наци героини... Пӗтӗмӗшле илсен вăл çын пурнăçри, обществăри вырăнне ăнланса хăйӗн вырăнне тупнинче тăрать. Валентина Таравата наци героини тенинче пысăклатни пур-и? Унăн пӗр йӗрки те нумайăшӗ çинчен калать», – çапла çырнă тӗнчипе паллă ученăй-этнопедагог, Раççей Вӗрентӳ академийӗн академикӗ Геннадий Волков профессор Валентина Николаевна пултарулăхӗпе, хăйӗнпе паллашсан.
Çак сăмахсем вышкайсăр талантлă та харсăр, канăçсăр чун-чӗреллӗ, Чӗмпӗр Ен тата Тутарстан тăрăхӗнче кăна мар, чăваш тӗнчинче сумлă хӗрарăмăн пур енлӗ пултарулăхне, кăмăлне уçса параççӗ. 32 çул эпӗ Валентина Тараватăн çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хăватӗнчен тӗлӗнетӗп, ырăпа ăмсанатăп. Чăннипех те наци геройӗсен пӗрремӗш ретӗнче тăракан Çын вăл. Раççей Писательсен союзӗн пайташӗ, 38 кӗнеке тата 100 ытла юрă авторӗ, «Шанăç» халăх ансамблӗн пултарулăх ертӳçи, РФ культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă районӗн Хисеплӗ çынни, Чăваш Республикин Композиторсен ассоциацийӗн пайташӗ, Ульяновск облаçӗнчи паллă çынсен Ылтăн кӗнекине кӗме тивӗçлӗ пулнă çыравçă-композитор, таврапӗлӳçӗ, регионти чи хастар чăваш хӗрарăмӗсенчен пӗри, пысăк саспаллирен çырăнакан педагог-наставник, обществăлла деятель...
Сумлă та хисеплӗ йăхран
Валентина Николаевна çинчен йӗркипе калас пулсан, паллах, чи малтан йăх-несӗлӗсем патне таврăнмалла. Турхан Упири (Тутарстанри Çӗпрел районӗ) Музыкантовсем питӗ пултаруллă та паллă йăхран. Мăн аслашшӗсем юрă-сăвăпа таврана тӗлӗнтернӗ.

– Асанне, кăн-кăвак куçлă илемлӗ хӗрарăм, питӗ нумай юрă пӗлетчӗ, эпӗ унран нумай вӗренсе юлнă. Атте, учительте, шкул директорӗнче ӗçлекенскер, сăвăсем çыратчӗ. Шел, вăл çӗре кӗрсен хайлавӗсем çухалнă. Туслă çемьери 8 ача юрă-сăвă ытамӗнче, сцена çинче ӳснӗ. Эпӗ хам астăвассах шкулти пур концертсене, уявсене хутшăнаттăм. 8-мӗш класра чухне «Золушка» юмаха чăвашла куçартăм, сцена çинче лартрăмăр. Сочиненисене сăвăласа çыраттăм. Хайлас туртăм та çавăн чухне аталаннă. Районти пӗр уявран та юлман, – ачалăхне аса илет Валентина Николаевна.
Валя 5-мӗш класра чухне юратнă ашшӗ йывăр чирлесе çут тӗнчерен уйрăлать. Амăшӗ, ылтăн алăллăскер, ялти чаплă çӗвӗç ачисене ура çине тăратассишӗн пӗтӗм вăйне-халне парать. Ывăлӗсем-хӗрӗсем пӗрин хыççăн тепри пурнăç çулне суйласа илсе Музыкантовсен сумлă та хисеплӗ ятне çӗклеççӗ.
Пулас мăшăрӗпе Пăвари медучилищӗре паллашнă
Вӗренӳре ялан малта пулнă хастар хӗрача темшӗн учитель профессине мар, медицина училищине суйласа илет. Валя Музыкантован пурнăçӗнчи чи çутă страницăсенчен пӗри – Пăвари медучилищӗре пулас мăшăрӗпе, Шемӗршел йӗкӗчӗпе Роберт Игнатьевпа паллашни. Шăпа вӗсене темиçе çултан пӗр тӗвве çыхнă. 53 çул савăнăçне те, хуйхине те пӗрле пайлаççӗ.
– Хамăн пултарулăхра упăшкан тӳпи çав тери пысăк. Ман çумра тӗлӗнмелле йӗркеллӗ, ăслă, вăйлă, шанчăклă, çынлăха пӗрремӗш вырăна хуракан пысăк культурăллă арçын. Çакă пурнăçăмра, пултарулăхра çул уçса пырать. Шкулта чухне истори учителӗ Г.Ф.Афанасьев патне ачалла çепӗç туйăмсем çуралнăччӗ. Çавăн чухнех шăп çакăн пек йӗкӗте мăшăр тума ӗмӗтленеттӗм. Роберт Дмитриевичпа, çирӗп кăмăллă арçынпа, паллашрăм. Кил ăшшине юратнă упăшкапа пӗрле упраса пурăннăран эпӗ телейлӗ, – тет паллă çыравçă тата композитор çемйи яланах пӗрремӗш вырăнта тăнине, мăшăрӗ чăн-чăн юлташ пулнине палăртса.
Роберт Дмитриевич Игнатьев – РФ тава тивӗçлӗ строителӗ, Чăнлă районӗн Хисеплӗ гражданинӗ. Тивӗçлӗ канăва кайиччен Аслă Нагаткинри МПМК тӗп инженерӗнче, тӗрлӗ должноçра тăрăшнă.
Чун туртăмӗ

Çамрăк чухне тăван тăрăхран аякра – Амур облаçӗнче – ӗçлесе пурăннă Игнатьевсем. Пилӗк теçеткене яхăн çул – Аслă Нагаткинăра. Медицина ӗçченӗшӗн литературăпа культура чун туртăмӗ, чун хевти пулса тăрать. Вырăс чӗлхипе çыраканскер тăван чӗлхе хăватне иртнӗ ӗмӗрӗн 1980-мӗш çулӗсен вӗçӗнче туйма пуçлать.
– Литературăна йывăр çӗклем теейместӗп, мӗншӗн тесен манăн хайлавсене тӳрех йышăнчӗç, сăввăмсемпе калавсене пысăк хак пачӗç. Вулакансемпе, уйрăмах ачасемпе, тӗл пулнă чухне канатăп, – тет вырăс чӗлхипе шăпăрлансем валли вырăсла сăвăсем çырнинчен пуçланă, юлашки çулсенче чăваш прозипе çине тăрса ӗçлекен автор.
Хăй çырнă сăвăсене юрра хывать талантлă композитор. Юрă-çемӗ асамлăхӗ асламăшӗнчен, ашшӗнчен куçнă сăвăçăн 100 ытла юрри тата нотăсемпе тухнă кӗнекисем («Хаклă сасă», «Ытарайми çӗршыв», «Чун вӗçевӗ») ентешӗмӗрсем патне çитнӗ. Валентина Тарават юррисене Чăваш халăх артисчӗсем Зоя Лисицина, Тамара Гурьева, Рена Грачева, Иван Христофоров, Светлана Бубнова, Олег Кăйкăр, Алексей Шадриков тата ыттисем те шăрантарнă, шăрантараççӗ те. Ытти поэтсен – Анатолий Чебановăн, Анатолий Ырьятăн, Любовь Мартьянован, Надежда Силпин, Раиса Сарпин тата ыттисен сăввисене те юрра хывнă Валентина Николаевна.
Ансамбльсен ертӳçи
37 çул каялла Валентина Николаевна районти хăй ӗçлекен 27-мӗш профессипе техника училищинче (халӗ технологипе сервис техникумӗ) «Ӗмӗт», «Русская песня» ансамбльсем йӗркеленӗ. 1989 çултах Аслă Нагаткинри вăтам шкулта тăван чӗлхене юратакансене «Шăпчăк» юрă ушкăнне пухать. Ун чухне чăн чăваш чунлăскер факультатив уçса çамрăк йăхташӗсене асламăш-аслашшӗн культурипе чӗлхине, йăли-йӗркине вӗрентнӗ. Пӗрремӗш утăмсене тума еплерех йывăр пулнине педагог-наставник хăй çеç пӗлет. Вӗренекенсене пӗтӗм вăйне-халне парать.
.jpg)
– Ун чухне хавхалану чунра тапса тăратчӗ. Училище директорӗсене П.Я.Уфимкина, В.Н.Пидиксеева, А.Ф.Саланова (халӗ техникума Оксана Мынина ертсе пырать) пулăшнăшăн яланах тав сăмахӗ калатăп, – виçӗ йышпа ӗçлеме çăмăл пулмасан та яланах малта пыма кăмăл пулнине, ӗç профессийӗсене суйласа илнӗ хӗрачасем питӗ пултаруллине палăртать юбиляр.
«Ӗмӗт» ансамбльпе облаçри ятарлă вăтам пӗлӳ паракан вӗренӳ заведенийӗсен хушшинче ирттерекен конкурссене 17 хутчен хутшăннă. «Русская песня» йышпа 15 хут 1-мӗш степеньлӗ диплома тивӗçнӗ. «Шăпчăк» регионти пултаруллă чăваш ачисен пӗр уявне те хутшăнмасăр юлман. «Путене» конкурс-фестивальтен миçе хутчен Гран-при илсе таврăнман пуль. Юрă ушкăнӗсен солисткисем вӗрентекенӗн пехилӗпе регионсен хушшинчи, Раççей шайӗнчи мероприятисенче («Чăваш шăпчăкӗ», «Суперстар», «Раççей Чăваш пики» (Мускав), «Кӗмӗл сасă» (Шупашкар) ырă сăмаха тивӗçнӗ, çӗнтерӳçӗ пулса таврăннă. Паян нумайăшӗ хăйсен пурнăçне культура аталанăвӗпе, педагогикăпа çыхăнтарнă.
Сăвăпа юрă тӗнчи сăмах тӗнчипе пӗрлешсе кайса пултаруллă çыравçа утăм хыççăн утăм тума пулăшнă мар-и? Валентина Тарават чăваш культурине аталантарас енӗпе ырми-канми вăй хунă. Ульяновск облаçӗнче Чăваш наципе культура автономийӗ йӗркеленсен унăн Чăнлă районӗнчи уйрăмне ертсе пыма канăçсăр чунлă В.Н.Игнатьевăна суйланă. Валентина Николаевна хутшăнмасăр вырăнти, облаçри, чăваш тӗнчинчи пӗр чăваш уявӗ, ӗçлӗ тӗлпулăвӗ те иртмен. Яланах тӳррӗн, хăй мӗн шухăшланине уççăн калаканскер халăхăмăр малашлăхӗшӗн пăшăрханнă.
Çак кунсенче 80 çул тултаракан Валентина Тарават хăйӗн ырă тӗслӗхӗпе, хастарлăхӗпе ыттисене хавхалантарать. Акă ӗнтӗ 16-мӗш çул Аслă Нагаткинра «Шанăç» халăх юрă ансамбльне ертсе пырать. Пурнăçра пӗр шухăш-тӗллевлисем вăхăт таппине туймасăр малалла ăнтăлаççӗ тени тӗрӗсех пуль. Йыш облаçра, Раççейре иртекен нумай конкурс-фестивале хутшăнса чăваш культурипе, юрри-ташшипе, тумӗпе, çирӗпленнӗ авалхи йăлисемпе паллаштарать.
Миçе хутчен çӗнтерӳçӗ пулса таврăнман пуль вӗсем аякри çулçӳревсенчен? Регионсен хушшинчи 13-мӗш «Вирьял шевлисем» конкурс-фестивальте Валентина Тарават «Яковлев мăнукӗсем» юрăпа «Чи аван автор» номинацире çӗнтернӗ. 2009 çулта Пӗтӗм Раççейри «Кӗмӗл сасă» юрă конкурсӗнче Валентина Николаевна ертсе пыракан йыш çӗнтернӗ. Пӗтӗм Раççейри «Обломовкăри туй» илемӗ те – Валентина Тарават ертсе пыракан ушкăнăн чаплă пӗчӗк спектаклӗсем. Чăваш туйӗн йăлисемпе пӗрре çеç палăрман Раççейри мероприятисенче «Шанăç». Юрăçăсем (баянисчӗ Николай Мускин) регион центрӗнче иртекен хăтлавсемпе тӗрлӗ уявсен кӗтнӗ те хаклă хăнисем.
Вулакансем ыйтнине тивӗçтерекен автор
Çырас ӗçе те малалла илсе-аталантарса пырать хисеплӗ ентешӗмӗр – юрă-сăвă нумай çырать, ытти авторсенне вырăсларан чăвашла, чăвашларан вырăсла нумай куçарать, кӗнекесем кăларать, литература конкурсӗсене хутшăнать.Яланах мала тухать. Валентина Николаевна облаçри тата пӗтӗм çӗршыври литература конкурсӗсен – «Пирӗн Тăван çӗршыв», «Аслă вăрçа – 55 çул», «Сывă-и, 21-мӗш ӗмӗр!», «Педагог ăсталăхӗн тӗрлӗ енӗсем», «Литературăллă Чăваш Ен: чи вуланакан сăвă кӗнеки – 14» , «Чӗмпӗр кӗнеки», «Илт, Раççей,пирӗн сасăсене – 21», «Аслă Çӗнтерӳ геройӗсем – 24» – çӗнтерӳçи.

Валентина Тарават пӗтӗм Раççейри çулсеренхи «Аслă вăрçă геройӗсем» литература конкурсӗн Хисеп паллине (2024), И.Я.Яковлев (2008) тата «Раççейри чи лайăх çынсем» (2008) , «Аслă Çӗнтерӗве 70 çул çитнине халалласа ирттернӗ парада асра тытма» (2015), «Чăваш автономийӗ 100 çулта» (2020), «Çӗпрел районӗ 90 çулта» (2021), икӗ хутчен Раççей Писательсен союзӗн «Çитӗнӳсемшӗн – Руçăн каласа параканӗ» (2024, 2026) медальсене тивӗçнӗ. Тӗрлӗ тытăмсенчен Тав çырăвӗсемпе Хисеп хучӗсен, дипломсен шучӗ те çук. В.Н. Тарават ятне Раççейри нумай энциклопедие кӗртнӗ.
Ульяновск облаçӗн мухтавлă çыннин Валентина Тараватăн хайлавӗсем 50 ытла сборнике, тӗрлӗ альманахсене кӗнӗ. Унсăр пуçне çыравçă калавӗсемпе сăввисем шкул ачисемпе аслă шкулсем валли кăларнă учебниксемпе хрестоматисенче тата вӗренӳ пособийӗсенче нумай. Писателӗн икӗ чӗлхепе тухнă «Настоящая дружба» кӗнекине куçӗ япăх куракан е пач курман ачасем валли Брайль шрифчӗпе темиçе хут кăларнă.
Раççей Писательсен союзӗн пайташӗн «Чарусăр чӗре» кӗнеки Мюнхенри çамрăксем валли уçнă пӗтӗм тӗнчери библиотекăна кăсăклантарнă. Паян вăл унта упранать. Тарават хайлавӗсене ачасем те, çитӗннисем те яланах тулли кăмăлпа йышăннинче нимӗнле вăрттăнлăх та çук – юратнă автор хайлавӗсенче вулакансем чун-чӗре ыйтăвне тивӗçтерекен хуравсем тупаççӗ. Ахальтен мар ăна чăваш халăхӗн чи сумлă юрăçисем хăйсен репертуарне кӗртеççӗ.
«Акă ăçта вăл сăмах ăсталăхӗпе, ӳнер асамлăхӗпе туллин усă курса тӗлӗнтермӗш шăратса кăларма пултарнин тӗсӗ. Мӗнле-ши унăн вăрттăнлăхӗн ячӗ? Унăн ячӗ вăл – талант. Талант тени этем чунӗнче мӗн ачаранпах хӗмленсе çӳрет, анчах ăна аталанма, çунатланса çын çине тухма хăйӗн сехечӗ, хăйӗн мехелӗ кирлӗ. Çав мехел Ульяновск облаçӗнче ӗçлесе пурăнакан Валентина Тараватра кулленхи сывлăш пекех тӗпленнӗ пулас. Хисеплӗ Валентина Николаевна ырми-канми ăнтăлупа пурнăç çулне хывса Парнас тăвӗ çине улăхнă. Унăн кӗнекисем вулакана çӗршыв патриочӗсем пулма хавхалантараççӗ. Çакă хальхи вăхăтра çамрăксемшӗн уйрăмах питӗ кирлӗ. Хайлавӗсенче пултаруллă автор пуян чӗлхипе ачасемпе аслисен шалти кăмăл-туйăмне туллин кăтартса пама мехел çитерет. Прозăра та, поэзире те», – тенӗ чăваш халăх поэчӗ Юрий Сементер.
Ăçта илем – унта юрă. Поэзипе проза хăватне туйса çӳл тӳпене çӗкленсе тулли хаваслăхпа çиçет кӗтнӗ тӗлпулусенче Валентина Николаевна. «Шанăç» халăх юрă ушкăнӗпе хăй çырнă юрăсене юрлать. Писательсем те, вулакансем те автора тараватлăхшăн, пултарулăхшăн, хăйнеевӗрлӗхшӗн юратаççӗ, юбилейпе саламласа вăрăм ӗмӗр сунаççӗ.
Алена АЛЕКСЕЕВА.
Игнатьевсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев