Конференци çулсерен сумлăрах
Пӗрремӗш хут конференцие 2022 çулта Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи шкулта чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Марина Анатольевна Захарова тăрăшнипе йӗркеленӗ. Районта тӗрлӗ наци çыннисен ачисем пурăннине кура-и, конференцие хутшăнакансен тăван чӗлхипе вулама ирӗк пур. Çакă аван та, форум урăх наци çыннисен ачисене чăваш культурипе паллаштарать, интересленме май парать.
2024, 2025 çулсенче Çарăмсанри Историпе таврапӗлӳ музейӗ конференцие йӗркелессине хăй çине илни çинчен пире унăн директорӗ Виталий Дмитриевич Ухливанов каласа пачӗ. Çакă çулсерен конференцие хутшăнакансен шучӗ ӳснипе, кун пек чухне энтузиаст-пуçаруçă тăрăшăвӗ çителӗксӗр пулнипе мероприятие сулмаклăрах ирттерме администраци пулăшассине шута илнӗ-тӗр. Кăçал конференцие ултă район хутшăннă: Çарăмсан, Аксу, Элкел, Алексеевски, Элмет, Чистай районӗсем – 123 ача (танлаштарма – пӗлтӗр 89 пулнă). Инçетрен килекенсене кӗтсе илмелле, апатлантармалла, çӗнтерӳçӗсене парне памалла. Ку енӗпе йӗркелӳçӗсене район администрацийӗ тӗрев панă. Районти ЧНКЦ ертӳçипе Лидия Кваковăпа пайташӗн Александра Ильдирякован та мероприятие йӗркелес ӗçре тӳпи пысăк. Тӗрлӗ районсенчен конференцие килнӗ ачасен поэтпа паллашасси Порфирий Афанасьевăн музей-çуртӗнчен пуçланчӗ. Музей заведующийӗ Вячеслав Порфирьевич Мельников экспонатсем çинчен те, Порфирий Васильевич çинчен те каласа пачӗ.
Поэт ӳссе çитӗннӗ чух куллен усă курнă хатӗрсенчен пуçласа ятлă-сумлă çыравçăн кӗнекисем, харпăр япалисем таранах пур кунта. Пӳрт çумӗнчех 2023 çулта «Астăвăм сачӗ» лартнă. Самай ӳснӗ улмуççисем, кашни йывăç çине лартаканӗн ятне çырнă бирка çакнă. «Созвездие-Йолдызлык» проектăн пуçаруçи, учредителӗсенчен пӗри Дмитрий Туманов лартнă улмуççи те пур кунта. Типӗ çанталăк тăнă вăхăтра йывăçсене шăвараççӗ. Хӗле кӗнӗ чух кăшлакан чӗрчунсенчен упрама вуллисене хулăн чӗркевпе хӳтӗлеççӗ. «Стекловата хутăшӗнчен тунă çирӗп япалапа типтерлӗн çыхрăмăр кӗркунне. Хӗл ăшă пулнипе-и, алхаснă шăшисем. Хӳтӗлеве кăшласа вулă патнех çитнӗ. Чӗрӗлӗç-ши çаксем», – пăшăрханать Вячеслав Порфирьевич. Темиçе улмуççие сиен кӳме ӗлкӗрнӗ иккен.
Чăваш литературин классикӗн наградисем нумай: Чăваш халăх поэчӗ, Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ Комсомол премийӗн лауреачӗ, ЧР Патшалăх премийӗн лауреачӗ, Ф.Карим, И.Я.Яковлев ячӗллӗ премисен лауреачӗ, ЧР искусствăсен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ. Порфирий Афанасьев чăннипех тивӗç çак хисепе. Поэзи, проза хайлавӗсем вуншар кӗнекен пичетленсе тухнă, куçару ӗçӗнче те Порфирий Васильевич малтисемпе тан ӗлкӗрсе пынă. 17 çултах хаçат ӗçне кӳлӗннӗ. Пурнăç тăршшӗпе тӗрлӗ пичет кăларăмӗнче ӗçлеме тӳр килнӗ ăна. Анчах вăл пур çӗрте те чăваш литературине аталантарассипе, тăван ен илемӗ çинчен сăвăсем урлă пӗтӗм чăваша каласа панă. Ахальтен мар конференцие уçнă çӗрте «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова Афанасьев поэзине Сергей Есенинăннипе танлаштарчӗ. Чăнах та вӗсен лирикăллă сăввисен кашни йӗркинче çуралса ӳснӗ яла тунсăхпа, юратса аса илнинче пӗрпеклӗхсем нумай. Çакăнсăр пуçне Ирина Федоровна ачасене чăвашла вӗрентесси çине ытларах тимлӗх уйăрма ыйтрӗ. Мӗншӗн тесен конференцие килекен ачасем, сцена çинчен чăвашла сăвă калакансем, пӗр-пӗринпе хутшăннă чух вырăсла калаçаççӗ. Çакă çитӗнекен ăрăвăн чӗлхе культури çине ырă витӗм кӳреймест, паллах. Ахальтен мар сăвă калакансенчен хăшӗсем чӗлхене «хуçа-хуçа», сасăсене тӗрӗс мар каласа сăвă вулаççӗ. Кама савăнтарӗ кун пек лару-тăру?
ТР ЧНКА Канашӗн председателӗн çумӗ Константин Малышев залра ларакансене – вӗренекенсемпе вӗсен учителӗсене – Чăваш чӗлхи кунӗпе саламларӗ. Çарăмсан районӗн Ӗçтăвкомӗн ертӳçин социаллă ыйтусен енӗпе çумӗ Лейлагуль Муксинова та пухăннисене саламлама сцена çине тухрӗ. Конкурсра чăвашла çеç мар, вырăсла, тутарла тата акăлчанла сăвă калакансем пулассине пӗлтерчӗ.
Кăçал йӗркелӳçӗсем конференцин тӗп сулăмне палăртнă чух Раççейре Çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкӗ пулнине, Аслă Çӗнтерӗве 80 çул çитнине тӗпе хунă. Çавăнпа-тăр, сăвă калакансен конкурсне çырăннисем ытларах поэт вăрçă вăхăчӗпе çыхăннă ӗçсем, сăнарсем, туйăмсем çинчен çырнисене суйласа илнӗ. Тӗрлӗ çулсенчи сăвăсене пухса инсценировка лартнă чух та вăрçă темине хускатрӗç вӗренекенсем.
Конкурс питӗ хӗрӳ иртрӗ, хутшăнакансен шучӗ пысăк пулнипе те çыхăннă ку, ачасен тăрăшулăхне, пултарулăхне те палăртмалла. Уйрăмах çарăмсансем хастар хутшăнчӗç. Тапхăр-тапхăр жюри пайташӗсем тавлашрӗç те (çынсем-çке, пурте пӗр конкурсанта кăмăллани сайра тӗл пулать). Çӗнтерӳçӗсене I, II, III степеньлӗ дипломсем, хаклă парнесем пачӗç – пӗтӗмпе 30 диплом. Кăçал çӗнтерӳçӗ шайне çитейменнисене (20 ытла хутшăнакана) лауреат ят парса хавхалантарчӗç. М.Захарова, Г.Скворцова, А.Иванова, Л.Фомина, С.Портнова, Т.Мельникова, А.Степанова, Л.Еферова, Л.Тимофеева, А.Мензелина, И.Евдокимова, Е.Макарова, Г.Захарова, Л.Дютина, М.Макарова, Л.Прокопьева, Н.Калугина, Н.Иванова, В.Дютина, И.Ермолаева, Л.Суркова, Г.Захарова, Г.Вагизова, М.Назарова, И.Федулова, Т.Герасимова, С.Колесникова О.Ефремова (Çарăмсан районӗ), А.Патмаева, В.Краснова, Е.Расчислова, С.Ефимова (Аксу районӗ), И.Мишкина, Н.Александрова, М.Еликова, А.Белова Н.Чернова, О.Салюкова, О.Еликова (Элкел районӗ), С.Федорова (Алексеевски районӗ), Н.Капитонова (Элмет районӗ) – çак пултаруллă учительсем хăйсен вӗренекенӗсене лайăх хатӗрленӗ. Ачасем чăннипех тивӗç пулчӗç наградăсене.
Йӗркелӳçӗсем çитес 2026 çулта иртекен конференцин ӗç йӗркине улшăнусем кӗртесси пирки систерчӗç. Çавăнпа конкурсантсен килес çул тата вăйлăрах хатӗрленмелле «Афанасьев вулавӗсене».
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев