Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

КОНКУРСА ХУТШĂНĂР

«Манăн чăваш тавралăхӗ» тесе ят панă кăçал Чăваш Республикинче тата чăвашсем йышлă пурăнакан вырăнсенче ирттерекен викторинăна. Ăна Раççейре чăвашлăха тӗпчессине ертсе пырас тӗлӗшпе пирвайхи обществăна (общество краеведения) туса хунăранпа 100 çул çитнине халалланă.

Çак обществăна (Чăваш таврапӗлӳçисен обществи) Мускавра 1923 çулхи кӗркунне А.П.Милли (Прокопьев) пуçарăвӗпе никӗсленӗ. Общество тӗллевӗ – чăваш халăхӗн аваллăхне, йăлапа культурине тӗпчесси. Уставне 1924 çулхи çуркунне РСФСР Çутӗç халăх комиссариачӗн Академи центрӗн ăслăлăх учрежденийӗсен пайӗ çирӗплетнӗ.  Организаци Наркомпросăн чăваш Тӗп бюровӗн çумӗнче Обществăлла йӗркепе ӗçленӗ.

Чăваш наци ăслăлăхпа ӳнер академийӗ йӗркелесе хăйӗн партнерӗсемпе ирттерекен çак викторина кăçалхи апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа майăн 31-мӗшӗччен пымалла. Унта пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учрежденисен 7–11-мӗш класӗсенче вӗренекенсем, профессилле пӗлӳ (колледжсемпе техникумсем), аслă пӗлӳ паракан заведенисен студенчӗсем, учительсем, библиотекарьсем, историксемпе таврапӗлӳçӗсем, Чăваш Республикин, Раççейӗн чăвашсем йышлă пурăнакан регионӗсен, чикӗ леш енчи çӗршывсенчи чăваш диаспорисен ентешлӗхӗсем хутшăнма пултараççӗ.

«Манăн чăваш тавралăхӗ» викторина тӗллевӗсем: чăваш çемйисенче наципе культура хăйтӗллӗнлӗхне, уйрăмлăхӗсене, хăвăр пурăнакан вырăнти чăвашсен историне, йăли-йӗркине тӗпчесси, атте-анне чӗлхин культура кодне упраса хăварасси, «чувашеведенин» пирвайхи обществин 100 çулхи юбилейне халалласа «Манăн чăваш тавралăхӗ» кӗнеке кăларасси. Кӗнеке Чăваш Республикипе автономисен, диаспорăсен хушшинчи çыхăнусене çирӗплетме тивӗç. Унта тăван халăхăн этногенезӗ, географийӗ, тăван халăх историйӗ енӗпе материалсем кӗмелле. 

Викторина ыйтăвӗсем çине хуравсене заявкăпа пӗрле ярса памалла. Заявкăра хушаматпа ят, ашшӗ ячӗ, шкул (колледж, вуз), класс (курс, ушкăн), ӗç вырăнӗ, хула, республика палăртмалла; вырăсла, май пулсан чăвашла пулмалла.

«Манăн чăваш тавралăхӗ» çырăва кăçалхи майăн 31-мӗшӗччен  «Чувашская Республика, г.Чебоксары, ул. Композиторов Воробьевых, дом 10, каб. 10 (ЧНАНИ)» адреспа ярса памалла. Жюри  хуравсен вырăсла тата чăвашла варианчӗсене пăхса тухать, тӗрӗс те тулли хуравсене хак парать, çӗнтерӳçӗсене палăртать. Çӗнтерӳçӗсемпе призерсен списокне ЧНАНИ сайтӗнче кăçалхи июнӗн 30-мӗшӗччен вырнаçтараççӗ, вӗсене хаклă парнесемпе наградăсем кӗтеççӗ, вӗсем патне заявкăра палăртнă электронлă адреспа сертификатсем яраççӗ. Çӗнтерӳçӗсене кӗркунне чыслаççӗ.

Викторина ыйтăвӗсем: 

1. «Манăн чăваш тавралăхӗ» (тăван тавралăх пирки обзорлă статья).  

2. Хăвăрăн чăваш тавралăхӗ пирки эсир каласа панă хыççăн итлекенӗн унта çитсе курас килтӗр. 

3. Сирӗн тавралăха малтанхи чăвашсем хăçан килсе вырнаçнă? Сăлтавӗ мӗнре? (Наука енӗпе никӗслеме пултараймасан «ватă çынсен ячӗпе» те каласа пама пулать). 

4. Эсир хăвăрăн тăван чăваш тавралăхӗн турист маршрутне хатӗрлетӗр тейӗпӗр. Карттă çинче уйрăмах паллă вырăнсене, истори пулăмӗсене (тата ытти те) кăтартăр, ячӗсене списока кӗртнӗ хыççăн турист маршручӗ пулса тăтăр. Вӗсем çинчен кӗскен çырса кăтартăр. 

5. Сирӗн чăваш тавралăхӗн историйӗнче паллă йӗр хăварнă паллă çынсене (таврапӗлӳçӗсене, историксене, чувашеведсене...) асăнса тухăр.

6.1. Хăвăр тăрăхри чăваш ентешлӗхӗ çинчен каласа парăр (председатель хушамачӗпе ячӗ, ашшӗ ячӗ, çыхăну валли электронлă почта адресӗ,  телефон номерӗ тата ертӳçӗн сăнӳкерчӗкӗ); ентешлӗх йышне палăртăр, активне кăтартăр; 

6.2. Календарь йӗркипе ентешлӗхӗн юлашки çулталăкри (12 уйăх) ӗçӗсене аса илӗр (епле йăла-йӗркесем паянхи куна упранса юлнă). 

7. Сирӗн тăрăхри чăвашсен тумне тăхăннисен темиçе сăнӳкерчӗкне хушăр (3-рен кая мар). Ушкăнпа ӳкернине те, уйрăммине те, сюжетлине те юрать. Сăнӳкерчӗке хăçан, ăçта, кам ӳкернине çырма ан манăр. 

8. Сирӗн тăрăхри наци апачӗ. Апат чăвашла мӗн ятлине асăнсан аван пулӗ. 

9. Вырăнти диалектпа усă курса çемьери çынсен (мама, папа, бабушка и дедушка со стороны матери, бабушка и дедушка со стороны отца, старший брат и младший брат, старшая сестра и младшая сестра) ячӗсене чăвашла куçарса çырăр. 

10. Хăвăр мӗн каласа парас тенине пӗлтерӗр (хăвăр, çемье, хăвăр тăракан организаци çинчен…).

Чи лайăх ӗçсем  «Манăн чăваш тавралăхӗ» кӗнекене кӗреççӗ. Çак кăларăма Чăваш Республикинче, регионсенче, чикӗ леш енче пурăнакан ентешсем курӗç. Кашнийӗ вӗсене салам яма пултарать. Тӗлӗнмелле майпа усă курăр! Кăларăм пулас ăрусем валли те пысăк парне пулӗ. Пулас ăрăва та салам яма пултаратăр!

 

Василий КАРАБАЕВ.

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев