Çӗнӗ хыпарсем

Конкурсра çӗнтересси хутшăннинчен пуçланать

Сентябрӗн 1-мӗшӗнчен – октябрӗн 5-мӗшӗччен Тутарстанра гражданла обществăна аталантарма тӳпе хывакан коммерцилле мар организацисенчен (НКО) ТР Раисӗн грантне çӗнсе илме заявкăсем йышăнаççӗ.

пресс-конф на грант раиса

Кӗскен преми çинчен. ТР Раисӗн грантне тивӗççине кӗтартса коммерцилле мар организацисем 2015 çултанпа тупăаççӗ. Халиччен 11 хутчен иртнӗ конкурс. Çак вăхăтра комисси 977 заявка пăхса тухнă, ӗçе пӗтӗмлетсен ку тапхăрта 81 конкурсант лауреат ята тивӗçни паллă: НКО –  49, уйрăм граждансем – 29. Пӗтӗмпе çак çулсенче 1150 идея пурнăçланнă.  Конкурсра çӗнтерекен НКО 800 пин тенкӗ преми илет, уйрăм çын – 500 пин тенкӗ паллах, ку укçа-тенкӗпе проекта пурнăçлама усă курмалла.

Çакăн çинчен юнкун «Татар-информ» информаци агентствиче иртнӗ пресс-конференцире каласа пачӗç. Журналистсемпе тӗлпулăва ТР обществăлла палатăн председателӗ Александр Михайлович Терентьев, Социаллӑ тӗллевлӗ коммерцилле мар организацисене пулӑшакан республикӑри ресурс центрӗн ертӳçи  Зульфия Нурмухаметовна Сафина, «Татнефть» ПАОн «Энергия добра»  Ыркăмăллăх фончӗн директорӗ Эльмира Улфатовна Газизова, «АК БАРС Созидание» Ыркăмăллăх фончӗн директорӗ Альфия Фуатовна Валиева пынă.

Заявка паракансем, тӗпрен илсен халăха социаллă услугăсемпе тивӗçтерекенсем пулнине палăртрӗ Александр Михайлович. Сывлăх сыхлавпа вӗрентӳ, ачасене каникулсенсене сывлăхшăн та, тавракурăма анлăлатассишӗн те ӗçлекенсем çинчен каларӗ вăл. «Приют человека» «Ярдэм», «Добрая Казань» проектсене тӗслӗхе илсе кăтартрӗ. 11 çул хушшинче йӗрклӳçӗсем заявка паракансене пулăшассине шута илнӗ çеç мар, çӳллӗ шайра тытса пыраççӗ. Кунта малтанах республикăн ресурс центрне асăнмалла. Вăл конкурса хутшăнакансене консультацисемпе те пулăшать, тренингсем те йӗркелет. Çавăн пекекх «Татнефть» ПАОн «Энергия добра» , «Ак Барс» банкăн «Созидание» фончӗсем пулăшаççӗ. Вӗсем уйрăм çынсемпе НКОсене конкурс пынă вăхăтра çеç мар, кайран, проектпа ӗçлеме пуçласан та пысăк тӗрев параççӗ.

Ресурс центрӗсем районсенче те ӗçлеме пуçланă – паянхи куна 6 муниципалитет центрӗ Тутарстанра.  Çавăнпа çулран çул конкурса хутшăнакансен шучӗ ӳснинчен тӗлӗнмелли çук. 2025 çулта, тӗслӗхрен 500 яхăн заявка илнӗ йӗрклӳçӗсем. Республикăри виçӗ районтан çеç хутшăнакан пулман. Спикерсем çакна çитменлӗх тесе шутлаççӗ. Мӗншӗн тесен гражданла обществăна лайăхлатма пултаракан идейăсем уйрăм çынсен те, организацисен те çук тенине пӗлтермест ку. Хăйсен идейисемпе конкурса хутшăнма именни, çӗнтерессе шанманни, хăюсăрлăх çинчен калать. Пуçаруçăсемшӗн темăсем нумай – патриотизмла воспитани парасси, СВОна хутшăнакансен çемйисене пулăшасси, социаллă тивӗçтерӳ тата ытти те. Тӗрӗс каларӗ Александр Терентьев – конкурсра çӗнтересси хутшăнма заявка панинчен пуçланать.

Çавăн пекех спикерсем конкурспа Раççейӗн ытти регионӗсенче пурăнакансем интересленнине палăртрӗç. Пӗлтӗр çакăн пек 53 заявка çӗнтернӗ. Анчах кунта çакна асăрхаса хăварчӗç. Конкурса хутшăнакан Тутарстанран пулмасан та унăн идейи Тутарстанра пурнăçланмалла.              Автор сăнӳкерчӗкӗ.  


#Гранты

Нет комментариев