АН ПАР, АН ИЛ!
Коррупци пирки халăх шухăшне шута илес практика республикăн пысăк. Çак тӗллевпе 2005 çултанпа çулсерен ыйтăм йӗркелеççӗ. 2022 çулта, тӗслӗхрен, 15 пин çын хутшăннă. «Татар-информра» февралӗн 1-мӗшӗнче иртнӗ черетлӗ пресс-конференцие шăпах пӗлтӗрхи ыйтăмăн пӗтӗмлетӗвӗсене халалланăччӗ.
Республикăри Коррупцие хирӗç политика ыйтăвӗсен управленийӗн йӗркелӳ уйрăмӗн ертӳçи Алексей Панкратов сăмахӗсем тăрăх, халăх шухăшӗ вӗсене хăш сферăна ытларах тимлӗхе илмеллине кăтартса коррупцие хирӗç ӗçре тепӗр утăма палăртма пулăшать. Взятка илнӗ е панă уйрăм çынсем енӗпе ӗçлемест управлени (кун валли закон сыхӗнче тăракан вăй ведомствисем пур). Коррупцин схемисене асăрхаса профилактика ирттерет. Калăпăр, 2010–2013 çулсенче дача амнистийӗ çинчен закон тухсан, хуçасăр çӗр лаптăкӗсене ял хутлăхӗсем пулăшнипе харпăрлăха куçарнă 500 тӗслӗхе шута илнӗ. Çак енӗпе 40 уголовнăй ӗç пуçарнă. 330 çӗр лаптăкне чăн хуçисене тавăрса пама пултарнă. Харпăрлăхпа çӗр лаптăкӗсем çинчен закона тӳрлетӳсем кӗртме хистенӗ ку. Ял хутлăхӗсем халӗ ял хуçалăх кӗнекинчи информацие ютсене хăйсем тӗллӗн параймаççӗ. Çакăн евӗр çитменлӗхсене палăртма шăпах халăхпа ӗçлени пулăшать те.
2022 çулта кăна республикăра коррупцие хирӗç 400 ытла мероприяти ирттерни те хăй çимӗçне кӳрет. Юлашки ыйтăм пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх, çӗршывра коррупци вăтам шайра тесе хакланă халăх. Коррупцилле лару-тăрăва лекесси 2010 çултанпа икӗ хут чакнă. Респондентсенчен 15 проценчӗ ятарласах взятка памасть, илмест те иккен, тепӗр 14 проценчӗ коррупцие кураймасть.
ТР экономика министрӗн çумӗ, Социаллă экономика мониторингӗн департаменчӗн ертӳçи Роман Амирханов ыйтăм пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх Тутарстан çыннисенчен 82 проценчӗ республикăн коррупцие хирӗç ӗçне лайăх тесе хакланине каларӗ. Коррупципе мӗнле кӗрешнине çынсем ытларах массăллă хыпар хатӗрӗсенчен пӗлеççӗ иккен. Ытти çулсенче взятка илесси-парасси ытларах сывлăх сыхлавӗпе вӗрентӳ сферисенче палăрнă-тăк, иртнӗ çулăн ыйтăмӗ право тытăмӗнче пулнине кăтартнă.
Коррупципе кӗрешмелли чи лайăх мелсенчен пӗри – профилактика. Ку ӗçе ачасемпе çамрăксенчен пуçламалла. ТР Обществăлла палатин право ыйтăвӗсемпе ӗçлекен комиссин председателӗ, Раççей юрисчӗсен ассоциацийӗн Тутарстанри уйрăмӗн ертӳçи Тимур Какохо республикăпа 2010 çултанпа «Право шкулӗ» профильлӗ проект ӗçленине каларӗ. Унта çамрăксене коррупци мӗн патне илсе çитерни пирки ăнлантараççӗ. Çуллен 6 пин ытла шкул ачипе çамрăк çак мероприятисене хутшăнать. Вӗсене закона пăсма мӗн хистенин сăлтавӗсене, куншăн мӗнле явап тытассине тӗплӗн ăнлантараççӗ. Коррупцие хирӗç илсе пыракан ăнлантару урокӗсене диалог мелӗпе йӗркелени вара мӗншӗн взятка памалла та, илмелле те маррине çăмăл чӗлхепе ăнлантарма пулăшать.
Ирина КУЗЬМИНА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев