Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Космос çăмăл парăнман

Сентябрӗн 5-мӗшӗнче Андриян Николаев çуралнăранпа 95 çул çитрӗ

 

Сентябрӗн 5-мӗшӗнче Андриян Николаев çуралнăранпа 
95 çул çитрӗ


Наци геройӗ, легенда, çӗр çинчи кашни чăвашăн мăнаçлăхӗ Андриян Григорьевич Николаев Чăваш Енри Сӗнтӗрвăрри тăрăхӗнчи Шуршăл ялӗнче çуралса ӳснӗ. Космонавтика аталанăвӗнче унăн хăйӗн вырăнӗ.

Тӗнчери виççӗмӗш космонавта тӗл пулма мана та шăпа пӳрнишӗн çав тери савăнатăп. 1993 çул. И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗн чăваш филологийӗпе культура факультечӗн пӗрремӗш курс студенчӗсем эпир лекцире ларатпăр. Кӗтмен çӗртен пысăк аудитори алăкӗ уçăлчӗ те проректорпа пӗрле çар тумӗ тăхăннă çирӗп хул-çурăмлă лутрарах арçын кӗрсе тăчӗ. Вăл кам иккенне тӳрех палласа тăвăллăн алă çупма тытăнтăмăр. Умра Андриян Николаев космонавт тăнине тӳрех шанас та килмерӗ. Вăл пире тăрăшса вӗренме, тăван халăха юратма сунчӗ те икӗ аллине пуç çийӗн чăмăртаса йăл кулчӗ. Эх, çак йăл кулăра тӳссе ирттернӗ нуша-терт пытаннине те, чӗринче мӗн чухлӗ суран пулнине те пӗлмен ӗнтӗ эпир ун чух, тепӗр тесен пӗлме те пултарайман, легендарлă пӗрремӗш космонавтсен отрячӗн ӗçӗ нихăçан та ют куç валли пулман. Космонавтсем паянхи кун хăйсене япăх туймасăр орбитăра 185 талăк ытла та тăма пултарнинче Андриян Николаевăн тӳпи пуррине сахал кам пӗлет-тӗр.
«Вăрçă ачисем эпир хăвăрт çитӗнтӗмӗр. Эпӗ улттăмӗш класрах каникул вăхăтӗнче сухаланă хире сӳрелерӗм. Пӗр чӗптӗм вăй юлмиччен ывăнаттăм», — аса илнӗ вăл хăйӗн ачалăхне пӗр интервьюра. Çакăн пек йывăрлăхра пиçӗхнӗ вăйлă характерӗ, чăтăмлăхӗ пулман-тăк летчиксен çарпа авиаци училищине, каярах Мускав округӗнчи истребительпе авиаци полкне лекеетчӗ-ши вăл? Ял ачи И.Кожедуб, А.Покрышкин, Н.Гулаев, Е.Савицкий, А.Боровых, А.Колдунов ассен ушкăнӗнче хăюллăн вӗçни хăй пӗр тӗлӗнтермӗш мар-и? Службăра çулталăк тăрсанах Андриян Николаев аслă летчик, каярах эскадрилья адъютанчӗ пулса тăнă. Пултарулăхне курах ӗнтӗ ăна тата тепӗр 11 пилота пӗрремӗш космонавтсен отрядне суйласа илнӗ те.
Йăхташăмăр 1962 çулхи августăн 11—15-мӗшӗсенче «Восток-3» корабльпе космоса мӗнле вӗçнине ӗнентерекен документсем наукăпа техника аталанăвӗн историйӗн докуменчӗсен архивӗнче сахал мар упраннине çырать С.С. Иванова хăйӗн «Обратная сторона звезды героя» статйинче. Андриян Николаев майорăн 34 страницăллă доклачӗ те пур. Унта вăл пӗрремӗш вӗçевре приборсемпе оборудованисем мӗнле ӗçленине, программăпа пăхăннă экспериментсене мӗнле пурнăçланине, çитменлӗхсене палăртса вӗсене мӗнле пӗтерессипе сӗнӳсене йӗркерен çырса пынă. Хăйне мӗнле туйнин пайӗнче вара вӗçев, уйрăмах виçесӗрлӗх хутлăхӗнче (невесомость) вестибулярлă аппарат çине япăх витӗм панине асăнать. Ыттине: «Çăмăллăн ӗçленчӗ, пӗтӗм операцие çыхăнса та, çыхăнмасăр та ирӗклӗн пурнăçларăм тата темиçе талăк та тăма пулатчӗ-ха», — тесе палăртать.
Анчах С.С.Иванова хăйӗн статйинче тепӗр документа та асăнать. Сăмах кунта 1970 çулхи июнӗн 1—19-мӗшӗсенчи вӗçев пирки. Ун чух «Союз-9» кораблӗн командирӗпе Андриян Николаевпа Виталий Севастьянов бортинженер орбитăра 18 талăк тăрса рекорд кăтартнă. Докладра А.Николаев: "Космосра эпир талăкне икӗ хутчен хусканусем турăмăр, çав тери килӗшрӗ. Вӗçеве лайăхах ирттертӗмӗр, çӗр çине анса ларсан кăна хăнăхма кансӗртерех. Кресло çинчен тăрасси йывăрланчӗ, люка уçсан пире шырав ушкăнӗнчи юлташсем тухма пулăшрӗç. 18 талăк виçесӗрлӗх хутлăхӗнче пулнă хыççăн шăмшак йывăрланчӗ. Халӗ хамăра лайăх туятпăр«,— тесе çырать.
Космоса кӗске вăхăта вӗçни вестибулярлă аппарат çине кăна япăх витӗм панă-тăк, темиçе талăкли организма самай сиен кӳнине пӗлтерет ку. Космос программин ертӳçисем ыррине кăна кăмăлланăран, тепӗр экипажа 20–30 талăках яма планласа хураççӗ. Анчах тин кăна космосран таврăннă космонавтсем 7 кун вырăн çинчен тăрайманни шухăша улăштарать. Андриян Николаевăн вăйлă чӗри те çак нагрузкăна чăтаймасть, инфаркт патнех çитет. Орбитăри 18 талăк организма кӳнӗ сиенрен 2 çул сипленме тӳр килет космонавтсен.
А.Николаев 1995 çулта «Правда» хаçата панă интервьюра тин тӗрӗслӗхе çапла уçать: «Çав тери йывăрччӗ. Пулăшмасăр корабльтен тухаймарăмăр. Кăларсан ура çинче тăраймарăмăр. 18 талăкра чӗре 12 процента пӗчӗкленнӗ, калипе кальци çухатнипе шăмăсем çемçелнӗ, юн составӗ те улшăннă. Пирӗн вӗçев хыççăн космонавтсене орбитăра чăн малтан ӳт-пӳ тренировкипе тивӗçтерме задача лартрӗç».
Вăл вăхăтра космонавтсен зарядка валли эспандерсăр пуçне çӗнетнӗ спорт снарячӗсем те, нагрузкăллă костюмсем те, юнпа шӗвеке организмра шайлаштарса тытакан ятарлă медицина препарачӗсем те пулман-ха. Шăп А.Николаевăн экипажӗ космосран таврăннă хыççăн ученăйсене орбитăра космонавт сывлăха сиенлетмесӗр мӗн чухлӗ пуласси çине çӗнӗрен пăхма хистенӗ. Виçесӗрлӗх хутлăхӗнче нумай вăхăт пулнă хыççăнхи адаптаципе çыхăннă йывăрлăхсене медицинăра «Николаев эффекчӗ» тесе ят параççӗ. Апла-тăк, вăл пӗр Андриян Николаевăн кăна мар, çӗршыв космонавтикин историйӗн тапхăрне пырса тивнӗ. Кун хыççăн орбитăра организм çине физиологи нагрузки памалли ятарлă методика хатӗрленӗ. Çулталăкранах, 1971 çулта, ятарлă нагрузкăллă «Пингвин» костюм шутласа тупнă. Унпа космосра кăна мар, медицинăра паянхи кун та усă кураççӗ-ха. Кӗçех орбитăри космонавтсен спорт арсеналӗ велоэргометр, чупмалли çулсем тата ытти спорт оборудованийӗсемпе пуянланнă. Çапла майпа космонавт паян орбитăра 185 талăк ытла тăрсан та хăйне лайăх туять. Эппин, этем организмӗн космосри чăтăмлăхне ӳстерессинче Андриян Николаевăн тӳпи калама çук пысăк.
Шел, Андриян Григорьевича космоса виççӗмӗш хут вӗçме пӳрмен, Уйăх программине вăхăтсăр хупнипе кирлӗ пулман вăл. Чӗрине хытă ыраттарнă ку, çаплах Валентина Терешкова космонавтпа çемье пурнăçӗ ăнманни те йӗр хăвармасăр иртмен. Кам пӗлет, тен, виççӗмӗш вӗçеврен Турри хăй упранă ăна? Тепӗр тӗрӗслеве чăтаятчӗ-ши чӗри?
Яваплă ӗçсенче нумай тăрăшнă-ха Андриян Николаев, яланах чуна парса, тӗплӗн, мӗншӗн тесен урăхла пултарайман, пӗлмен. Космонавтсен пӗрремӗш отрядӗнчи ӗçтешӗ Герман Титов ăна çамрăк чухнех çапла характеристика панă: «3-мӗш космонавтпа тренировкăсенче пӗрлеччӗ эпир. Вăтам пӳ-силлӗ çамрăк. Калама çук лăпкă, васкаман, сăпай, хăй пуçӗпе шухăшлама пӗлекен, мӗнпе-тӗр Алексей Маресьев летчика аса илтерет. Унпа темӗнччен юнашар ларсан та ӗçпе çыхăнман пӗр сăмаха та илтейместӗн. Хăвăрт йышăну тума пӗлекен хăюллă çак ăслă çын пиртен нумайăшне килӗшет. Ун пек çынпа ӗмӗрӗпех ӗçлеме пулать. Сăмах пачӗ-тӗк — тытать». Çакăн пек пулнă совет космонавтикин историне кӗрсе юлнă йăхташ-легенда. Тӗнчипех паллă çын тăван çӗрне нихăçан та манман, чăвашлах калаçнă, юрланă та. Хăй чăваш пулнине те пытарман, мӗншӗн тесен тăван чӗлхе космоса çитме чăрмантарман. 

С.С. Иванован «Обратная сторона звезды героя» статйипе усă курса пичете 
Ирина КУЗЬМИНА хатӗрленӗ.

Сăнӳкерчӗксем 
Патшалăх архивӗнчен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: космос