Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

КОСМОСРАН ИЛНӖ ÇӖМРЕН

Хальхи вăхăтри технологисемпе тепре тата тимлӗнрех тӗпчесен ăсчахсем акă мӗн пӗлнӗ.

Швейцарири Берн хулинчи экспонат ăсчахсене чăннипех хумхантарнă тесе пӗлтерет Life интернет-хаçат. Космосран çеç килсе лекме пултарнăтесе шутлаççӗ ун пирки.

Сăмах Берн хулин Истори музейӗнче XIX ӗмӗртенпе упранакан калăпăшӗпе 4 сантиметра кăшт çитеймен, йывăрăшӗпе 3 граммран та сахалрах таякан артефакт пирки пырать. Ăна каярахри бронза тапхăрӗнчи пирӗн эрăчченхи IX-VIII ӗмрсенче пурăннă çынсен вырăнӗнче тупнă. Археологсем ăна пӗрре пăхсах авалхи çынсем сунара тухакн çӗмрен вӗçӗ тесе çирӗплетнӗ. Ухă йӗппин вӗçӗ пӗтӗмӗшле илсен металран пулни тӗлӗнтернӗ, бронза тапхăрӗшӗн ку пысăк çитӗнӳ, мӗншӗн тесен тимӗр ӗмӗрӗн тапхăрӗ  пирӗн эрăчченхи II-I ӗмӗрсенче çеç пуçланнă.  

 Хальхи вăхăтри технологисемпе тепре тата тимлӗнрех тӗпчесен ăсчахсем акă мӗн пӗлнӗ.

Çӗмрен вӗçне металлран ăста тунă çеç мар, унти хутăшра Çӗр планета çинче çук метала алюминин радиоактивлă изотопне – алюмини-26 – хушни паллă. Космосран татти-сыпписӗр пӗр чăрмавсăр радиоактивлă пайăркасем ӳксен çеç алюмини-26 пулӗччӗ çӗр çинче, анчах çӗре хӳтӗлекен магнитлă уй, атмосфера вӗсене кунта çитермест. Тен, Хӗвел тытăмӗ йӗркеленнӗ вăхăтра, авлтан авал пирӗн планета çинче чăнах та радиоактивлă алюмини нумай пулнă, тесе шутлаççӗ ăсчахсем. Анчах изотопăн ӗмӗрӗ 700 пин çулран ытла мар – вăл пайланса пӗтет. Апла 4,6 миллиард çул хушшинче вăл пӗтӗмпех пайланса пӗтнӗ.

Апла пулин те музейре упранакан çӗмрен вӗçӗнче чăннипех алюмини-26. Ăçтан? Мӗнле?

 Ку материал ксмосран килсе лекнӗ тесе шутлаççӗ ăсчахсем. Швейцари çӗрӗ çине ӳкнӗ Тваннберг (1984 çулта тупса палăртнă) метеоритпа танлаштарса пăхнă, анчах вӗсен тытăмӗ пӗр килмен, малалла шыранă.

Тӗрлӗ виçевсем туса, хими тӗрӗслевӗсем ирттерсе çӗмрен вӗçне тупнă çӗртен 1,5 пин километр инçетерех, хальхи Эстони территорине ӳкнӗ Каалияра метеорит патне çитсе тухнă. Ăсчахсем шутланă тăрăх вăл пирӗн эрăчченхи XV ӗмӗрте ӳкнӗ, темиçе кратер хăварнă çӗр çине, чи пысăккин диаметрӗ – 110 метр. Çӗр атмосферине кӗриччен 100 тоннах тайнă теççӗ пӗлекенсем. Эстонирен Швейцарие 1,5 пин килметр çула кӗскетсе мӗнле çитнине те ăнлантарса параççӗ – усламçăсем, сутуçăсем кӳрсе килнӗ иккен. Апла суту-илӳ ун чухнех вăйлă аталаннă тесе пӗтӗмлетме пултаратăр халь.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: космос