Котелов çуртӗнче реставраци ӗçӗсем пуçланаççӗ
Хусанти Киров районне те юсав ӗçӗсем çитрӗç. Хулан тӗп урамӗсенчи историлле архитектура палăкӗсене тахçанах юсаса малтанхи илемне тавăрнă, çак района вара реставраторсен алли чылай вăхăт çитейменччӗ. Ку тăрăх ӗлӗкрен промышленность объекчӗсемпе палăрса тăнă. Патшалăхăн тар завочӗпе Йӗтӗн комбиначӗ хăйсемех мӗн пысăкăш лаптăк йышăннă та!
Тар завочӗ паян кун та тăван çӗршыва хӳтӗлеме продукци кăларса тăрать, Йӗтӗн комбиначӗн шăпи урăхларах килсе тухнă. Иртнӗ ӗмӗрти 80-мӗш çулсенчи çӗнетӳ тапхăрӗ вуçех çапса хуçнă теме пулать ăна. Анчах капмар çурчӗсем халӗ те темӗн кӗтсе лараççӗ. Юсасан халăха кирлӗ пулӗç-ши вӗсем е пӗр-пӗр хальхи вăхăтри суту-илӳ центрӗ, хаклă хваттерсемлӗ çуртсем ӳссе ларӗç-и вӗсен вырăнне? Иртнӗ эрнекун ТР Культура еткерӗн объекчӗсене сыхлакан комитет (ОКН) йӗркеленӗ пресс-тур çак ыйтусем çине хуравсем тупма пулăшрӗ.
Иван Алафузов фабрикин (Йӗтӗн комбиначӗ шăпах унăн фабрикисенчен пӗри пулнă) реноваци, реконструкци, реставраци тума палăртнă пӗтӗмӗшле лаптăкӗ 66 пин тăваткал метртан та иртет. Кунта фабрика хăй кăна мар, унăн общежитийӗ те, училищи те, кантурӗсем те кӗнӗ. Юсав-çӗнетӳ ӗçӗсем вара 1833 çулта Хусан архитекторӗ Петр Пятницкий (Хусан университечӗн авторӗ те вăлах – Т.В.) классика стилӗпе туса лартнă Петр Котелов çуртӗнчен (Гладилов урамӗ, 53-мӗш çурт, (литер А11)) пуçланаççӗ. Ăна 1995 çулта федераци шайӗнчи культура еткерлӗхӗн объекчӗ тесе йышăннă.
Çурт историйӗнчен
Котеловсем крепостла хресченсем пулнă, анчах çемье XVIII ӗмӗрте ирӗк туянма пултарса хăйӗн ӗçне пуçарса янă. Ягодная слободара сăран тирпейлессипе, мамăк-тирсемпе сутă тăвассипе ӗçленӗ вӗсем. Халь сăмах пыракан Котелов çуртне те çак тӗлӗшпех çӗклесе лартнă. Малтанах ăна икӗ хутлă хăварасшăн пулнă, анчах çурт ӳснӗ май виçӗ хутлах тăвас тенӗ. Ăна вырăс классицизмӗн палăкӗ теме пулать. Унăн хучӗсем пӗр-пӗринчен уйрăлса тăраççӗ: пӗрремӗш хучӗ чулран, иккӗмӗшӗ, мезонинӗ – пӗренесенчен, чус хăмапа çапса тунă. Çурт фасадне коринф ордерӗпе эрешленӗ ултă колоннăллă портикпа чаплăн илемлетнӗ.
Çуртăн кашни хутне тӗплӗн шутласа палăртнă: пӗрремӗшӗнче – сăран завочӗн кантурӗ, пушар деповӗ, иккӗмӗшӗнче – хуçасем пурăнакан пӳлӗмсем, виççӗмӗшӗнче, мезонинра – тарçăсем. XIX ӗмӗрӗн иккӗмӗш çурринче I гильди купси Иван Алафузов çывăхри çӗрсене туянса сăран, йӗтӗн тирпейлессипе производство хута янă тапхăрта Петр Котеловăн завочӗпе çуртне те туяннă.
Кăçал çурта реставраци тума ирӗк париччен реставраторсен, архитекторсемпе инженерсен ушкăнӗ виçӗ çул архивсенче «чакаланнă», библиографи тӗпчевӗсем ирттернӗ. Çаплах çурт таврашӗ мӗнле улшăннине те пӗлме тăрăшнă. 200 çул хушшинче çуртпа мӗн пулса иртнине тупса палăртса истори объектне хăçан тата мӗнле улшăнусем кӗртнине пӗлнӗ. Кăçал çулла патшалăхăн историпе культура экспертизи объекта реставраци тума ирӗк панă.
Иван Алафузов аллине куçсан вăл усламçăн завочӗсемпе фабрикисен тӗп кантурӗ пулса тăнă. 1893 çулта çуртран завод кантурӗ тăвас тӗллевпе пӗрремӗш хут улшăнусем кӗртнӗ. Совет Союзӗн тапхăрӗнче вара кун пек çӗнетӳсем пӗрре мар пулнă. Чӳречисене те хупланă, çӗннисене каснă, виççӗмӗш хут тăрринче антресольсем тунă... Çаксене пула çуртăн историлле сăнӗ пӗтсех пынă, тул енчен пăхсан малтанхи пек чаплăн, хитрен курăнман, пысăк хăнасене йышăнакан анлă картлашкаллă пусмана та, кăнтăр енчи портикне те сӳтнӗ. Çав вăхăтрах пӳлӗмсенче çӗнӗ хуçасем нимӗн те улăштарман темелле. Çуртăн кашни кӗтесӗнче хитре изразецсемпе илемлетнӗ кăмакасем халь те тăраççӗ. Хăнасене йышăнакан пӳлӗме тухакан эрешлӗ пысăк алăксене те тивмен, йывăç виткӗçсене те çаплах хăварнă.
Реставраторсен ӗçӗ нумай кунта
Çурт никӗсне çирӗплетсе шыв каймалла мар тумалла. Тӗрлӗ вăхăтра тунă металл конструкцисене сӳтмелле, историри чи малтанхи «сăнне» тавăрас тӗллев тăрать умра. Кăнтăр енчи портикпе колоннисене «вырăна» тавăрмалла, интерьерăн декоративлă элеменчӗсене те реставрацилемелле. Çуртăн хальхи хуçи (реставраци ӗçӗсене пуçлассипе шăпах вăл çине тăнă), «СЗ «ФСК БРИЗ» тулли мар яваплăхлă обществăн генеральнăй директорӗ Андрей Евгеньевич Беляков реставрацие уйрăм çынсен укçи-тенкипе тăвассине пӗлтерчӗ.
Реставраци ӗçӗсен тӗп инвесторӗсенчен пӗри «СЗ «ФСК БРИЗ» тулли мар яваплăхлă общество пулса тăрать. Юсав ӗçӗсем вӗçленсен кунта библиотека тата музей пулӗ. ТР ОКН генеральнăй директорӗн çумӗ Наталья Прохорова инвестор чи кăткăс объекта юсаса историлле сăнне тавăрма йышăннине палăртрӗ. ТР ОКН хăй енчен реставрацин кашни тапхăрӗнче пулăшма хатӗррине пӗлтерчӗ. Асăннă культура еткерлӗхӗн объекчӗсене юсаса çӗнетни, реставраци туни район сăнне улăштарса çынсене çӳреме, канма, туристсене илӗртме, çӗнӗ ӗç вырăнӗсем тума пулăшни пуриншӗн те лайăх пуласси пирки иккӗленмелли çук – хулашăн та, районшăн та.
Алафузов фабрикин территорийӗнче регион шайӗнчи культура еткерлӗхӗн объекчӗн ятне илнӗ завод çуртне (XIX ӗмӗрӗн пӗрремӗш çурри) тата фабрикăн мăрйине реставраци тăвасси пирки те ӗçсем пыраççӗ. Анчах халӗ пӗтӗм тимлӗх, çинетăраслăх Котелов çурчӗ çинче пулӗ. (Автор сăнӳкерчӗкӗсем.)
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев