КӖРЕШӖНСЕМПЕ ӲКЕРНӖ ЭТНО-ТРИЛЛЕР
Мансур Аязович Гилязов сценаристăн, ТР тава тивӗçлӗ ӗçченӗн фильмографийӗ питӗ пысăк тесе калаймăн – пилӗк кинокартина. Апла пулин те унăн сценарийӗпе ӳкернӗ кашни фильм кинофестивальсене хутшăннă, парнесене тивӗçнӗ: «Куктау», «Бибинур» тата ыттисем.
Мансур Аязович пьесисемпе республикăри, Тутарстан тулашӗнчи тутар театрӗсенче лартнă спектакльсене те куракансем интересленсех çӳреççӗ. Çакăн пек спектакльсенчен пӗри кӗрешӗнсен историйӗпе çыхăннă «Микулай» пьеса. Пӗр вăхăтрах ăна Элметри тутар театрӗ тата Хусанти К.Кариев ячӗллӗ тутар çамрăксен театрӗ лартнă.
Драматург çӗкленӗ тема кино ӳкерекенсене те кăсăклантарнă.
Ильшат Рахимбай режиссер пьесăпа пӗр ятлă кино ӳкерме пуçланă. Тӗрӗсрех каласан, ӳкерсе пӗтернӗ те ӗнтӗ, якатса çитересси малта, сасă çыртарса кӗвӗпе илемлетесси.
Иртнӗ эрнекун «Татар-информ» хыпар агентствинче кино ӳкерекенсен пултарулăх ушкăнӗ журналистсемпе тӗл пулчӗ. Ильшат Рахимбай режиссер кӗскен «Микулайăн» ӗçӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ. Пӗлтӗр сентябрь уйăхӗнче Пӗтреç районӗнчи Толкияз кӗрешӗн ялӗнче ӳкерме пуçланă кинона. Унччен тата икӗ çул маларах киносценаристсем ӗçе пуçăннă. Ӗçӗн пӗр тапхăрне Тимур Бекмамбетов паллă кинорежиссер та хутшăннă. Чи малтанах трагеди жанрӗпе ӳкерме хатӗрленнӗскере паллă кино ӳкерекен этно-триллер жанрӗпе усă курма канаш панă. Пултарулăх ушкăнӗ чăнах та çакăн çинче чарăнса тăнă.
Ильшат Рахимбай кино тӗнчишӗн çӗнӗ çын мар, халиччен вăл кӗске метражлă, документлă киносем ӳкерсе ят илнӗ. Кинофестивальсене те хутшăннă, сахалтан та халăхсен хушшинчи 10 кинофестивальте тӗрлӗ номинацисенче çӗнтернӗ. ТР Президенчӗн «Киноискусствăри гуманизмшăн» премине тивӗçнӗ.
Режиссершăн «Микулай» пӗрремӗш тулли метражлă фильм. Унпа Рахимбай чи çутă ӗмӗчӗсене çыхăнтарать – Хусанта иртекен кинофестивальте кăна мар, Раççейри, тӗнчери кинофестивальсене хутшăнса премисем илме шут тунă малтанах. Мӗншӗн тесен, пресс-конференцие хутшăннă Александр Иванов сценаристăн сăмахӗпе, Микулая аптратакан ыйтусем тӗнчери кашни çынна канăçсăрлантарма пултараççӗ: каçарма пӗлменни, иртнине хальхи вăхăта, пуласлăха «сӗтӗрсе» пыни тата ытти çакăн пек самантсем. Кино чӗлхи тутарла мар, вырăсла пулнине те, унта тӗп рольте Раççей паллă киноактерӗ Виктор Сухоруков, ытти рольсенче те Раççей кино артисчӗсем Иван Добронравов, Варвара Шмыкова, Екатерина Агеева выляни те çакăнпах çыхăннă.
Кино ӗçӗсем вӗçленсе пыраççӗ терӗмӗр, анчах çакна тума 1 миллион çурă тенкӗ çитеймест. Апла пулин те пултарулăх ушкăнӗ пуç усмасть, Планета.ру сайтра краудфандинг меслечӗпе усă курса тӗнче пулăшнипе «Микулая» вӗçлеме ӗмӗтленет. Ытларах укçапа пулăшакансене парнесем парса хавхалантарасшăн.
Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев