«Кӳршӗ» фестивалӗн хӗллехи сезонӗ февралӗн 28-мӗшӗччен тăсăлать
Йӗлтӗрпе, конькипе ярăнас текенсене республикăн йӗлтӗр йӗрӗсемпе катокӗсем хӗл вӗçленичченех кӗтеççӗ.Çапла пӗлтерчӗç ТР Министрсен Кабинетӗнче ытларикун пулнă брифингра Çӗнӗ çул уявӗсенчи массăллă культура мероприятийӗсене пӗтӗмлетнӗ май.
Çӗнӗ çул вăхăтӗнче республикăра иртнӗ мероприятисен шучӗ чăнах та пысăк – 8098, пурӗ 1 миллион ытла çын хутшăннă. Тытăмӗпе тӗрлӗрен пулнă вӗсем: массăллă кану, театрализациленӗ представленисем, концертсем, спорт мероприятийӗсем... Уçă сывлăшра иртнисене халăх пуринчен ытла кăмăлланă. ТР Премьер-министрӗн çумӗ Лейла Фазлеева каланă тăрăх, мероприятисем тӗрлӗрен пулсан та тӗллевӗ пӗр – халăха пӗрлештересси, тимлӗх уйăрасси тата ыррине явăçтарасси.
Чи анлă сарăлнă мероприятисенчен «Кӳршӗ» проекта асăнчӗ спикер. Фестивалӗн 2025 çулхи декабрӗн 24-мӗшӗнчен пуçланнă хӗллехи сезонӗ февралӗн 28-мӗшӗнче кăна вӗçленет-ха. Çӗнӗ çул канăвӗ вăхăтӗнче ку проектпа 57 мероприяти иртнӗ. Фестиваль вӗçлениччен вара 162 пулмалла-ха. Парксемпе скверсенче, картишсенче пулакан çак фестивале ирттерме 1440 заявка килни хăйне майлă рекорд. Ку опыта малалла тăсасшăн республика. Массăллă хыпар хатӗрсенче, социаллă сетьсемпе мессенджерсенче анлă çутатнă май,«Кӳршӗ» фестиваль пирки тӗнчипех пӗлеççӗ тесен те юрать-тӗр. Пӗтӗмпе 51 миллион хут вуланă ун çинчен. Сăмах май, «Кӳршӗ» фестивалӗн хӗллехи сезонӗ – пӗрремӗш. Чăннипех халăх фестивальне çаврăннă çак проект пулăшнипе районсем «Хӗллехи пятачок», хӗллехи походсем пек тахçанхи мероприятисене çӗнӗрен чӗртнине асăнчӗ Лейла Фазлеева. «Хӗлле Тутарстанра» онлайн платформăпа ытти регион çыннисем те нумай интересленеççӗ иккен. Паллă ӗнтӗ, туристсене илӗртмелли çӗнӗ мелсене шырама хистет ку.
«Движение Первых» юхăмпа пӗрле йӗркеленӗ мероприятисем çинче уйрăммăн чарăнчӗ спикер. Раççейре наставничество системине аталантарать вăл. «Раççейри ача-пăча Хӗл Мучийӗ» Пӗтӗм Раççей акцийӗ, тӗслӗхрен, республикăн 39 районӗнче ирттернӗ. Ун хӳттипе аслăрах ачасем пӗчӗккисем валли Чăрăш Уявӗ йӗркелеççӗ. Çӗнӗ çул парнисем ăсталамалли мастер-классем ирттереççӗ. 2000 ытла ача хутшăннă унта кăçал. Çапла кӗçӗннисем аслисене, аслисем кӗçӗннисене хисеплеме вӗренеççӗ. Тепӗр «Асамлă перчетке» акцие 4 район (Тури Услон, Чистай, Çӗпрел, Элкел) ирттернӗ. Унта хутшăнакансем ăшă япаласем пухса ача çурчӗсенчи е сахал тупăшлă çемьесенчи ачасене парне тунă. «Çӗнӗ çул чӳречисем» акцие вара 13 район, Хусан хули хутшăннă. Çуртсен, учрежденисен чӳречисене Çӗнӗ çул композицийӗсемпе илемлетсе уяв атмосферине тунă вӗсем. Творчество ӗçне 870 ача хутшăннă.
Çӗнӗ çул вăхăтӗнче театрсемпе кинозалсем, цирк пӗр кун та пушă тăманнине тепӗр спикер, ТР культура министрӗн çумӗ Дамир Натфуллин, пӗлтерчӗ. Çӗнӗ çул кампанийӗ культура учрежденийӗсен те хӗрӳ иртнӗ. Хусанти «Экият» пукане театрӗ, тӗслӗхрен, декабрӗн 17-мӗшӗнче «Снежная королева– зимнее путешествие» постановкăн премьерипе пуçланăскер, январӗн 11-мӗшӗччен 120 спектакль кăтартма ӗлкӗрнӗ. 30 пин ытла куракана пухнă вăл. Хусанти Çамрăксен театрӗ 63 спектакльпе савăнтарнă. Ытти театрсенче те вун-вун спектакль иртнӗ çак вăхăтра. Хусанти цирк вара Мускаври Никулин циркӗпе пӗрле лартнă «Конек-Горбунок» халапа 61 хут кăтартса хăйне евӗр рекорд та тунă.
Тӗпрен илсен Çӗнӗ çул программине çемье аудиторийӗ валли хатӗрленине каларӗ Дамир Натфуллин. Сывлăх енчен хавшакрах тата СВОна хутшăннисен ачисем валли инклюзиллӗ, ыркăмăллăх мероприятийӗсене йӗркеленӗ. Пӗр сăмахпа, Çӗнӗ çул вăхăтӗнче хусансемпе хăнасен ăçта мӗн курмаллине суйламалăх пулнă.
Шкул ачисенчен пӗрисем хула-ялсене канма кайнă пулсан, теприсем хӗллехи лагерьсенче вăхăта усăллă ирттернӗ. Кун пирки тӗплӗнрех ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Азат Кадыров паллаштарчӗ. Хӗллехи кану вăхăтӗнче республикăри 6770 çул çитмен ача 76 сыватупа кану лагерӗнче пулнă. Урăхла каласан, 22 муниципаллă районти, Марий Эл республикинчи «Илеть» тата Крымри «Сэлэт-Ак Барс» лагерьсенче каннă. Вӗсем пурте вӗренӳре, спортра палăрнă вӗренекенсем. СВО салтакӗсен – 346, йывăр пурнăç условийӗсенчи 178 ача та каннă.
Çӗнӗ çул кампанийӗ анлă иртнине, пӗр Хусанта кăна хăнасен шучӗ 200 пинрен те иртнине пăхмасăр уявсен вăхăтӗнче пысăк инкексем пулман. Чăн малтан МЧС, полици, Росгварди сотрудникӗсем вăйлатнă режимпа ӗçленипе çыхăннă ку. Паллă ӗнтӗ, чи пысăк тимлӗх профилактика çине пулнă. ПАИ ӗçченӗсем, тӗслӗхрен, Çӗнӗ çул уявӗсем вăхăтӗнче ӳсӗрле руль умне ларнă 416 водителе тытса чарнă.
Уявсем пуçланас умӗн МЧС ӗçченӗсем кашни учрежденире пулса эвакуацилемелли çулсене, пушар тухнине систерекен, шыв памалли хатӗрсен юсавлăхне тӗрӗсленӗ. Çӗнӗ çул уявӗсен вăхăтӗнче 3 пин нумай хваттерлӗ тата 38 пин харпăр çуртра пурăнакан нумай ачаллă, ватăсем пур тата ăнăçсăр çемьесем патне çитсе килнӗ.
Шел, тавар çинчи инструкцие вулама вӗренейменнисем тупăнаççӗ-ха. Раççей МЧСӗн Тутарстанри Управленийӗн ертӳçин çумӗ Максим Трущин пиротехникăпа усă курнă чух республикăра 6 çын аманнине пӗлтерчӗ. Пиротехника хатӗрӗсене сутас йӗркене пăснă 10 сутуçă енӗпе административлă ӗç пуçарма тивнӗ.
Профилактика мерисене пăхмасăр декабрӗн 31-мӗшӗнчен тытăнса январӗн 11-мӗшӗччен республикăра пурӗ 116 пушар тухнă. Вӗсенче 5 çын вилнӗ, 9 çын суранланнă. Тӗпрен илсен, пушарсем хваттерсемпе харпăр çуртсенче тухнă. Инкексенчен 50 проценчӗ электрооборудованипе тӗрӗс усă курманнипе, 22,4 проценчӗ вутпа асăрханманнипе, тепӗр 19,8 проценчӗ кăмакапа тӗрӗс усă курманнипе пулнă. Асăннă 5 çын та акă килте ӳсӗрле пирус туртнипе тухнă пушарта çунса вилнӗ.
Çӗнӗ çул канăвӗ кăна вӗçленнӗ, асра юлакан мероприятисем вара хӗлӗпех тăсăлаççӗ-ха, çав шутра уçă сывлăшра та. Хусанти «Черное озеро» паркра, тӗслӗхрен, паллă спортсменăн И.Авербухăн мастер-класӗ эрнекун пулчӗ, январӗн 15—мӗшӗнче пуçланнă Раççей Кубокӗшӗн йӗлтӗр турнирӗ пырать. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев