Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

КРУЖОКРА АРÇЫН АЧАСЕНЕ ÇАТАН ЯВМА ВӖРЕНТНӖ

Вăхăт шав малалла шăвать, чарса лартма май çук. Кун хыççăн кун ылмашăнать. Ӗçрен киле таврăнни, ачасем ӳстернӗ вăхăт çине куç хывсан пурнăç иртнине те сисмесӗрех юлатăн. Паянхи сăмахăмăр та пурнăçне шкулта ачасене вӗрентес ӗçе халалланă çын пирки.

Агафон Иванович Молгачев 1937 çулхи чӳк уйăхӗн 24-мӗшӗнче Кӗçӗн Упи ялӗнче колхозниксен çемйинче çуралнă. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пӗтсен, 1945 çулхи авăн уйăхӗнче, Кӗçӗн Упи пуçламăш шкулӗн 1-мӗш класне вӗренме кайнă. Унтан Çӗнӗ Упири çичӗ çуллăх шкулта, кайран Хурăнвар Шăхалӗнчи вăтам шкулта вӗреннӗ.

Шкул ачи чухнех те, вăрçă хыççăнхи çулсенче те Чапаев ячӗллӗ колхозра вăй хунă. Тантăшӗсемпе пӗрле çамрăк ачасем тырă акса, тырă вырса кӗртес ӗçре ӗçленӗ, лашасемпе вăкăрсем çăк турттаракансем пулнă. Вăл вăхăтра техника пулманпа пӗрех.

1956 çулта ӗç çулне шкулта счетоводран пуçланă. Виçӗ çултан библиотекарь тивӗçӗсене пурнăçлама тата ӗç урокӗсене ертсе пыма пуçланă.

1958 çулта ӗçчен те сăпайлă Çӗнӗ Упи хӗрӗпе Ольга Дмитриевна Амосовăпа çемье çавăрнă. Мăшăрӗпе çемье ăшшине упраса, килӗштерсе 62 çул пӗрле пурăннă, икӗ ывăлпа икӗ хӗр çуратса çитӗнтернӗ, пӗлӳ панă. Ывăлӗсем ялтах çемье çавăрса тӗпленнӗ. Владимир выльăх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗçре вăй хучӗ. Марина Ульяновскри фармацевтика училищине пӗтернӗ, Упири аптека пункчӗн заведующийӗ. Надя – Тольятти хулинче пурăнать, ача садӗнче ӗçлет. Тӗпчӗк ывăлӗ Сергей ашшӗн профессине  суйланă, Упири вăтам шкулта ӗçлет.

Улькка аппа В.Чапаев ячӗллӗ колхозра çамрăк выльăх-чӗрлӗх ӗрчетес енӗпе ӗçленӗ, каярахпа «Восход» хуçалăхăн столовăйӗнче уй-хирте ӗçлекенсене тутлă та техӗмлӗ апат пӗçерсе çитернӗ. Тивӗçлӗ канăва тухсан та пекарньăра кăпăшка çăкăр, уявсенче кукăль пӗçернӗ çӗрте те ӗçленӗ. Шел пулин те, мăнукӗсемпе савăнса пурăнмалла чухне, чире пула 2021 çулта пурнăçран уйрăлса кайрӗ.

Агафон Иванович ӗмӗрне Çӗнӗ Упири сакăр çул вӗренмелли шкулта ӗçлесе ирттернӗ. Шкулта ӗç урокӗсемпе пӗрлех шкул библиотекинче те ачасене кӗнекесем вулаттарма тăрăшнă. Технологи кружокӗсенче арçын ачасене çатан явма вӗрентнӗ. Сăнав участокӗнче те тӗрлӗ пахча çимӗç акса çитӗнтернӗ.

Тăван шкултан 2002 çулта çеç тивӗçлӗ канăва кайнă. Педагогика ӗçӗн ветеранне, 43 çул вӗрентекенре ӗçленӗскере, чун-чӗререн тав тăвас килет. «Ӗçне кура хисепӗ», – теççӗ халăхра. Агафон Ивановича тăрăшуллă ӗçӗшӗн вун-вун Хисеп хучӗпе чысланă.

Нумай çул хушши сывă пурнăç йӗркине тытса пырать. Хӗлле тавралăх юрпа витӗнсенех йӗлтӗр сырса ярăнма тухатчӗ унччен, пӗрле мăнукӗсене – Егорпа Матвея та – илсе тухатчӗ. «Халь сывлăх кăшт япăхланчӗ-ха», – тет. Кил хуçалăхӗнче вӗлле хурчӗсем те тытаççӗ, тӗрлӗ пахча çимӗç çитӗнтереççӗ.

– Пӗртте ахаль ларас килмест, яланах кил-тӗрӗшре аппаланатăп, хампа пӗрле мăнуксене те ӗçе явăçтаратăп, ӗç вăрттăнлăхӗсемпе паллаштаратăп, вӗрентетӗп, – тет Агафон Иванович. – Тунсăхлама вăхăт та çук. Хаçат-журнал та вулатăп. Хам пултарнă таран пулăшатăп ачасене.

Юбиляр паян тӗп килте ывăлӗпе Сергейпе тата кинӗпе Алинăпа, мăнукӗсемпе хăтлă пӳртре килӗштерсе пурăнать.

Тулли кӗрекене ларса сумлă юбилейпе саламлама тӗп çурта ачисем, вун пӗр мăнукӗ, вунă кӗçӗн мăнукӗ, йышлă тăванӗсем пуçтарăнчӗç. Çаплах пӗртăван шăллӗсем –  Анатолий Тольяттирен, Василий Серпухов хулисенчен килсе çитрӗç.

Хисеплӗ Агафон Ивановича тата нумай-нумай çул пурăнма вăрăм ӗмӗр, канлӗ ватлăх сунатпăр, ачăрсемпе мăнукăрсенчен пархатар курмалла пултăр.

 

Юрий АДЪЮТАНТОВ.

Çӗпрел районӗ,

Çӗнӗ Упи.

Молгачевсен çемье 

архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев