Кӗрхи тырă калчисемшăн хăрушлăх çук-ха хальлӗхе
Паянхи кун тӗлне калчасен 84 проценчӗ лайăх. Хирсем 2 – 10 сантиметр хулăнăш юрпа витӗннӗ, тăпра пурӗ те 1-2 сантиметр чухлӗ кăна шăннă. Кӗрхи тырă калчисем вара 17 – 19 градус сивве чăтаяççӗ. Çавăнпа вырăн-вырăнпа юр час çумарӗ пулсан та хăрушлăх çук-ха хальлӗхе.
Тутарстан тырпулпа, тымар çимӗçпе хăй халăхне туллин тивӗçтерекен, ытлашшине сутакан регион. Декабрӗн 23-мӗшӗнче «Татар-информ» агентствăра иртнӗ черетлӗ пресс-конференцире ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствин, «Россельхозцентр», «Россельхознадзор», ял хуçалăх продукцин пахалăхне хаклакан управленисен специалисчӗсем тунă пӗтӗмлетӳсем тăрăх, ӳсен-тăран отраслӗн çулталăк кăтартăвӗсем лайăх.
Çураки хыççăн пулас тухăç прогнозӗ япăх марччӗ, анчах яланхи пекех çутçанталăк хăй тӳрлетӗвӗсене кӗртрӗ. Шăтнă калчасене май уйăхӗнче вырăн-вырăнпа тăм пӗтернипе, августри çумăрсем 29 районти тăпрана ытлашшипех нӳрӗлетнипе маларах палăртнă пек 4,3 миллион мар, 3,8 миллион тонна (август уйăхӗнчи çумăрсене пула пӗтӗмӗшле тыррăн 10 процентне пуçтарайман) тырпул пӳлмене кӗнӗ. Танлаштарма: 2023 çулта — 3603 миллион тонна. ТР ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗн çумӗ Дмитрий Яшин кăçалхи тухăçа лайăх тесе хак пачӗ. Августри çумăрсем ӗлкӗрнӗ тырра пухма чăрмантарнă пулсан, тымар çимӗçсемшӗн усăллă пулнине асăнчӗ. Ку вăхăтра вӗсем ӳсме тытăнаççӗ кăна-ха. Кăçал 2,4 миллион тонна сахăр чӗкӗнтӗрӗ, 1,2 миллион тонна çӗрулмипе ытти тымар çимӗçе пухса кӗртнӗ пирӗн. Çуллă культурăсене вара 813 пин тонна.
Пухса кӗртнӗ тырпул республикăн хăй халăхне тăрантарма çителӗклӗ. Ытлашшине Раççей регионӗсене, ют çӗршывсене сутнă. Кăçал пуçласа тулăпа урпан пӗрремӗш партине, 10 пин тонна ытла, Китая ăсатнă. Çуллă культурăсене вара, тӗнчери лару-тăрăва пăхмасăр Евросоюз çӗршывӗсене сутнă. Калас пулать, кашни çӗршывăн агропромышленность продукцийӗн пахалăхӗ енӗпе хăйӗн требованийӗсем. Чи çирӗп ыйтаканнисем — Китайпа Евросоюз. «Федерацин агропромышленность продукцийӗн пахалăхӗпе хăрушсăрлăхне тӗрӗслекен центрăн» Тутарстанри филиалӗн директорӗ Татьяна Меликова каланă тăрăх, ку питӗ пысăк та вăрах ӗç. Вăрлăхран пуçласа хирсенчи калчасене, унтан предприятисем фитосанитари йӗркине мӗнле пăхăннине тӗрӗслеççӗ вӗсем. Телее, республика продукцийӗн пахалăхӗ тивӗçтермен пӗр тӗслӗх те пулман. Тутарстанра тулă, урпа тата ыраш тиенӗ 142 теплоход Атăл тăрăх Астрахань, Новороссийск енне, малалла Сауд Аравине, Турцие, Ирана кайнă.
«Россельхозцентрăн» Тутарстанри филиалӗн ертӳçи Виталий Новичков пулас тухăçăн никӗсӗпе паллаштарчӗ. Кăçал кӗрхи тырра 490 пин гектара акса хăварнă. Паянхи кун тӗлне калчасен 84 проценчӗ лайăххине палăртрӗ вăл. Хирсем 2 — 10 сантиметр хулăнăш юрпа витӗннӗ, тăпра пурӗ те 1-2 сантиметр чухлӗ кăна шăннă. Тӗрӗссипе, кӗрхи тырă калчисем 17 — 19 градус сивве чăтаяççӗ иккен. Çавăнпа вырăн-вырăнпа юр час çумарӗ пулсан та хăрушлăх çук-ха. Чăн та, кӗрхи туллăн 8 проценчӗ япăх, тепӗр 7 проценчӗ вуçех шăтман иккен. Виталий Новичков сăмахӗпе, ку та йӗркеллӗ пулăм. Калчасем 100 проценчӗпех лайăх пулаймаççӗ. Тутарстан кашни çул кӗрхи тырăсен 10 процентне çӗнӗрен акать. Хальлӗхе, ку кăтартуран иртессӗн туйăнмасть-ха. Килес çул валли пӗтӗмпе 324 пин тонна пӗрчӗллӗ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхне хатӗрленӗ, çав шутра кӗрхи тырăсенне те.
Вăрлăх тенӗрен, селекципе çӗршыв юлашки çулсенче нумай ӗçлесен те импорта пӗтӗмпех хамăрăннипе ылмаштараймастпăр-ха. Çапах ку енӗпе те кăтартусем япăхах теме çук. Тӗслӗхрен, кăçал акнă кукурузăн — 71 проценчӗ, хӗвелçаврăнăшăн — 42, сахăр чӗкӗнтӗрӗн 8 проценчӗ хамăр вăрлăх. Темиçе çул каялла сахăр чӗкӗнтӗрӗн вăрлăхне 100 проценчӗпех ют çӗршывсенчен, тӗпрен илсен, Германирен, Данирен, Францирен, Турцирен кӳнӗ. Вăрлăха халӗ те вӗсенченех туянма тивет, пахча çимӗç вăрлăхӗпе вара Голланди тивӗçтерет. Малашне, хамăр вăрлăхсемпе усă курас вăхăтсем çитесси иккӗленӳллӗ мар. Виталий Новичков селекци çӗнӗ шая тухнине, хамăр вăрлăх ют çӗршыврисемпе конкурентлине каларӗ. Раççей производителӗсем вӗсене ытларах та ытларах туянаççӗ иккен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев