Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кӑштах кулӑш-2

Мирун та яшкана сыпса пăхать, унăн та куççулӗсем юхса анаççӗ

 Чăнкă Мирунпа​ арăмӗ апата ларнă.​ Арăмӗ пӗр кашăк сыпса илет те куçӗнчен çутă тумламсем юхса анаççӗ. Яшки сыпма çук тăварлă иккен.
– Мӗншӗн макăратăн? – ыйтать Мирун.
– Анне çакăн пек яшкана питӗ юрататчӗ, ăна аса илтӗм те йӗрсе ятăм, – хуравлать хӗрарăм.
Мирун та яшкана сыпса пăхать, унăн та куççулӗсем юхса анаççӗ.
– Эсӗ мӗншӗн йӗретӗн тата? – ыйтать арăмӗ.
– Эпӗ те санăн леш тӗнчене ăсаннă, мана çакăн пек ним тума пӗлмен хӗрне тыттарса хăварнă аннӳне аса илтӗм çав, – тесе хучӗ тет Мирун.​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​
​ ​ ​ ​ ​

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев