Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ку ачасем тӗрлӗ конкурссене хутшăнса çӗнтереççӗ

«Сувар» хаçат вулакансем валли кашни çулах тӗрлӗ конкурссем ирттерет. Çав шутра – ачасем валли те. Акă халӗ те ачасем Петӗр Хусанкай çуралнăранпа 115 çул çитнине халалланă конкурссене (вӗсем вӗçленмен-ха. – Ред.) хутшăнаççӗ. Апрельпе май уйăхӗсенче вара ача садне çӳрекенсемпе шкул ачисем «Аслă Çӗнтерӗве 77 çул» ӳкерчӗксен конкурсне хастар хутшăнчӗç. Нумаях пулмасть конкурса пӗтӗмлетрӗмӗр, çӗнтерӳçӗсен парнисене вӗсен вӗрентекенӗсен ячӗпе почта урлă ярса патăмăр. Темиçе кун иртсенех редакцин Ватсаплă телефонӗ çине тав сăмахӗсем килме пуçларӗç. Ачасенчен кая мар хӗпӗртенӗ учительсем парне панă чух ачасене сăн ӳкерме те ӳркенмен, тавах вӗсене!

Глеб Кожеманов малашне те  конкурссене хутшăнас кăмăллă

 

Акă мӗн çырать Аксу районӗнчи Беловкăри пуçламăш шкулăн вӗрентекенӗ Елена Васильевна Кожеманова: «Манăн вӗренекенӗм Глеб Кожеманов та конкурс çӗнтерӳçин Дипломӗпе парнисене илчӗ. Пысăк тав сире! Малашне те «Сувар» ирттерекен конкурссене хутшăнма кăмăлӗ пурри çинчен пӗлтерет Глеб. Сентябрӗн 1-мӗшӗнче вăл 4-мӗш класа каять. Питӗ пултаруллă, тăрăшуллă ача. Тӗрлӗ конкурссене хутшăнма кăмăллать: районти, РОЦ ирттерекен олимпиадăсенче пӗрре мар çӗнтерӳçӗ, призер ятне илчӗ. Ашшӗпе амăшӗ Владимир Ильичпа Евгения Ивановна хăйсем те питӗ хастар çынсем, тӗрлӗ конкурссемпе мероприятисене тăтăш хутшăнаççӗ, ачисене те çапла пулма вӗрентеççӗ. Çакăн пек хастарсем пулсан малашне те аптрамăпăр-ха».

 

 

Карина Тимошкина ӳкерме юратать

Çӗпрел районӗнчи Алешкин Саплăк шкулӗнче вӗренекен, «Аслă Çӗнтерӗве 77 çул» конкурсра Гран-при илме тивӗçнӗ Карина Тимошкина патне те парне çитнӗ. Вӗрентекенӗ Кристина Витальевна Максимова хӗрача пирки ырă сăмахсем çеç калать: «Карина питӗ тăрăшуллă, тирпейлӗ хӗрача. Çав тери ӳкерме юратать. Уйрăмах пейзажсем аван пулса тухаççӗ унăн. Хăй тӗллӗн те тӗрлӗ сăнарсем шутласа кăларса ӳкерет. Иртнӗ вӗренӳ çулӗнче хăйӗн ӳкерчӗкӗсемпе тӗрлӗ конкурссене хутшăнса пӗрре мар малти вырăнсем йышăнчӗ Карина. Ашшӗпе амăшӗ те хӗрне пултарулăхра хавхалантарсах тăраççӗ, тӗрӗс воспитани парса ӳстереççӗ. Эпӗ те хамăн вӗренекенӗмшӗн чун-чӗререн савăнатăп».

 

Илья Ильбикин пур енчен те талантлă

Çӗпрел районӗнчи Упи шкулӗнче вӗренекен Илья Ильбикин та «Сувар» конкурсӗсене тăтăш хутшăнать. Ӳкерчӗксен конкурсӗнче вăл 2-мӗш вырăн йышăнчӗ. Редакци парнине унăн вӗрентекенӗ Людмила Петровна Сердцева çитерсе панă маттур ачана. «Илья 4 класс пӗтерчӗ. 1-мӗш клас­ран пуçласа пуçламăш шкула пӗтеричченех «4» тата «5» паллăсемпе çеç вӗренчӗ. Питӗ маттур ача. Çемье­ре Илья виçӗ ачаран чи асли. Çамрăк, пӗр-пӗрне юратакан, хисеплекен тирпейлӗ çемье­ре ӳсет. Çулне кура мар питӗ ăслă ача вăл: ашшӗ-амăшне, учительсене хисеплет, юлташӗсемшӗн тем тума хатӗр. Мӗнле конкурса хутшăнсан та Тав хучӗсӗр, парнесӗр юлмасть. Математикăна питӗ юратать. Кӗçӗн классен хушшинче иртнӗ çыру конкурсӗнче пӗлтӗр те, кăçал та 1-мӗш вырăн çӗнсе илчӗ. Илья Ильбикина Турă тӗрлӗ енлӗ талант панă: юрлать те, ташлать те, спортпа та туслă. Хăш-пӗр ялта халӗ чăваш çемйи­сенчех  ачасем вырăсла калаçса ӳсеççӗ. Илья вара чăвашлах тап-таса пуплет, çакă мана питӗ савăнтарать. Тăван чӗлхепе калаçса ӳсни пӗрре те чăрмантармасть Ильяна – вăл вырăс чӗлхипе те, акăлчанла та «5»-семпе вӗренет. Ашшӗ-амăшне тав тăвас килет: ывăлне 4 çул вӗрентсе вӗсенчен пӗр япăх сăмах та илтмерӗм. Илья Ильбикин пек ачасем пулсан чăваш халăхӗ те, пирӗн чӗлхе те нихăçан та пӗтмест», – терӗ Людмила Петровна хăйӗн вӗренекенӗ пирки ăшшăн каласа панă май. 

Маттур ачасем малашне те «Сувар» ирттерекен конкурссене хутшăнасса шансах тăратпăр. Вӗсен вӗрентекенӗсене вара уйрăмах тав – шăпах эсир каланипе, тăрăшнипе, хавхалантарнипе, ачасен ӗçӗсене йӗркелӳçӗсем патне ярса панипе конкурса çитеççӗ ачасен материалӗсем. Пурне те çывхарса килекен çӗнӗ вӗренӳ çулӗнче ăнăçу, пысăк çитӗнӳсем тума сунатпăр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев