Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ку эрнере Хусанта «Новая волна» конкурс пуçланать

«Новая волна» конкурс Хусанти туристсен юхăмне ӳстерме тата ăна федераци шайӗнче сарма пулăшать. Çакăн пирки паян Хусан хулин мэрӗ Ильсур Метшин «Ӗçлӗ тунтикунра» каланă.

Монтаж сцены Новой волны

Ильсур Раисович сăмахӗсемпе, масштаблă культура мероприятийӗсем хула экономикине пысăк витӗм кӳреççӗ. Пӗлтӗр Хусан 5 миллиона яхăн туриста йышăннă. Хула пуçлăхӗн шучӗпе «Новая волнана» ирттерни çамрăксене музыкăпа туслашма хавхалантарать, хăйсен пултарулăхне уçма пулăшать. Кăçал çак конкурсăн финалне пуçласа Тутарстан юрăçи Игнат Изотов тухнă. Ильсур Метшин каланă тăрăх, хăйӗн пултарулăх çулне вăл Кощаково ялӗнче пуçланă, ача-пăча тата çамрăксен фестивалӗсене хутшăннă. Ильсур Раисович Игорь Крутой командине конкурса ирттерме Хусана шаннăшăн тав тунă.

«Новая волна – 2026» конкурс Хусанта августăн 20 – 26-мӗшӗсенче  иртет. Тутарстанăн тӗп хули конкурса иккӗмӗш хут йышăнать. Финалта Раççейрен, Арменирен, Беларуçран тата Казахстанран килнӗ 12 юрăçă сцена çине тухӗ. Конкурс программи тата эстрада çăлтăрӗсен концерчӗсем «Ак Барс Арена» патӗнчи New Wave Hall залӗнче иртеççӗ.

Сăмах май, августăн 14-мӗшӗ тӗлне концертсен билечӗсенчен 95 проценчӗ сутăнса пӗтнӗ. «Новая волна» конкурса хутшăнакансем Хусана августăн 8-мӗшӗнче çитнӗ, тепӗр кун репетицисем пуçланнă. New Wave Hall сценин монтажне ырана, августăн 18-мӗшӗ тӗлне, вӗçлеме планланă, ун чухне лапамра пӗрремӗш репетици иртмелле. Уява уçас церемони августăн 20-мӗшӗнче пулать.

Фото: ИА «Татар-информ».

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Новая волна 2026