Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Куç чирӗсемпе аптракансен шучӗ ӳснӗ

Куç чирӗпе чирлекен çынсен шучӗ ӳснине, вӗсен хушшинче çывăххăн курассипе (близорукость), инçӗше курассипе (дальнозоркость) тата астигматизм чирӗпе аптракансем йышлă пулнине «Татар-информ» ИАра иртнӗ пресс-конференцире витреоретинали хирургӗ, Хусанти патшалăх медицина академийӗн офтальмологи кафедрин доценчӗ, офтальмолог Софья Ниязовна Булгар, лазер хирургӗ, Е.В.Адамюк ячӗллӗ Республика клиникин çӳллӗ квалификаци категорийӗллӗ офтальмологӗ Надия Хашимовна Надырова тата офтальмохирург, Е.В.Адамюк ячӗллӗ Республика клиникин 1-мӗш квалификаци категорийӗллӗ офтальмологӗ Элина Ленаровна Минхузина каласа пачӗç.

«Республикӑра хальхи вӑхӑтра 400 пин çын куç чирӗпе чирлӗ. Цифрӑсене илес пулсан, пӗрремӗш вырӑнта рефракци патологийӗ, иккӗмӗш вырӑнта катаракта, виççӗмӗш вырӑнта глаукома тăраççӗ», – пӗлтерчӗ Софья Булгар. Катарактӑпа чирлесен куç сывлӑхне тавӑрма пулать-ха, глаукома ку енчен хӑрушӑрах чир. Мӗншӗн тесен унӑн симптомӗсем çук, тухтăр патне кайсан кӑна тупма пулать ӑна. Тăваттӑмӗш вырӑнта – куç сетчаткин чирӗсем. 

Начар курма пуçласан, куç тӗтреллӗ кăтартсан е пӑнчӑсем курăнсан, куç хӗрелсе тӑрсан тухтăр патне каймаллине каларӗ Надия Надырова. Çавӑн пекех офтальмологсем куç сывлăхне тӗрӗсленӗ чухне сахӑр диабетне, чӗре чирӗпе аптракансене тата пуçри усал шыççа та палăртма пултарнине каласа хăварчӗ тухтăр. 

Çемьере куç сывлăхӗпе аптракансем, вӑраха кайнӑ чирсем пулсан куçа тӗрӗслесех тӑмалла. Ачасен хушшинче те чирлекенсен шучӗ ӳснине (2023 çулта вӗсен шучӗ 24183 çитнӗ) палăртрӗ Элина Минхузина. 

Пӗлтӗртен Тутарстанра куçăн çиелти сийне (роговица) улӑштарса куç сывлӑхне сыхласа хӑваракан кăткăс операцисене ирттерме пуçланине те пӗлтерчӗ спикер. 

«Эпир кашни операцие республикӑрах тума тӑрӑшатпӑр, çӗнӗлӗхсене те кӗртсех тӑратпӑр. Пӗлтӗртен куçăн çиелти сийне улӑштарма пуçларӑмӑр. Халӗ витӗр кератопластика операцине те тăваятпăр, ку чухне куçăн çиелти сийне пӗтӗмпех трансплантантпа улăштаратпăр, çав шутра сывă сийне те. Куç роговицин хыçалти сийӗсен кератопластики чухне сиенленнӗ сийсене кăна донорăннипе улăштараççӗ. Çак операцисене çӗнӗлле, май килнӗ таран сахалрах касса (малоинвазивная хирургия) тата хăвăрт тума тăрăшатпăр. Оптика кăтартăвӗсем те питӗ аван», – ăнлантарчӗ тухтăр.

2023 çулта клиникăра тапхăр-тапхăрăн куç сийне улăштарассине икӗ хутчен тунă, куç сийне тӗпрен улăштарассипе 16 операци пурнăçланă. Кăçал вара сий хыççăн сий улăштарассипе 8, харăсах мӗнпур сийсене улăштарассипе 13 операци тунă. Медицинăна çӗнӗ технологисем кӗртни этем сывлăхне ватлăхра та тытса пыма пулăшать. Малашне те медицина çакăн пек хăвăрт аталанса пырсан, кам пӗлет, тен, çынна операци тумасăрах сиплеме вӗренсе çитӗç.

Каласа хăвармалла, хальхи вăхăтра ачасем кăна мар, эпир, аслисем те гаджетсене алăран ямастпăр, нумай вăхăт хушши телефонра тӗрлӗ информаци шыратпăр, пăхатпăр. Çавăнпа куçа тӗрӗслесех тăмалла. 

 

Оксана БЕРДНИКОВА. 

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2024 – Год научно-технологического развития в Татарстане