Куç умне тухать Тукай
Габдулла Тукай – чăннипех те аслă сăвăç, пултаруллă сăмах ăсти. Кӗскен каласан, вăл тутар тата тӗнче литературин классикӗ – 1886 çулхи апрелӗн 26-мӗшӗнче хальхи Тутарстанăн Арск районне кӗрекен Кошлауч ялӗнче мулла çемйинче çуралнă. Ачаллах сӗм тăлăха тăрса юлнă, терт-асап тӳссе, нумай нуша курса ӳснӗ. 1895 çултанпа ашшӗн тăванӗсем патӗнче Уральск хулинче пурăннă, медресере вӗреннӗ.
Сăвă шăрçалама 1902 çулта тытăннă. 1907 çулта хăй çуралнă çӗршывне, Хусан хулине, пурăнма куçнă. Хусанта сăвăç «Булгар» Хăна çуртӗнчи хӗрӗхмӗш пӳлӗмӗнче ытларах пурăннă. Тӗрлӗ журнал редакцийӗнче тăрăшнă, нумай вуланă тата паха хайлавсем çырнă. 1913 çулхи апрелӗн 15-мӗшӗнче Габдулла Тукайăн чӗри тапма чарăннă.
Поэт хайлавӗсене тӗнчери нумай чӗлхесене куçарнă, халь те куçараççӗ. Пуçласа чаплă та сумлă сăмах ăстин «Поэт» ятлă сăввине иртнӗ ӗмӗрӗн 20-мӗш çулӗсен пуçламăшӗнчех Хумма Çеменӗ чăвашла куçарса янраттарнă.
Габдулла Тукай чăваш халăхӗшӗн хăйӗн аслă ывăлӗ, аслă поэчӗ пекех хаклă тата сумлă. Эпӗ те тутар классикӗн вырăсла куçарнă сăввисене Аксури вăтам шкулта вӗреннӗ чухнех кăмăлласа вулаттăм. Унăн хайлавӗсем чун-чӗрене çывăх, шухăш-кăмăла çирӗплетеççӗ, ăс-тăна çивӗчлетеççӗ. Çавăнпах Тукайăн тӗрлӗ çулта çырнă сăввисене хам та хавхалансах чăвашла куçартăм. Сире, хаклă вулакансем, вуласа хак пама ыйтатăп.
Валери ТУКТАР, Шамил Бикчурин ячӗллӗ преми лауреачӗ.
Сăнӳкерчӗк culture.ru сайтран.
Чăвашла Валери Туктар куçарнă.
Поэт
Мана кун-çул хавалӗ ватăлтарӗ,
Халтан та ярӗ, курпуна кăларӗ,
Эп ватăлтармăп чунăма нихçан,
Вăл пулӗ çамрăк та хастар ялан.
Чӗрем ман юррăм-сăввăмпа тулать!
Мӗн ватлăх вăл? – Унран эп хăрамастăп!
Çут чунăмра ыр çуркунне юрлать,
Поэт чӗрине эс, хӗл, шăнтаймастăн.
Çулсем иртсен те эпӗ ватăлмастăп!
Вак вӗт ӗç ватăлтараймасть çынна.
Кăмака çине шăппăн хăпармастăп,
Кăвар пек сăввăм ăшăтать чуна.
Эп вилӗме те юрласа кӗтетӗп.
Мана Эсрел чараймӗ юрлама:
– Эсир юлатăр, эп çӗре кӗретӗп! –
Юлашки хут юрлатăп юррăма.
1908.
Чӗкеç
Тин çеç ав пирӗн чӳрече хуппи çине
Чӗкеç йăва тума пуçларӗ ирхине.
Вăл йăтрӗ шурă тăм кунӗпе тăрăшса,
Тăмран хитре йăва çавăрчӗ савăнса.
Нумай ӗçлерӗ пӗр канмасăр: ерипен
Ларса кăларчӗ пит маттур, чипер чӗпсем.
Чӗкеçӗм çамрăк, тӗкленмен ачисене,
Ăман, пăван йăтса çитерчӗ кунӗпе.
Чӗкеç сӗм тӗттӗм, вăрăм çиллӗ каçсенче
Сывласа лăпкăн çыврать ăшă йăвинче.
Пӗр çунатне хурса пуçӗ çине хуллен,
Çынсем тăмасăр вăранмасть вăл ыйхинчен.
Аслати авăтса, ялт çиçӗм çиçсен те,
Ир-каç сив çил каçса кайса вӗрсен те –
Чӗкеç пули-пулми, ай, ним пăшăрханмасть –
Пуçне çапла ни çӗклемест, ни вăранмасть.
1910.
Кӗнекем
Хăçан чун ывăнать кӗрешӳре,
Хăçан хама хам эп пит кураймастăп,
Хăçан тӗм хура пӗлӗт тӳпере,
Ӗшенсе, кун-çула усал сунатăп.
Хăçан хӗн хыççăн асап пурнăçра,
Чӗрене салху шухăш чӗрмелет.
Хăçан куççульлӗ пурнăç асăмра,
Вăй-халăм вăйсăрланса тертленет –
Кӗнекене эп ун чухне тытап,
Вулатăп страницăсене уçса.
Эп сывă, эп телейлӗ, эп пурнап,
Сана эп кăмăллап хавхаланса.
Унччен вулани тухать куç умне
Хуркайăк çулӗн çăлтăрӗ пулса,
Хавас чуна, хăратмасть чӗрене,
Кулленхи хӗвӗшӳ те ют мана.
Тин çеç çуралнă çутă ӗмӗтпе,
«Тавсси» калатăп эпӗ китапа*.
Ирхине хӗмленен ӗненӳпе,
Куратăп пуласлăха шанчăкпа.
1909.
*Китап (тутарла) – кӗнеке.
×××
Юрат кун-çула, Çӗршыва,
Тăван халăхăн пурнăçне;
Эх, вилӗм, ан хăрат мана,
Кашнин вилӗмӗ килетех.
Усаллă ӳпкеленине –
Ан илт эс, ан ил эс шута:
Кив пурнăçа хурланипе –
Хурлантараймăн ăс-тăна.
1910.
Тăван çӗрӗме
Ачапча чухнех шăпам санран уйăрнăччӗ мана,
Тăван енӗм! Халь эпӗ каллех таврăнтăм сан патна.
Тăван уй-хирсем, уçланкăсем пăлхатрӗç чунăма,
Вӗсем чӗннипе килтӗм ирӗклӗ канлӗхе курма.
Хăть кунта пӗчченлӗх, чухăнлăх кулянтарнă мана,
Хăть кӳрентерӳпе хурлăх хурлантарнă ман чуна.
Вăхăт иртрӗ! Кайăк евӗр вӗçсе кайрӗç çав кунсем,
Тӗлӗкре çеç тӗлленетӗп, савăнăçсăр çав каçсем.
Пурнăç хумӗсем хупларӗç – путармарăн эс мана,
Йӗри-тавра вут çунсан та вӗтелемерӗн чуна.
Тăван енӗм! Чăнласа ăнлантăм эп яланлăха,
Сан вут-çулуму та, хуму та хăват панă мана.
Вăрман та, авăн карти те, уй-çаранӗ те капан,
Çăлӗ те, шывӗ те пурте маншăн сăваплă кунта;
Ылттăн кӗр те сивӗ хӗл, çуркунне те шăрăх çулла,
Тӗртнӗ пир те кив хутаç, тăла чăлха та çăпата.
Чухăн чух та, начар чух та - чуна çывăх тăван ен!
Ытарайми илемӳпе манăн куç умне килен.
1907.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев