Куккук кунӗпе авăтать-тӗк – ăшă кунсем вăраха тăсăлаççӗ
Утă уйăхӗн 13-мӗшӗ – 12 Апостол. Çак кун çуралнă çын хăй тăвас тенине яланах пурнăçлать теççӗ.
Утă уйăхӗн 14-мӗшӗ – Кузьма тата Демьян. Çак кун пахчана çумласан урăх çум ӳсместмӗн. Чакак хыттăн чакăлтатать-тӗк – вăрах вăхăт шăрăх çанталăк тăрӗ. Анăçран вӗрекен çил çумăр илсе килет.
Утă уйăхӗн 15-мӗшӗ – Берегиня, Фотий. Çак кун йывăçсем çинче сарă çулçă йышлă-тăк – хӗл ир ларать. Вăрманта çырла нумай – хӗл сивӗ пулать тата вăрăма тăсăлать.
Утă уйăхӗн 16мӗшӗ – Мокий тата Марк. Вăрăмтунасемпе ӳпресем çаврăна-çаврăна вӗçеççӗ-тӗк – тепӗр çичӗ кун типӗ çанталăк пулать.
Утă уйăхӗн 17-мӗшӗ – Андрей. Çак вăхăтра сăпса нумаййи хӗлле çав тери сивӗ пуласса систерекен паллă. Йывăçсем çинче сарă çулçăсем пур-тăк – кӗркунне ир пулать. Çак кун çанталăк мӗнле – çурла уйăхӗн 11-мӗшӗ те çапла пулать. Çырла нумаййи хӗл сивӗ пуласса систерекен паллă.
Утă уйăхӗн 18-мӗшӗ – Афанасий. Каçхи тӳпере уйăх пур-тăк – тухăç ăнса пулать. Уйăха сăнамалла: тӗтреллӗ, пысăк курăнать-тӗк – кӗçех çанталăк пăсăлать; шуррăн курăнсан – сивӗтессе; симӗсреххӗн курăнсан – çумăра.
Утă уйăхӗн 19-мӗшӗ – Ермий, Сысой. Ирхи сывлăм тăрăх çара уран утсан çулталăкӗпех сывлăхлă пурăнăн. Енчен те уйăх яланхинчен пысăкраххăн тата тӗтреллӗн курăнсан – кӗçех сивӗтет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев