Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кукша Кӗркури куҫран кулать

– Тинӗс шывӗ мӗншӗн тăварлă?​ –​ Пулă ан пăсăлтăр тесе тинӗсе вăхăтран-вăхăта тăвар сапса тăнипе.

 Кăштах кулăш
Килсӗр Макçăмпа​ Чăнкă Мирун тӗл пулаççӗ.
​ – Салам, Мирун! Атя, сан сăнна ӳкерсе илетӗп, – тет килсӗрри, чаплă йышши камера кăтартса.
– Ăçтан тупрăн вара ку чаплăскере? – тӗлӗнет Мирун.
–​ Урампа пынă чухне китаецсем тӗл пулчӗç, çак япалана тыттарчӗ хӗрачи. Мӗн каланине ăнланмарăм, анчах вӗсен енчен питӗ чаплă парне пулчӗ ку. Урăхла ан шутлаччӗр тесе çавăнтах халăх хушшинче çухалтăм, – ăнлантарать Макçăм.
* * *
Ватлăхра​ пӗччен юлсан Кукша Кӗркури тепӗр хут авланма шут тытать.
– Ват супнă. Мӗн авланмалла ӗнтӗ санăн халӗ? Леш тӗнче пирки шутлама вăхăт, – вӗрентме пуçлаççӗ ăна ывăлӗпе кинӗ.
–​ Ăнланмастăр эсир нимӗн те. Шăпах хӗлле кирлӗ вӗри кăвайт, ытти вăхăтра мар, – тесе хучӗ тет ватă çын. ​
* * *
25 çул патша хӗсметӗнче пулнă хыççăн Кукша Кӗркури​ килне таврăнать. Вăл аякра пулнă вăхăтра ачисем ӳссе çитӗннӗ ӗнтӗ, хӗрӗсем качча тухнă, ывăлӗ авланнă. Арăмӗ çеç упăшки таврăннипе çамрăкланса кайнă пекех туйăнать. Салтака курма мӗнпур тăванӗсем, кӳршӗ-пӗлӗшӗсем пуçтарăннă тет.
​ – Тинӗс леш енче те пулса курнă тетӗн салтакра.​ Кала-ха, тинӗс шывӗ мӗншӗн тăварлă?​ – ыйтать хăнасенчен пӗри.
–​ Пулă ан пăсăлтăр тесе тинӗсе вăхăтран-вăхăта тăвар сапса тăраççӗ, – пӗр кулмасăр хуравларӗ тет Кукша.​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​
* * *
–​ Киле килетӗн те вырăн çине йăванатăн, çынсем пек ресторана е театра чӗнесси те çук санăн, – тустарать Чăнкă Мируна арăмӗ.​ ​
– Ăçта чӗнсен те çавах ниçта та каймастăн вӗт, халиччен те тухса курман. ​
–​ Эсӗ чӗнсе пăхсам, тен, кайăп та! ​
– Атя, паянах театра каятпăр эппин. Питӗ лайăх спектакль пулать терӗç, – хыпăнса ӳкет Мирун. – Мӗн сӗтел хушшине кӗрсе лартăн? Каятпăр-и эпир санпа паян? – тет вăл кăштахран. ​
– Çук, ниçта та каймастăп санпа! – пат татса хурать арăмӗ.
– Апла мӗншӗн капăрланса, сăрланса лартăн?
–​ Çакăн пек чиперкке санпа ниçта та кайма килӗшменнине эсӗ курса ӗнен тесе.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Юмор на чувашском