Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кулӑш – ӗҫре пулӑш

– Иккӗмӗш арăм шыва кӗме юратмасть çав. Çавăнпа хуйхăратăп та, – тет Мирун. 

   
Ахманей кивӗ пусса анса кайнă. Кăшкăрашнине илтсе унта Кукша Кӗркури пырса тухать. 
​ – Кăларсам мана кунтан, Кӗркури, – тархаслать пуян.
– Юрӗ, халех вӗрен илетӗп, çынсене чӗнсе килетӗп, эсӗ ниçта та ан кай вара! –​ каласа хăварчӗ тет Кукша.​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ 
* * *
Чипер Маринепе Яка Кулине тӗл пулаççӗ. Кулине çӗнӗ кӗпепе, хăй йăл-йăл кулать.
​ – Мӗншӗн çапла хаваслă вара эсӗ паян, уяври пек​ тумланнă тата? – кăсăкланать Марине.
​ –​ Икӗ хут уяв паян манăн, иккӗлле савăнăç – упăшка хам тахçантанпах курайми пулса çитнӗ хӗр-туспа тухса тарнă, – ăнлантарать​ Кулине.
* * *
Килсӗр Макçăм хула çывăхӗнчи ялтан така вăрласа килнӗ, ăна пусса пӗлӗшӗсене хăналанă тет.
– Мӗншӗн çапла турăн, хăвна нимӗн те хăвармарăн? – ыйтаççӗ тусӗсем.
– Выçă çынсене хăна туни мӗнпур çылăха каçарттарать, кунсăр пуçне мана та пуç-ури, ăшчикки, тирӗ юлать-çке, – ăнлантарать килсӗрри.​ ​ ​ ​ ​ 
* * *
Чăнкă​ Мирун йывăр чирлесе ӳкнӗ тет. Ун патне кредиторсем пуçтарăнаççӗ.
– Кивçенсене тӳлесе татмасăр ан вилтӗр тесе кӗл тăвăр, – канаш парать вӗсене Мирун.
Кредиторсем чӗркуçленсе ларса кӗлтума пуçлаççӗ. Унтан:
– Эпир кӗлтунине Турă илттӗр! – тесе тухса каяççӗ.
– Ну вăт, халӗ ӗнтӗ эпӗ нихăçан та вилместӗп, – хаваслăн каласа хучӗ тет Мирун.​ ​ 
* * *
Чăнкă Мирун кӳлӗ хӗрринче тăрать, ассăн сывласа илет. Ăна Вӗçкӗн Ваççа асăрхать, мӗншӗн кăмăлсăр пулнипе кăсăкланать.
– Манăн пӗрремӗш арăм çак кӳлӗре путса вилнине пӗлместӗн-им? – хуравлать Мирун.
– Анчах та иккӗмӗш хутӗнче эсӗ чипер те пуян хӗрарăма качча илтӗн вӗт. Мӗн хуйхăрмалли пур? – лăплантарасшăн Ваççа.
– Иккӗмӗш арăм шыва кӗме юратмасть çав. Çавăнпа хуйхăратăп та, – тет Мирун. 
* * *
– Ăçтан таврăнатăн-ха?​ Йăлтах халтан кайнă пек? – ыйтать Вӗçкӗн Ваççа. 
– Авă, хваттершӗн, ача сачӗшӗн, телефоншăн укçа кайса тӳлерӗм, налук пама кӗрсе тухрăм, пасарта ăпăр-тапăр туянтăм. Тата лавккана каймалла-ха, – каласа парать Мирун. – Эсӗ вара мӗнле? 
– Эпӗ мӗнпур ӗç укçине арăма паратăп, – каласа хучӗ тет Ваççа.

Евгений ТУРХАН хатӗрленӗ 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Юмор на чувашском