Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

КУЛЬТУРА КУНӖСЕМ ЛЕНИНОГОРСК РАЙОНӖНЧЕН ПУÇЛАНЧӖÇ

Тутарстанра муниципаллă районсен культура кунӗсен конкурсӗ мартăн 31-мӗшӗнче Хусанти Туслăх Çуртӗнче Лениногорск районӗнчен пуçланчӗ.

Тутарстанра муниципаллă районсен культура кунӗсен конкурсӗ  мартăн 31-мӗшӗнче Хусанти Туслăх Çуртӗнче Лениногорск районӗнчен пуçланчӗ. Асăннă район республикăн кăнтăр-хӗвелтухăçӗнче вырнаçнă. Пӗтӗм Раççейри çырав кăтартăвӗсемпе ку тăрăхра 61695 çын пурăнать. Лениногорск – нумай нациллӗ район, кунта авалтан чăваш, вырăс, тутар тата ытти халăх çыннисем туслă пурăннă. Чăвашсен шучӗ 2010 çулхипе танлаштарсан 4,5 процентран 3,10 процента чакнă, пӗтӗмпе 1913 чăваш пурăнать хальхи вăхăтра. 

рстанра наци политики çине пысăк тимлӗхпе пăхнăран ку конкурсра та халăхсен культурипе йăли-йӗркисене тӗп вырăна хунă. Лениногорсксем хусансене хавхалансах хăйсен пуян культурипе паллаштарчӗç. Программăна тӗрлӗ куравсем, интерактивлă конкурссем кӗнӗ. Таврапӗлӳпе интересленекенсем Лениногорскри таврапӗлӳ музейӗн экспоначӗсемпе интересленчӗç. Унта авалтан çак тăрăхра пурăннă халăхсен кил-тӗрӗшӗнче усă курнă япалисене курма пулчӗ. Лениногорск районӗн историйӗ культура сийӗсенчен пуян. Пӗр вăхăт вăл Оренбург кӗпӗрнине (1744 çул), унтан 1781 çулта Пӗкӗлме уесӗн йышӗ шутӗнче Ӗпхӳ кӗпӗрнине (ку II Кӗтерне патшан кӗпӗрне реформипе çыхăннă пулнă), 1851 çулта Самар кӗпӗрнине кӗрет. 

Октябрь революцийӗ хыççăн 1930 çулта ТАССР районсем çине пайланма тытăнсан хальхи Лениногорск районӗн çӗрӗсем Пӗкӗлмепе Элмет районӗсен шутне кӗреççӗ, 1935 çулта вăл Çӗнӗ Письмянка районӗ пек уйрăммăн йӗркеленсе каять. 1950 çултан пуçласа тин Лениногорск районӗ ята йышăнать. 

Паллах историлле пулăмсем йӗр хăвармасăр мар, çаксем халăхсен йăли-йӗркинче, культуринче палăраççӗ. 

Район центрӗ – Лениногорск хули, калаçура ăна час-час нефтяниксен хули тесе палăртаççӗ. 

Хусанти Туслăх Çуртӗнче йӗркеленӗ куравпа концерта нумай çын килсе курчӗ, вӗсен хушшинче ытларах çак районтан тухнисемччӗ. Лениногорсксем тӗрлӗ халăх апат-çимӗçӗпе, ал ӗç ăстисен ӗçӗсемпе паллаштарчӗç. Унтан концерт пуçланчӗ. Программăна кӗнӗ чăваш, тутар, вырăс халăхсен юрри-ташшипе  Туслăх Çурчӗ кӗрлесе тăчӗ. 

Чăвашсем, йышпа самай сахалрах пулсан та, хастаррисен шутӗнче. Çак районти Чăваш наципе культура центрне Ольга Орлова ертсе пырать. Вăлах пӗрремӗш пулса «Выля, хут купăс!» конкурса йӗркелесе янăччӗ. Геннадий Садовников паллă композитор та çак районтах ӗçлесе пурăнать. Нумай пулмасть кăна вăл 70 çулхи юбилейне паллă турӗ. Хусана Çӗнӗ Шешкелтен фольклор ушкăнӗ тата Культура çуртӗнче ӗçлекен Александр Ванюков килнӗ. Унăн йывăçран касса ăсталанă ӗçӗсемпе çынсем интересленсех паллашрӗç. 

Сăмах май, муниципалитетсен хушшинчи конкурса Нацисен культурисемпе йăлисен çулталăкне халалланă. Вăл ноябрӗн 24-мӗшӗччен пырать. Конкурс условийӗсемпе çӗнтерӳçӗ район федераллă е регион шайӗнчи культура проекчӗн  пурнăçланăвӗн площадки пулса тăрать, унсăр пуçне 3 миллион тенкӗлӗх сертификата тивӗçет. 

Лениногорскран эстафетăна Нурлат муниципаллă районӗ йышăнать. Вӗсем хăйсемпе вырсарникун, апрелӗн 9-мӗшӗнче,  «Чулпан» Культура керменӗнче паллаштараççӗ. Мероприяти кăнтăрла 12.00 сехетре пуçланать.  

 

Ирина ГОРДЕЕВА. 

Р.Мубаракшина сăнӳкерчӗкӗсем.

ТР Халăхсен Туслăх Çурчӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2023 – Год национальных культур и традиций в Татарстане