Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

КУН ПЕККИ ТӖНЧИПЕ ТЕ САЙРА

40 çул каялла пысăк та яка чулсем Акрель çывăхӗнче хальхи чухлех пулман

40 çул каялла пысăк та яка чулсем Акрель çывăхӗнче хальхи чухлех пулман

Çарăмсан районӗ республикăн кăнтăрӗнче – илемлӗ вырăнта –  вырнаçнă. Район центрӗнче Çарăмсан крепоçӗ пур. Кашни ялтах музейсемпе паллашма пулать. Вӗсене 1970-мӗш çулсенчех уçнă. Н.С.Фролов таврапӗлӳçӗ, 6 кӗнеке авторӗ Çарăмсан историне 2000-мӗш çулсенчех çырнăччӗ. Çарăмсанти Мемориал центрне йӗркелесе яраканӗ те Николай Фролов.

Акрель ялӗнчен инçе мар Хырлă вар ятлă вырăн пур. Тутарсем ăна Ташказан теççӗ. Кармăш ялӗнчен Кӗçӗн Сӗнче çырми урлă каçсан кунта тем пысăкăш чулсене курма пулать. Çуркунне шыв хиртен тата Лепетке вăрманӗ патӗнчен пит шавласа юхать ку вырăнта. Çакă та чулсене кăларать пуль çулсерен. 40 çул каялла кунта чулсем сахалрах пулнă.

 «Сувар» хаçатăн 2019 çулхи 46-мӗш номерӗнче пичетленнӗ «Ылтăн Урта вăхăтӗнче чăвашсем пулман-ши?» ятлă статйинче Евгений Илюхин таврапӗлӳçӗ çапла çырать: «Çарăмсан районӗнчи Акрель ялӗ патӗнчен инçех мар, хальхи Карамыш ялӗ патӗнче, «Кирлӗ мар» ятлă вырăн пур. Çав вырăнта пысăк чула çурмалла каснă – юн юхтăр тесе. Çавăнтах пуç хумалăх путăк пур. Мӗн чухлӗ тыткăна лекнӗ пăлхар пуçне каснă-ши кунта? Камсем пулнă-ши çав пуç касакансем, монголсем е Тамерлан салтакӗсем? Юнпа сăрланнă чул паянхи кунччен çавăнтах ларать». 

Пӗррехинче «ВКонтакте» социаллă сетьре «Кочующие.РФ» ушкăнпа паллашрăм. Ушкăна ертсе пыракансем Раççейри тӗрлӗ илемлӗ вырăнсене курса çӳреççӗ тата ӳкереççӗ. Ушкăна Айрат Хафизов ертсе пырать. Манăн та çак пирӗн патран инçе мар вырнаçнă пысăк чулсем çинчен ăна каласа парас килчӗ. Пирӗн çӗршывра кун пек чулсем-валунсем Киров облаçӗнче пуррине пӗлтерчӗ вăл. «Эпир, «Кочующие» команда, 20 çул ытла çул çӳретпӗр. Тутарстанра, Мари Республикинче, Урал тăрăхӗнче, Кавказра, Карелире, Алтайпа Саян тăрăхӗнче тата ытти вырăнсенче пултăмăр, илемлӗ вырăнсем çинчен информаци пухрăмăр», – тесе хурав панăччӗ вăл.

Хальхи вăхăтра геологсенчен никам та ку вырăна тӗреслеме килмен пулмалла. Тӗрӗссипе кунта туризм маршрутне уçма та пулать официаллă майпах. Ку вырăна Ешелчӗ (Яшавче), Кармăш (Карамышево) тата Акрельпе Йăвашкел çыннисем пурте пӗлеççӗ. Çак тăрăха хăнана килекенсем те ку вырăна курма васкаççӗ. Пысăк та çаврака чулсене халь сыхламасан кайран кая юлма пулать. Килекен вунă çынран иккӗшӗ чулсем çине хăйсен ячӗсене, хăш вырăнтан килнине чӗрсе çыраççӗ. Кунта пӗлтерӳпе асăрхаттару хăми те çук-ха паян кунччен…

Кӳршӗлле тутар таврапӗлӳçисем çырнă тăрăх, кунта çӗр çул е ытларах каялла арестленӗ çынсене тытнă пулнă. Ахальтен мар вӗсем ăна «Кирлӗ мар» тесе ят паман пуль ӗнтӗ. Мониторинг тусан аван пулӗччӗ.  Ку вырăна тӗпчемеллех. Наукăпа культура, эстетика енӗпе пӗлтерӗшӗ, паллах, валун чулсен пур. Вӗсене сыхласси кăна тăрса юлать. Кашни чула шута илме тата GPS-координачӗсене палăртмаллах пуль специалистсен.

«По одной из версий возраст валунов – более 250 миллионов лет. Камни образовались в результате наслоения осадочных пород на дне огромного озера. Дальше происходило длительное осушение водоема, окаменизация породы. А прошедший по этим местам ледник отшлифовал глыбы почти до идеально круглой формы. Камни уникальной сферической формы. Это явление редкое. Камни появились в результате равномерной кристаллизации от центра в особых геологических условиях», – тесе çырнăччӗ Жуковляны ялӗ патӗнчи валунсем пирки ученăйсем.

Кун пек вырăн сайра тӗл пулать. Коста-Рикăра, Раççейри Франц Иосиф Çӗрӗнче тата Японире пур. Волгоград патӗнче те пур теççӗ. Тата Киров облаçӗнчи Жуковляны ялӗ çывăхӗнче пур. Чи малтан вăл çаврака чулсене çав вырăнти таврапӗлӳçӗ Анатолий Фокин тупнă пулнă. 

Пирӗн патра та пур, тӗлӗнмелле япала! Урăх куçпа пăхма пулать Çарăмсан енчи туризм çине. Тутарстан туризмӗ çине те...

Ку пысăк чулсем чăн та ӗнтӗ пирӗншӗн вăрттăнлăх. Валунсем хăçан пулса кайнине геологсем кăна калама пултараççӗ, паллах. Кунта вӗсем мӗнле майпа килсе лекнӗ-ши? Пăрсем çакăнта çити илсе килме пултарнă айлăм  вырăнсене. Тата хăйăр та кунтах пуçтарăнса тăнă. Пирӗн патра хăйăр карьерӗ те пур. Майӗпен çӗр хăйех пысăк чулсене çӳле кăларать.

Чулсен çийӗ яка, сивӗ. Пур чул та кунта тикӗс. Шар евӗр. Валунсем темӗнле вăй парса тăнăн туйăнать. Чӗрӗ тейӗн вӗсене. Элле вырăнӗ çапла-ши? Чулсем çулсерен вырăнӗсенчен куçнăн туйăнать. Тата мӗн чухлӗ чул выртать-ши  çӗр айӗнче?

Официаллă наука чулсем пулса кайнине çапларах ăнлантарать. Вӗсене тӗпчени чулсем юшкăн ту породисем пулнине кăтартса панă. Ту породин текстури уççăнах курăнать: горизонтальлӗ сийсем пӗр евӗрлӗ мар, ахăртнех тӗрлӗ климат условийӗсенче пулса кайнă вӗсем. Лайăхрах тӗпчени вӗсем цементланнă хăйăр чулӗ пулнине кăтартать. 

Наукăра ученăйсем ку чулсене «шаровидные  конкреции» тесе ят панă.

Ку чулсем Пермь тапхăрӗнче (палеозой эрин улттăмӗш тата юлашки тапхăрӗ) пулса кайнă тесе палăртаççӗ. Динозаврсем вăл вăхăтра çӗр çинче пулман-ха. Пăрлăх тапхăрӗнче çӗр тӗртсе кăларнă йӗтресене çутçанталăк палăкӗ тесе йышăнмалла.

Апрель уйăхӗн вӗçӗнче республикăри мӗнле палăксене сыхласа хăвармалли пирки ыйтăм ирттерчӗç. 1300 çынран  400-шӗ пысăк чулсене суйласа илнӗ. Ку вара савăнтарать. Ку илемлӗ вырăна çутçанталăк палăкӗ  тесе йышăнасса пит шанас килет. 

 

Алевтина НАЗАРОВА

 (АРТЕМЬЕВА).

Анат Кама – Акрель.

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: родные края