Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

КУНӖ ЫРĂ, КĂМĂЛ САВĂК, КАШНИ КУНТА ТАРАВАТ

Тури Услонра Наци культурисемпе йăлисен çулталăкне уçрӗç

Тури Услонра Наци культурисемпе йăлисен çулталăкне уçрӗ.

Апрелӗн 28-мӗшӗнче Тури Услон районӗн Культура çуртӗнче Тутарстанри наци культурисемпе йăлисен çулталăкне уçрӗç. Кунта Тутарстанри Халăхсен ассамблейин филиалӗ ӗçлет, паянхи куна вăл пилӗк наци – 

вырăс, тутар, чăваш, армян тата азербайджан – çыннисене пӗрлештерет. Çывăх вăхăтрах Дагестан тата Узбекистан диаспорисен обществисене регистрацилесси пирки систерчӗç пире.

Тури Услон районӗнче чăваш ялӗсем пур, пит йышлах мар. Тӗпрен илсен вӗсем иртнӗ ӗмӗрте 30-мӗш çулсенче Чăваш Республикинчен куçса килнӗ. 

Акă, хальхи мероприятиех илер. Кунта Аслă Меми те, Канаш ялӗ те, Киров ялӗ те пур. Чăваш культурин хӗлхемӗсене сӳнме паман ентешӗмӗрсем сӗтелне те янтăланă, пӳрт-çурта хăтланă пек хăйсен таврашне тӗрленӗ алшăллисемпе илемлетнӗ. Чăвашсем мӗн авалтан уяса пурăннă Мăнкуна халалласа хатӗрленӗ ӗçми-çимине: икерчи, хуплăвӗ, çăмарти... Кашни апачӗн ятне чăвашла тата вырăсла çырнă табличкăсем лартнă. Кăпăклă чăваш сăри тултарнă кăкшăмӗ те çакăнтах. Ун умне сăра вӗретме рецептне те çырнă. Аслă Мемири Надежда Васильевна Баймяшкина, Канаш ялӗнчи Ольга Сергеевна Баймяшкина, Киров ялӗнчен Марина Валентиновна Иванова тарават кӗтсе илеççӗ хăнасене. Апатне те тутанса пăхма сӗнеççӗ, кашнин çинчен каласа параççӗ. Халăхăн йăлине те асаилтерме манмаççӗ. Пăва районӗнчи Элшелӗнчен Çыр Морквашине качча килнӗ Надежда Саттарова та кунтах, юрра-ташша та ăста, хăнасемпе вашават, ентешӗсемпе ăшпиллӗ.

Вырăссен, тутарсен сӗтелӗсем те питӗ пуянччӗ. Вырăс апачӗсем тӗрлӗ-тӗрлӗ – тăварланă кăмпи те пит тутлă, сӳтӗнӗ те пур, типӗтнӗ пулли, ăшалани... пурне те çырса пӗтерейӗн-и?! Шăрăхра ăшша пиçнӗ çынсене кваспа хăналаççӗ, кукăльне астивме сӗнеççӗ. Тутарсен ӗçми-çими тӗпрен илсен чейпе çыхăннă. Баурсакӗ те кунтах, ытти пылак апачӗ те пур. Чейне те ярсах тăраççӗ. 

 Наци сӗтелӗсемпе юнашарах кăмăл тăвакансене пукане тума вӗрентеççӗ, хатӗррисене çакăнтах сутаççӗ. 

Калфак çӗлеме вӗрентекен мастер-класра та çамрăксем интересленсех йӗппе çип алла тытаççӗ. Хăйсем кăмăлланă пусмаран пӗрремӗш калфак çӗлеççӗ. Кам пӗлет, тен, çак кунран ку хӗрпӗрчирен çӗнӗ ал ăсти çитӗнет?

Тутар Бурнашевăри Культура керменӗнче ӗçлекен Ольга Викторовна Коклюгина сӗтелӗ умӗнчен çын татăлмарӗ. Паян кашни утăмра хӗрлӗхен курăкӗнчен чей туса сутнă чух кунран тӗлӗнмӗпӗр. Тӗлӗнмелли урăх – Ольга Викторовна сӗтелӗ çинче мӗнле чей кăна çук-ши?! Панулмирен, чиерен, хăмла çырлинчен. Çук, ан шутлăр типӗтнӗ улма-çырларан тесе. Пур чейӗ те çулçăран. 

Ольга Викторовнăна пилӗк çул каялла питӗ ăнăçсăр чей лекнӗ иккен, аллергипех аптранă ун хыççăн. Çакăнтан пуçланă та интересленме килте чей хатӗрлессипе. Унăн коллекцийӗнчи «чи ватă» чей – улмуççи çулçинчен туни, «чи çамрăкки» (çулталăк каялла кăна тума пуçланă ăна) – чăрăш йӗпписенчен хатӗрлени. Çулталăк вăхăтне кура чăрăш йӗпписен чейӗн тути улшăнать иккен. Хусанти Акăш кӳллинче иртекен мероприятисенче тутанса пăхма, туянма пулать О.Коклюгина чейӗсене.

Иртнӗ эрнекун ăшăччӗ, янкăр уярччӗ. Культура çурчӗ хыçӗнчи тӳремре ача-пăча валли вăйă площадки йӗркеленӗ, хырăмӗ выçнă шăпăрлансене хуратул пăттипе, пылак печени-пӗремӗкпе те хăналарӗç. Пăтти тутлă пулнă курăнать, турилккисене туххăмрах çутатма ӗлкӗрнӗ ача-пăча тата пăтă хуранӗ патне туртăнать. 

Тепӗр площадка Культура çурчӗн айккинче пулчӗ. Кунта вырăс халăх вăййисене выляттарчӗç культура ӗçченӗсем. Тӗрлӗ наци тумӗсем тăхăннă ача-пăчапа аслисем килӗштерсе вылянине пăхма кăмăллă пулчӗ. Çакăнта тата тутар, чăваш вăййисем те пулсан вăйă карти пуянлăхӗпе куçа савăнтарӗччӗ. 

Вăйăсем хыççăн Культура çуртне таврăнтăмăр. Хăнасене сăвăласа-юмахласа, кӗрӗк урлă уттарса кӗртрӗç. Уяв сценарийӗпе питӗ кӗтнӗ пысăк хăнасене çапла пăхаççӗ. Фойере юрă-кӗвӗ янраса тăчӗ. Кашни халăх хăйӗнпе паллаштарчӗ. Уяв мероприятийӗ концертпа вӗçленчӗ. 

Мероприяти лăпкăн, кăмăллă иртрӗ. Тури Услон муниципаллă район пуçлăхӗ Марат Галимзянович Зиатдинов та хутшăнчӗ мероприятие. Наци культурисемпе йăлисен çулталăкне  халалланă уява хăйне май репетици пек те йышăнма пулать. Кăçал республикăри районсен хушшинче ăмăрту хӗрсех пырать – хăш муниципаллă районăн центрне Тутарстанăн культурăллă шӗкӗр хули тесе йышăнӗç? Хусанта кашни эрнере пӗр-пӗр район хăйӗн пултарулăхне, пуянлăхне, тараватлăхне тата хăйнеевӗрлӗхне кăтартать. Вӗсенчен хăш-пӗрисемпе сире, хисеплӗ вулакан паллаштарнăччӗ те эпир. Малашне те репортажсем хатӗрлӗпӗр. Туриуслонсем те тупăшăва тухма черетре тăраççӗ. Сентябрь уйăхӗнче район пултарулăхне Тутарстанăн тӗп хулинче кăтартма шăпа тухнă. Шанатпăр, тивӗçлипе кăтартӗ хăйне Тури Услон.

 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

 Автор сăнӳкерчӗкӗсем.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2023 – Год национальных культур и традиций в Татарстане