Лайăшра чăваш юманӗ ӳсет
Ӗç ветеранӗ вăрçăра пуç хунисене асăнса аллея лартнă
Лайăш районӗнчи Аслă Кабан ялӗнче пурăнакан ӗç ветеранӗн, çыравçăн Альберт Миронович Кольцовăн чун киленӗвӗ – çутçанталăк. Профессипе строитель пулсан та, нумай çул вырăнти вӗçен кайăксене тӗпчет. Çырса пынă сăнавӗсем тăрăх темиçе кӗнеке кăларчӗ. Хăй мӗн пӗлнине халӗ Аслă Кабан шкулӗн вӗренекенӗсене класс тулашӗнчи уроксем ирттерсе паллаштарать. Тепӗр сулмаклă ӗçӗ те пур – Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă Аслă Кабан ялӗн 111 çыннине тата хăйӗн тăван Малти Пукаш ялӗн (Чăваш Ен, Сӗнтӗрвăрри округӗ) 55 çыннине асăнса аллея лартнă.
Аслă Кабан ялӗнче хăй çурчӗпе юнашар типçырмара хурăн, пилеш, вӗрене, юман, çӗмӗрт, çăка, ăвăс... пӗтӗмпе 20 тӗрлӗ 191 тӗп йывăç кашласа ӳсет паян. Пӗр хунавӗ те ăнсăртран лекмен кунта. Калăпăр, пилеше ашшӗ-амăшне асăнса тӗп килтен илсе килнӗ. Аллейăри пирвайхи йывăç вăл. Тем хулăнăш вулăллă пулса урама илем кӳрсе саркаланса ларать халӗ. Çырлине вара хӗлӗпе вӗçен кайăксем çиеççӗ. Вӗрене те пӗр ахаль мар. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнче Чăваш Ен çак йывăçран фронт валли йӗлтӗрсем ăсталанă иккен.
31 тӗп юманăн вара хăйӗн историйӗ. Вӗсем – чăн-чăн чăваш юманӗсем, чăнах та Чăваш Енрен кӳнисем. Альберт Миронович темиçе çул каялла хăйсен тăрăхӗнчи Ускасси вăрманӗнчен 49 йӗкел пухса килсе акса хăварнă. Тӗрӗссипе, шăтасса пит шанман та малтан. Тепӗр çул май уйăхӗн вӗçӗнче 49-тан 37-шӗ шăтса тухнă. «Эпӗ юман йӗкелӗсене хамăн тăван ялăн Аслă вăрçăран таврăнман салтакӗсене асăнса илсе килтӗм. Мӗншӗн тесен вăл çынсем пурте Ускасси вăрманӗнче ӗçлесе ӳснӗ», – виçӗ метртан та çӳлерех кармашнă юманӗсем çине кăтартрӗ ӗç ветеранӗ. Чи юратнă виçӗ хурăнӗ те пур чунӗпе лирик Альберт Мироновичăн. Кунтах панулми йывăççи те, сырланпа (облепиха) çăка та пур. Мăшăрӗ Нина Павловна калашле, аллея кăна мар ӗнтӗ ку – вăрман. Юлашки çулсенче унта тӗрлӗ кăмпа ӳсме тытăннă иккен тата.
«Аллея лартас шухăш ним çук çӗртен çуралман ман. «Промстрой материалы» трестăн ЖБИ-3 директорӗнче ӗçленӗ чухне Лайăш районӗнчи Столбище ОПХ директорӗ Усман Хабибуллович Валиуллин завода килчӗ те: «Альберт, тахçанах пӗр-пӗрне пӗлетпӗр, атя-ха ман пата ӗçлеме, тӗп юсав енӗпе çум пулăн», – терӗ. Çапла 1990 çулхи февралӗн 1-мӗшӗнчен кунта ӗçлеме тытăнтăм. Райкомра мана пирвайхи кунсенчех Аслă Кабан ялӗнче 350 вырăнлă çӗнӗ шкул строительствине пуçарма явапларӗç. Шкулăн тӗп инженерӗ Виталий Васильевич Бессарабов шкул валли вырăн пăхма килсен Аслă Кабан ялӗн (ун чухне 421 килччӗ кунта) Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă çыннисене асăнса лартнă палăка курчӗ те: «Вăт мӗнле аван, виçӗ хурăн та лартма ӗлкӗрнӗ», – терӗ. Эпӗ вӗт ял çынни. Мана кунта пурăнма килнӗскере çӗр панă пулсан, мӗншӗн-ха манăн вăрçăра пуç хунисене асăнса хампа юнашар типçырмана йывăç лартас мар, çыранӗ те ишӗлмӗ тесе шутларăм. Чăн та, ку ӗç миçе çула тăсăлса каяссине пӗлмен-ха эп ун чух. Килте мăшăрăма Нина Павловнăна тата ачасене каларăм та вӗсем ман шухăша ырларӗç кăна. Хамăр территорин çӗрне лайăхлатма тесе 28 «КАМАЗ» хура çӗр кӳртертӗм вăл çул. Кӗркуннеччен пирвайхи 47-48 тӗп йывăçа лартрăмăр. 35 çул пурăнатăп ӗнтӗ кунта, хама Аслă Кабан çынни тесе шутлатăп. Çапах тăван ялăма та манман эпӗ. Çавăнпа кунти салтаксемпе пӗрлех вăрçăран таврăнман хамăн ентешсене те асăнса йывăç лартас терӗм. Эпир халӗ çамрăк мар ӗнтӗ, çапах та ку ӗçе вӗçне çитертӗмӗрех», – каласа пачӗ астăвăм аллейин историне хисеплӗ çыравçă. Аллейăра мӗн чухлӗ, мӗнле йывăç ӳснине 1995 çултан çырса пырать, 2026 çул тӗлне 191 тӗп таранах пулса кайнă.
Хисеплӗ строитель, ӗç ветеранӗ, пысăк стажлă спортсмен Альберт Миронович «Лыжня России» Пӗтӗм Раççей йӗлтӗр ăмăртăвне 2024 çултанпа кăна хутшăнмасть-ха, вăйӗ çуккипе мар, куçӗ япăхрах курнипе. ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн пайташӗ те вăл, 5 кӗнеке авторӗ. 2023 çулта Чăваш çамрăкӗсен Альберт Канаш премине илме тивӗçнӗ. Хальхи вăхăтра тепӗр кӗнекепе ӗçлет. Хăй пурнăçӗ çинчен мемуара çырса пӗтернӗ ӗнтӗ, пичетлемелли кăна юлнă. Сăмах май, Альберт Миронович Кольцов июнӗн 28-мӗшӗнче 87 çул тултарать. Мăшăрӗн Нина Павловнан (профессипе агроном) вара юбилей, кӗркунне 80 çул пулать ăна. Çутçанталăка, çӗр ӗçне чунпа парăннă çак мăшăр кăçал тата изумруд туя (55 çул) паллă тума хатӗрленет. Çулӗсене пăхмасăр вашават-ха вӗсем, яланхи пекех мӗнпур ӗçе наука кăтартнă пек, пӗлсе тăваççӗ. Çавăнпа пахча çимӗçӗ ăнса пулать вӗсен. Йăпанмалăх 15 чăххи те пур. Вăхăтӗнче ӗне-вăкăр, сурăх, хур-кăвакал, индоутка та усранă. Халӗ ӗнтӗ пахча та çитет теççӗ. Канмалли кунсенче вара ачисемпе мăнукӗсем килеççӗ. Çакă мар-и-ха чăн-чăн телей?
Аслă юлташăмăра, «Сувар» хаçатăн штатра тăман авторне Альберт Миронович Кольцова çуралнă кунпа саламласа çирӗп сывлăх, иксӗлми вăй-хал сунатпăр. Малалла та çамрăксемшӗн тӗслӗх пулса нумай-нумай çул пурăнмалла пултăрччӗ-ха.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев