Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Лайăшра халăх культурисен аталанăвне сӳтсе-яврӗç

2019 çул кăтартăвӗсемпе Лайӑш районӗнче 44 458 çын пурăнать, çак халӑхран чӑвашсем 1% чухлӗ, шкулсенчи 6800 вӗренекенрен 21-шӗ чăваш

Сентябрӗн 27-мӗшӗнче Лайăшра ТР Халăхсен Ассамблеин ларăвӗ иртрӗ

2019 çул кăтартăвӗсемпе Лайӑш районӗнче 44 458 çын пурăнать, çак халӑхран чӑвашсем 1% чухлӗ, шкулсенчи 6800 вӗренекенрен 21-шӗ чăваш.

Патшалăх наци политикине, Тутарстанри миграци лару-тăрăвне, районсенчи Туслăх Çурчӗсен ӗçне ТР Халăхсен Ассамблеин Канашӗн Лайăшра иртнӗ канашлăвӗнче сӳтсе яврӗç. Пухăва организацин ертӳçи, ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин ертсе пычӗ.

Лайăшри канашлăва яланхи пекех республикăри наципе культура пӗрлешӗвӗсен ертӳçисем, Халăхсен Ассамблеин филиалӗсен ертӳçисем, районсенчи Туслăх Çурчӗсен директорӗсем, муниципаллă власть представителӗсем, профильлӗ министерствосемпе ведомствосен ӗçченӗсем халăхсем хушшинчи хутшăнусене çирӗплетессинче пӗлӳпе пайланаççӗ, эффективлă практикăсемпе паллаштараççӗ, вырăнсенчи опыта алла илеççӗ.

Лару пуçланиччен делегацисем Лайăшри Г.Деражавин ячӗллӗ таврапӗлӳ музейӗнче, Совет Союзӗн Геройӗ Б.Кузнецов ячӗпе хисепленекен 2 № шкулта, «Пилешӗм» ача садӗнче пулса унта халăх культурисемпе чӗлхисене еплерех аталантарнипе паллашрӗç.

Районти Культура çуртӗнчи фойене кӗрсен эпир крешӗн, вырăс, тутар, таджик халăхӗсемпе пӗрле хăйсен куравӗсене йӗркеленӗ Габишево чăвашӗсене те куртăмăр. Елена Макарова ертсе пыракан «Веснавея» юрăпа ташă ушкăнне хутшăнакансем амăшӗсен арчисенчи хушпу-теветсене илсе килнӗ курава. Лару пуçланас умӗн Фарид Мухаметшинпа Экзам Губайдуллина питлӗх çинче ташласа кăтартрӗç габишевосем. ​ ​

Лару Ижевскри 88-мӗш шкулта персе вӗлернӗ ачасемпе педагогсене асăнса пӗр минут шăп тăнинчен пуçланчӗ. Кун пек хурлă пулăмсем ан пулччӗр тесен чи малтан обществон тимлӗхне çухатмалла мар.

Фарид Мухаметшин Украинăри ятарлă операци пынипе çыхăннă хальхи лару-тăру пирки те хăй шухăшне пӗлтерчӗ. «Ятарлă операцине пирӗн ирӗксӗр пуçлама тиврӗ, – тесе палăртрӗ Парламент пуçлăхӗ, Украинăпа çапăçмастпăр, коллективлă Анăçпа – Раççей нихçан пулман санкцилле хирӗçтăрупа тӗлпулчӗ». Фарид Мухаметшин сăмахӗсемпе, паянхи кун çынсене лару-тăру пирки, тунӑ йышăнусен тӗрӗслӗхӗ пирки ăнлантармалла, ДНР-па ЛНР-ти пирӗн ҫынсене тӗрев памалла.

Тутарстанри Патшалӑх наци политикине пурнӑҫа кӗртсе республикӑра ведомствосен тӗллевлӗ программисем пурнӑҫа кӗреҫҫӗ, Халӑхсен Ассамблеин представительствисем  тата Туслӑх Ҫурчӗсемпе Центрӗсем уҫӑлаҫҫӗ. Лайăш районӗнче те çак ӗç кал-кал илсе пырăнать. Кунти кӳршӗллӗ халӑхсен нумай ҫулхи туслӑ пурнӑҫне тӗслӗхе тӑратма пулать. Пӗр-пӗрин уявӗсӗне ҫӳренисӗр пуҫне районти культура мероприятийӗсенче тӗрлӗ халӑхсен "кил-ҫурт хуҫалӑхӗсене" йӗркелеҫҫӗ.
"Пӗтӗмӗшле илсен, Тутарстанри Халӑхсен Ассамблеи наципе культура аталанӑвӗн нумай енлӗ ӗҫӗ-хӗлне координацилекен кирлӗ инструмент пулса тӑчӗ", - терӗ Фарид Мухаметшин.

«Питӗ ҫӑмӑл мар вӑхӑтра пурӑнатпӑр. Çӗнӗ хăрушлăхсем умӗнче пирӗн чăмăртанмалла. Енчен те эпир мар пулсан, кам пирӗн Тăван Çӗршыва хӳтӗлӗ? Раççее кам сыхлӗ, Тутарстана? Пирӗн çӗршыв Президенчӗпе хамăр республика лидерне тӗрев памалла. Халăхсен Ассамблеи никӗсри пахалăхсене хӳтӗлессишӗн тăрать тата нацисемпе конфессисем хушшинчи тăнăçлăхшăн. Наципе культура пӗрелшӗвӗсен ертӳçисем паян çынсен хушшинче, хăйсен ентешӗсен хушшинче пулмалла», – тесе пӗтӗмлетрӗ Фарид Мухаметшин.  

Юлашкинчен вăл халăхсен культурисене аталантарас ӗçра палăрнă çынсене ТР Халăхсен Ассамбелин Хисеп Хучӗсем парса чысларӗ. Вӗсен хушшинче Габишевори Культурăпа спорт центрӗнче нумай çул вăй хуракан Елена Макарова та пулни пире уйрăмах савăнтарчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев